«Хыпара» - кашни çемьене

7 Ака, 2016

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен — 15% йÿнĕрех

Раççей почти апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен Раççей почтин каталогне кĕнĕ хăш-пĕр кăларăма /социаллă пĕлтерĕшлĕ хаçат-журнала/ 2016 çулăн II çурри валли çырăнмашкăн 15% чакарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак переченьте — «Хыпар» Издательство çурчĕн 10 кăларăмĕ /вĕсене таблицăра хурапа палăртнă/.

Хаксене кăштах чакарнă пулин те чылай чухне çапах та вулаканран ӳпкев илтетпĕр: пур-пĕрех хаклă. Аса илтеретпĕр: каталог хакĕ /эпир Раççей почтин каталогне кĕртмешкĕн сĕнекен хак/ — ПИТĔ ЙӲНĔ /таблицăри 5-мĕш колонка/! Шăпах çак сумма «Хыпар» ИÇĕн кассине кĕрет. Ытти — почта тăкакĕ: çырăнтарнăшăн, экспедици, транспорт расхучĕ, хаçата почтальон валеçни...

Хисеплĕ вулаканăм! «Хыпар» хакĕ ытлашшипех «çыртать» пулсан — СĔНӲ:

1/ вулакан хăйĕн кăмăлне кура «Хыпар —эрнекуна» çырăнма пултарать /338,34 тенкĕ/;

2/ райцентрта е унăн çывăхĕнче пурăнакан­семшĕн «Чăваш пичетпе» «Советская Чувашия» хаçатăн киоскĕсенче çырăнма меллĕ /288 тенкĕ/;

3/ Шупашкарта пурăнакансен çӳлерех асăннă учрежденисен киоскĕсенче е редакцире /144 тенкĕ/ çырăнма май пур.

Çĕнĕ меслет: кӳршĕпе калаçса килĕшсе — икĕ çемьене пĕр «Хыпар».

Укçа-тенкĕре питех перекетлес тетĕр пулсан — «Хыпара» виçĕ уйăхлăха /368,01 тенкĕ/ çырăнмашкăн мехел çитерĕр. Каярах — тепĕр виçĕ уйăхлăха.

Тепĕр Çĕнĕлĕх: 2016 çулăн иккĕмĕш çурринчен /утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен/ тытăнса «Хыпар» хаçат А-2 форматпа ытларикунпа юнкун 4-шар страницăпа тухма пуçлать. «Хыпар-эрнекун» яланхиллех А-3 форматпа /16 стр./ — эрнекун.

Укçа-тенкĕре питех перекетлес тетĕр пулсан — «Хыпара» виçĕ уйăхлăха /368,01 тенкĕ/ çырăнмашкăн мехел çитерĕр. Каярах — тепĕр виçĕ уйăхлăха.

Тепĕр Çĕнĕлĕх: 2016 çулăн иккĕмĕш çурринчен /утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен/ тытăнса «Хыпар» хаçат А-2 форматпа ытларикунпа юнкун 4-шар страницăпа тухма пуçлать. «Хыпар-эрнекун» яланхиллех А-3 форматпа /16 стр./ — эрнекун.

 

Хаçат-журнала 2016 çулăн 2-мĕш çурринче илсе тăмашкăн çак хаксемпе çырăнма пулать

Кăларăмсем
Индекс
Почта уйрăм.сенче
«Чăваш пичет» тата "Советская Чувашия" киоскĕсенче
Редакцире
/альтернатива мель/
Хыпар
54800
736,02
288
144
Хыпар-эрнекун
78353
338,34
150
90
Çамрăксен хаçачĕ
54804
383,16
234
144
Чăваш хĕрарăмĕ
11515
354,42
222
141
Сывлăх
11524
243,60
114
81
КÇХХ
54806
219,36
114
81
Хресчен сасси
54838
260,28
168
114
Тăван Атăл
11529
323,04
252
198
Капкăн
24608
163,20
150
108
Тантăш
54802
261,84
138
90
Самант
73208
182,94
162
120
Тетте
73771
145,20
114
90
ЛИК
83429
149,04
120
100
Вести Чув.
54807
353,94
192
144
Собрание законЧР
54847
781,08
660
570