Шурă, хура, ула... такка

23 Ака, 2016

Ирина ВЕРЬЯЛОВА, артистка

Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн хама канăç паман ыйтусем тавра калаçмасăр чăтаймастăп. Ывăлăм 4-мĕш класра вĕренет. Унпа кашни кунах уроксем тăватпăр. Математикăпа, вырăс чĕлхипе ытлах нушаланмастпăр, анчах та хула ачисем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» программа ансат мар. Вĕренекенсем пирки каламастăп та, хăш-пĕр ĕçе ашшĕ-амăшĕ çеç мар, вĕрентекенсем хăйсем те пурнăçлаймаççĕ. Эпĕ уйрăм çырма йышăннă сăмахсен словарьне те хатĕрлерĕм хам валли. Тĕслĕхрен, «улатакка» сăмаха мĕншĕн уйăрмалла-ха? Мĕн, пирĕн, чăвашсен «шурă такка» е «хура такка» та пур-им? Тепĕр халăх çынни чăвашла вĕренес тесе «такка» сăмаха словарьте шыраса пăхĕ те — тупаймĕ. Ун пирки шухăшласа пăхман-ши пирĕн чĕлхеçĕсем? «Питçăмартине» уйăрни те пуçа вырнаçмасть. Çак сăмахсене уйрăм çырни кама мĕн парать-ши? Чăваш чĕлхин орфографине йăлт арпаштарса пĕтерчĕç. Хăçан та пулсан пурте пĕрешкел тата тĕрĕс çырма пуçлăпăр-ши? Орфографи комиссийĕ йышăну тăвĕ-ши? Вырăссемпе акăлчансем «ман çапла çырас килет» тесе правилăсене улăштармаççĕ, улăштарсан та пăхăнаççĕ.

Шкул пирки сăмах пуçарнă май çав ÿсĕмри ачасем çухалма пуçлани, шывра путни тата ытти инкекпе тискерлĕх пирки калаçмасăр иртеймĕн. Вĕрентекенсен хăйсен предмечĕ пирки кăна шухăшламалла мар, ачасемпе воспитани ыйтăвĕ тавра ытларах калаçмалла, йывăр самантра çухалса каяс мар тесен хăйсене тыткалама, хÿтĕленме вĕрентмелле. Ачасене спортпа туслаштарни аван. Анчах та пирĕн ача вĕренекен 35-мĕш шкулта спортзал çук. Стадион пур, анчах та унта физкультура урокĕ ирттереймĕн. Йывăç тĕпĕпе, тункатапа, патак-çатакпа тулнă вăл.

Республикăра эрех-сăрапа кĕрешни, сывă пурнăç йĕрки пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Полици ĕçченĕсем пĕрин килне çитсе сăмакун илсе тухни, ăна çавăншăн штраф пани, урамри ÿсĕр çынна тытса кайни çеç çителĕксĕр. Çĕрлехи кафесене, талăкĕпех эрех сутакан лавккасене хупмалла. Эпир пурăнакан çуртра та çакнашкал бар пур. Çамрăксем çĕрĕпех ĕçеççĕ, шавлаççĕ, çапăçаççĕ, кайран подьезда кĕрсе хуп турттараççĕ.

Хамăн тăван Шăмăршă тăрăхĕ пирки те каласа хăварас килет. Эпир, Палтиелсем, тутарсемпе, ирçесемпе юнашар пурăнатпăр. Çак виçĕ халăх çынни пĕр-пĕринпе тăванран та çывăхрах. Хăнана çÿреççĕ, пахчаçимĕç пĕрле лартаççĕ, çĕрулмие те пĕрлех кăлараççĕ. Уявсенче таврара чăваш, ирçе, тутар юрри янăрани мĕнешкел илемлĕ. Туслă, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.