Шупашкарта - ача-пăча хирургĕсем
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумĕ уçăлнă. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви пулăшнипе ăна çулленех ирттереççĕ. Кăçал вăл 56-мĕш хут пухăнчĕ.
Тĕллевĕ — пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси тата сиплевĕн хальхи мелĕсемпе практикăра усă курасси. Шупашкарта специалистсем вĕче-ыйхă шăммисен хутлăхĕн тератомисемпе нушаланакан ачасен сиплевĕнче медицинăн инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Симпозиум пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çул çитменнисен хирургийĕнче çĕнĕ меслетлĕхсемпе тата организациллĕ технологисемпе усă курмалли проект-йышăну хатĕрлеççĕ.
Мероприятие Раççей специалисчĕсем кăна мар, унччен тăванла республикăсем шутланнă çĕршывсен хирургĕсем те хутшăннă: хăнасем çĕршывăн 50 ытла регионĕнчен тата Беларуçран, Кăркăсстанран, Узбекистанран пухăннă. Студентсен ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланнă ăслăлăх конференцийĕнче 45 аслă шкулăн делегацийĕн представителĕсем доклад тунă.
Симпозиума пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ саламланă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республикăра медиксен çамрăк ăрăвне хатĕрлессине тата вĕсене халăха юрăхлă воспитани парассине тивĕçлипе хаклаççĕ.
РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Социаллă политика комитечĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ Владимир Круглый пухăннисене Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко тата Федераци Канашĕн Социаллă политика комитечĕн председателĕ Валерий Рязанский ячĕпе саламланă тата тухăçлă ĕçлемешкĕн ырă суннă.
Сăмах май, Владимир Круглый симпозиум пуçланас умĕн Республикăри ача-пăча клиника больницин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. «Операци ирттермелли залсем кăткăс техникăпа пуян, хăйсен ĕçне профессионалсен шайĕнче пурнăçлакан пĕр шухăшлă сиплевçĕсен туслă ушкăнĕ чăмăртаннă. Операцисен 60 процентне ытла пĕчĕк инвазивлă технологисем пулăшнипе ирттереççĕ. Чи пĕлтерĕшли — ĕçĕн ырă çимĕçĕ: операцисен пысăк эффективлăхĕ тата пĕчĕк ачасем вилессин Раççейри чи пĕчĕк кăтартăвĕ — 3,3 промилле. Вĕсене çĕнсе илмешкĕн мĕнлерех тăрăшма тивнине тата ача-пăча хирургĕсем пысăк тÿпе хывнине пурте аван туятпăр», — çапла хакланă Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пăча сиплевĕн учрежденийĕн ĕçне.
«Чăваш Енре çул çитменнисен хирургийĕн службине Республикăри ача-пăча клиника больницин никĕсĕ çинче централизацилерĕмĕр. Усси куç умĕнчех: пĕчĕккисене операци туса сиплес, çав шутра пысăк технологиллисем, пĕчĕк инвазивлисем тĕлĕшпе те, палăрмаллах çитĕнÿ турăмăр. Эпир кашни пациентшăн кĕрешнине кăтартусем аван çирĕплетеççĕ. Сывлăхăн 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăнĕсенчи ачасем йышланса пыни, хĕсмете юрăхлă яшсен хисепĕ пысăкланни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çаксем — халăх сывлăхĕн, çĕршыв пуласлăхĕн кăтартăвĕсем», — пĕтĕмлетрĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова.
Симпозиумра вĕчепе ыйхă шăммисен хутлăхĕн тератомĕсене сиплессипе çыхăннă темăпа 20 çын тухса калаçнă. Ĕçлĕ тĕлпулу регионсенчи ача-пăча специалисчĕсен-хирургсен тата профессорсемпе педагогсен çул çитменнисене РФ округĕсенче хирурги пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтусемпе ирттернĕ канашлăвĕпе вĕçленнĕ.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас