Сад-пахчана тĕрĕс йĕркелемелле

28 Ака, 2016

Çуркунне йывăç-тĕм лартмалли вăхăт çитрĕ. Шăпах тĕнче вăранса чĕрĕлнĕ чухне хамăр йĕри-тавралăха тата илемлĕрех, хăтлăрах тăвас килет. Илем кÿме, йывăç-курăк, чечек ÿстерме кăштах пĕлÿ пулни самаях пулăшать. Сад-пахчана мĕнлерех хăтлăлатмалли, йĕркелемелли çинчен Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕ Антонина Аркадьевна ВАСИЛЬЕВА каласа пачĕ.

Сад ĕрчетес тесессĕн вăл мĕнлерех пулмаллине тĕплĕн шухăшламалла, хут çине ансат ÿкерчĕк туса — проект тейĕпĕр — хатĕрлемелле. Мĕншĕн тесен пахчаçимĕç йăранĕсене пĕр çул тĕрĕс мар ларт­нă-тăк, тепĕр çулхине çăмăллăнах йăнăша тÿрлетме пулать. Садри йывăç-тĕме куçарма, йăнăша тÿрлетме вара йывăртарах.

Çĕнĕ лаптăкра сад ĕрчетес тесен вăл пурăнмалли çуртпа, ытти хуралтăпа /пур пулсан е тума палăртрăр-тăк/ килĕшÿре тăмалла. Пулас садăн кăнтăр тата çурçĕр енĕсенче ăçта, мĕнлерех йывăç лартассине палăртмалла. Халĕ пахчара канмалли кĕтес, беседка тейĕпĕр, тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ăна та пахчари ешĕллĕхпе пĕр кĕвĕллĕн хăтлама тăрăшмалла. Беседка умĕнче чечек ÿстерни вырăнлă. Беседкăна хăтлăлатма явăнса ÿсекен чечексем е иçĕм /виноград/ лартма пулать. Халĕ пирĕн тăрăхра аванах çитĕнекен иçĕм сорчĕсем сахал мар, Ботаника сачĕ те тĕрлĕ сортлă иçĕм хунавĕ çитĕнтерет.

Садăн çурçĕр енне пирĕн тăрăха лайăх хăнăхтарнă улма-çырла йывăççисене /улмуççи, груша т.ыт./ лартмалла. Вĕсем пĕтĕм лаптăка çурçĕр çилĕнчен хÿтĕлесе тăрĕç.

Кăнтăр енне ăшша юратаканнисене — алыча, слива, абрикос /пирĕн тăрăха юрăхлисем пур/, чие лартмалла. Хура хурлăхан, жимолость, крыжовник улмуççисен хÿтлĕхĕнче те лайăх ÿсеççĕ, çапах та ирĕкре пулсан çимĕç параслăхĕ пысăкрах. Крыжовникпа хура хурлăхана юнашар лартмалла мар.

Хăмла çырлине хăйне уйрăм лаптăк кирлĕ. Вăл уçă, хĕвел питтинче лайăх пулакан çимĕç. Унăн тымарĕ вăйлă сарăлать, тĕмсем çывăхне лартсассăн вĕсене пусарма пуçлать. Кун пек чухне икĕ культурăн та тухăç чакать.

Улмуççи-груша пĕр-пĕринпе килĕштерсе ÿсеççĕ. Йывăç айĕнче пахчаçимĕç, чие-слива лайăх пулмасть. Çавăнпа çÿллĕ ÿсекен йывăç йĕри-тавра ятарласа селекцилесе кăларнă çутă сахал ÿкекен вырăнта та лайăх çимĕç паракан çĕр çырли лартсан аван. «Шпанка» çĕр çырли йывăç сулхăнĕнче те çăвĕпех хĕп-хĕрлĕ çырлипе савăнтарать.

Викторие вара хĕвеллĕ çутă вырăн кирлĕ — йывăç айĕнче лайăх пулмасть вăл.

Улмуççисем ÿсекен çĕрте упасарри /папоротник/ тĕмĕсем пулсассăн улмуççине хурт-кăпшанкă питех тапăнмасть, туя йывăççи те кăпшанкăсене хăратать.

Çĕмĕрте пахчана лартма кирлĕ мар: хурт-кăпшанкă вăйлă тапăнать. Ăна пула ытти йывăç-тĕме те хурт ерет. Çĕмĕрт тымарĕ тарăна каять. Шыв сийĕ çиелте пулсан çĕмĕрт лартни шыва тарăнрах анма май парать.

Сирень, жасмин, палан, барбарис, мучи çырли — пахчана илем кÿме е чĕрĕ карта вырăнне лартса ÿстерекен тĕмсем. Вĕсене çимĕç паракан культурăсенчен аяккарах лартмалла. Вăйлă шăршăллă ÿсен-тăрана улмуççи-груша юратмасть.

Хĕрлĕ хурлăханпа хура хурлăхан пĕр-пĕрне килĕштермеççĕ. Вĕсене юнашар лартмалла мар. Хĕрлĕ хурлăхан крыжовникпа килĕштерсе ÿсет.

Уртăш /можжевельник/ йывăççи пахчара пулмасан лайăхрах. Уртăш йывăçсен тутăх чирне /ржавчина — кăмпа чирĕ/ аталанма май парать. Улма-çырла йывăçĕсене, иçĕм тĕмĕсене, ытти ÿсен-тăрана тутăх чирĕнчен сыватма питĕ йывăр. Чир спорисем çилпе çулçă çине лекеççĕ. Çулçă тĕллĕн-тĕллĕн сарăхма пуçлать, унтан хăмăрланса шанса типет.

Пилеш пирĕн тăрăхра лайăх ÿсекен йывăç. Ăна пахча хĕрринерех лартмалла. «Невежинский», «Ликерный» тата ытти йÿçех мар сортсем пур.

Çĕмĕрте, пилеше, палана, акацие çырма-çатра хĕррине лартсан аван.

Сырлана пахча хĕрринерех е хуралтăсем çывăхнерех, çĕре ялан кăпкалатса тăман лаптăка лартмалла. Унăн тымарĕ çиелте: çĕре чавнă чухне тымара амантсан сырлан лайăх аталанаймасть.

Пахчари йывăç-курăка еплерех йĕркелесси, паллах, çавна валли уйăрнă çĕр лаптăкĕн пысăкăшĕнчен нумай килет. Пысăк лаптăкра тĕрлĕрен культурăна ирĕклĕрех лартса ÿстерме май пур. Пĕчĕк лаптăка вара тимлĕн хатĕрлесе йĕркелемелле. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен усă кÿрекен илемлĕ те хăтлă пахча пулатех.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.