ПЫЛ КУРĂКĔ ӲПКЕШĔН ПАХА

5 Çу, 2016

Авал пыл курăкне /медуница лекарственная/ ӳпке чирĕсенчен витĕмлĕ сипленĕшĕн пысăка хурса хакланă. Унăн çулçипе курăкне пухаççĕ.

Çак курăкран хатĕрленĕ препаратсемпе сывлав çулĕсен кирек мĕнле инфекцийĕ чухне манкана çемçетсе кăларма усă кураççĕ. Вăл юн кайнине чарнипе те, шăк хăмпин, вар-хырăм çулĕсен, пӳре чирĕсенчен сипленме пулăшнипе те палăрса тăрать. Çамрăк çулçисене салата, яшкана хушаççĕ. Ку организма витаминсемпе пуянлатать.

Шăк хăмпи, пӳре шыçсан

Пĕр виçепе илнĕ пыл курăкне, шурă армутине /полынь горькая/, вăй курăкне /золототысячник/, шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине, эмел шур курăкĕн /шалфей лекарственный/ çулçине хутăштармалла.

1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Вĕрекен шыв мунчине 5 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Бронхит

Вĕтетнĕ типĕ пыл курăкне 2 апат кашăкĕ илсе тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 15 минутран сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Варвитти

2 чей кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 10 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут чей вырăнне ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Çак шĕвекпех стоматит чухне çăвара кунне темиçе хут чӳхеме юрать. Çавăн пекех унпа эрнере 2 хут çӳçе лайăхрах ӳстĕр тесе чӳхеççĕ.

Асăрханăр! Пыл курăкĕн шĕвекне çие юлнă хĕрарăмсен тата организмĕ йышăнман çынсен ĕçме юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.