Нихăçан та пуç усман

5 Ака, 2016

Александр Петрович ПЕТРОВА /1933 çулта çуралнă/ республикăра нумайăшĕ пĕлет. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн председателĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Кун-çулĕн кăсăклă тапхăрĕсем çинчен уççăн каласа пама килĕшрĕ.

Шăнса вилмерĕм

— Вăрçă ачисене пĕрешкел ыйту: 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ăçта пултăр?

— Муркаш районĕнчи çуралса ÿснĕ ял — Кĕртекасси — касăвĕнче. Кăнтăрла ĕнесене пĕве хĕррине антартăмăр та — апатланма киле чупрăм. Укăлча патне çынсем пухăннă. Такамран вăрçă пуçланнине пĕлтĕм. Хĕрарăмсем макăрса тутăр вĕçтерекенсене çар комиссариатне ăсатрĕç.

— Тăванусенчен камсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă?

— Ун чухне атте 51 çултаччĕ, çавах çара илчĕç. Германие парăнтаричченех Хусанта çар тумтирĕ çĕлерĕ. Атте шăллĕ, колхоз председателĕ Иван Пахомов, йыснасем фронта кайрĕç.

— Мускав патĕнче нимĕçсене çапса салатма Шартлама генерал та пулăшнă. Çапла мар-и?

— Тĕрĕс. Çапах та пирĕн тĕп штаб хатĕрленĕ, Сталин çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн Хĕрлĕ Çар тăшмана тĕп хула хĕрринчен хăваласа кайни пуриншĕн те паллă. Шартлама генерал хаярне 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче эпĕ те тÿсрĕм. Купăрля шкулĕнчен яла таврăннă чухне пурнăçа чутах тататчĕ. Пите, сăмсана тăм илтерчĕ, çăпатапа тăла витĕр урасене пăр пек шăнтрĕ. Шурă вырăнсене апи юрпа сăтăрчĕ. Вĕсем ăшăра шыçса кайрĕç, пурнăç тăршшĕпех сурса хама вилĕм хăваланине аса илтерчĕç.

— Вăрçă çулĕсенче ачасем колхоза пулăшнă-и?

— Фермăран, ана картинчен уя тислĕк, йĕтеме кĕлтесем, улăм турттарнă. Пиртен аслăраххисем йывăртарах тиесен урапа ÿречинчен хулпуççипе пĕрре тĕртнипех тÿнтереймен. Çурăм шăммине сусăрлатнине /сколеоз/ нумай çул иртсен пĕлтĕм.

— Ял-йыш мĕнле пурăннă?

— Чуна ыраттаракан шухăш-кăмăла ĕçлесе ирттернĕ. Вут-шанкă мунча хутма мар, пÿрте ăшăтма та çитмен. Супăнь çукчĕ. Аялти çи-пуçа, ытти япалана кĕл сĕлтипе витерсе-çуса тасатнă. Апат начарччĕ, çынсем сипленеймен. Çавăнпа час-часах чирленĕ. Пурне те, ачасене пушшех кăрчанак нушалантарнă. 1942 çулхи çулла мана те ерчĕ. Сипленме Купăрля ялĕнчи Марфа Григорьевна вĕрентекен патне кайрăм. Шĕвĕр мăйăхлă арçын йышăнчĕ, хăмăр писев тултарнă кĕленче савăт тыттарчĕ. Кĕçĕ вырăнĕсене унпа кунне темиçе хут сĕрсе хупах çулçи çыпăçтарма хушрĕ. Темиçе кунран пирчесе тÿрленчĕç. Нумай çул иртсен «Хыпар» хаçат никĕслевçи, Хусан университечĕн профессорĕ Николай Никольский отпускра чухне мана сипленине пĕлтĕм.

— Аслă Çĕнтерĕве ăçта кĕтсе илтĕр?

— Шкулта. Уроксене ирттермесĕрех ачасене киле ячĕç. Пÿрте кĕрсенех çапла кăшкăртăм: «Апи-и! Вăрçă пĕтнĕ!» Вăл темшĕн хĕпĕртемерĕ. «Ылханлă Гитлер мучупа йыснусен пуçне çирĕ!» — терĕ те — куçĕ шывланчĕ.

 

Комсомол çулĕпе

— ВЛКСМ ĕçне кам явăçтарчĕ?

— Общество ĕçĕнче карьера тума тĕллев лартманччĕ. Вăтам шкул пĕтерсен çар училищине вĕренме кĕресшĕнччĕ — куçу начар курать тесе унта ямарĕç. Ваçкасси, Сосновка, Купăрля, Кĕртекасси ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал валеçнипе пĕрлех Ильич ячĕллĕ колхозăн комсомол комитечĕн секретарĕн заместителĕ пулнă чухне клубра çамрăксемпе пĕрле концерт пĕрмай лартнине, ялта спорт ăмăртăвĕ час-часах ирттернине ВЛКСМ Совет райкомĕн ертÿçисем пĕлчĕç те мана унта пай заведующине илчĕç. Çын çинче хама хастар кăтартнă-тăр. Çамрăксене купăс каласа савăнтарнă. КПСС Совет райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Е.Мидаков сĕннипе 1952 çулхи кĕркунне райкомăн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. Манран чылай аслăрах юлташсем ыйтнипе, çул кăтарса пынипе комсомол çулĕ çине тăтăм. Вĕсенчен пĕри, КПСС Совет райкомĕн виççĕмĕш секретарĕ Я.Лодин, çынсемпе ĕçлеме нумай вĕрентрĕ.

— Камсемпе?

— Сăмахран, И.Николаевпа, каярахпа Турай колхозĕн председателĕпе. Н.Карсаковпа, чылай çул иртсен ял хуçалăх наукисен докторĕпе. Ыттисемпе.

— ВУЗ пĕтермесĕрех пысăк ĕçе пуçăннă. Хăçан вĕрентĕр?

— Шкул пĕтерсен иккĕмĕш çул Чăваш патшалăх педагогика институтне, тепĕр çулталăкран экзаменсем тытса ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн тĕп шкулĕн кăнтăрлахи уйрăмне кĕтĕм. Правительство ăна çĕршыври учительсен институчĕсемпе танлаштарнă. 1955 çулта диплом илсе таврăнсан каллех Совет райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. П.Смородиновпа, А.Ильинпа, Б.Алексеевпа, ытти юлташпа комсомолецсемпе çамрăксене ертсе пытăмăр, çынсемшĕн усăллă ĕç чылай турăмăр. Тĕслĕхрен, чăвашсене çутта кăларма хутшăннă В.Магницкий этнограф Шăмат /Совет/ ялĕнче пурăннă чухне чĕртнĕ садра улмуççисем лартрăмăр. Ăна çĕнĕрен уçма Хусантан Н.Никольский килчĕ. Шел, сад 1990 çулсенче каллех юхăннă.

— 1956 çулта Совет районне пĕтернĕрен эсир ĕçсĕр юлнă. Ăçта вырнаçрăр?

— ВЛКСМ Чăваш обкомĕн инструкторне. Физкультурăпа спорт пайĕн заведующийĕн вырăнне виçĕ эрнеренех йышăнма май пурччĕ. Обком пленумĕнче унăн тĕллевĕсене пачах пĕлместĕп тесе унта ларма килĕшмерĕм, ВЛКСМ Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Р.Шакуров сĕннĕ Г.Дементьева, кайран КГБ шкулне пĕтернĕ хыççăн нумай çул хăрушсăрлăх органĕнче вăй хунăскере, ырларăм — тен, шухăшламасăр хăтлантăм. Пайра А.Фунтикова, Т.Косолапова, В.Зуева, Г.Михайлов, Г.Васильев пысăк хавхаланупа тăрăшрĕç.

— Эсир — «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медаль кавалерĕ. Мĕншĕн пачĕç?

— ВЛКСМ обкомĕн бюровĕн йышăнăвне пурнăçласа тырпул пухса кĕртме 1957 тата 1958 çулсенче Çурçĕр Казахстан облаçне 3200 комсомолецпа çамрăка ертсе кайрăм, вырăнти хуçалăхсем пулăшнипе тухăçлă ĕçлеме май туса патăм. Вырмана хастар хутшăннăшăн Чăваш Енри комсомол организацине 1958 çулхи раштав уйăхĕнче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хĕрлĕ ялавне пачĕç. Мана «Комсомолри хастар ĕçшĕн» паллăпа наградăларĕç.

 

Çăхавсем çырчĕç — пĕтмерĕм!

— Ĕçре ура хуракан пулман-и?

— Пурччĕ. Эпĕ тата А.Филиппов — комсомол организацийĕсен пайĕн заведующийĕн заместителĕсем. 1957 çулхи раштав уйăхĕнче конференцире мана иккĕмĕш секретаре суйлама палăртнă пирки обкомăн пĕрремĕш секретарĕ В.Якимов ВЛКСМ Тĕп Комитетне çитсе килме хушрĕ — кайрăм. Мускавран таврăнсан А.Филиппов Г.Дементьев умĕнче мана В.Важорова иккĕмĕш секретарьтен кăларттарас тĕллевпе ятсăр çыру янă тесе сăлтавсăрах айăпларĕ — питĕ кÿрентерчĕ. Çав пăтăрмахчен те, каярахпа та эпĕ никам çинчен те çăхав çырман. Таса ята тавăрассишĕн КПСС обкомĕн парти комиссине икĕ хут заявлени патăм. Г.Трофимов председатель: «Вĕсене пăхса тухса йышăну кăлараймастпăр, — терĕ. — ВЛКСМ обкомĕн бюровĕнче сÿтсе явман, сана парти явап тыттарман».

— Çакăнпа калаçу пĕтрĕ-и?

— Конференцире мана ВЛКСМ обкомĕн йышне кĕртрĕç. «Юлташсем эпĕ çăхавçă маррине тинех ĕненчĕç», — тесе чуна лăплантартăм. Вăтăр тултарнă В.Важорова 1958 çулта обкомăн иккĕмĕш секретарĕнчен урăх ĕçе куçарма йышăннă. В.Якимов пĕрремĕш секретарь пленумра унăн вырăнне ВЛКСМ Шупашкар комитечĕн пĕрремĕш секретарьне А.Котлеева лартма сĕнчĕ, «эпĕ кунта Петровăн тÿнтерле пахалăхĕсем çинчен каласшăн мар» терĕ. Хамран аслăрах юлташсем асăннă тĕллеве пурнăçлассишĕн ятсăр çыру историйĕпе те усă курма хатĕр пулнă-мĕн.

— Виççĕмĕш тата иккĕмĕш секретарь пулнă чухнехинчен мĕн аса илетĕр?

— 1961 çулта Владимир облаçĕнчи комсомол райкомĕсен секретарĕсем курма килчĕç. Вĕсене Вăрнар районĕнчи Социализм Ĕçĕн икĕ хут Геройĕ С.Коротков ертсе пыракан колхоза кăтартасшăнччĕ. Анчах райком секретарĕ С.Полякова чире пула вăл хуçалăхра йышăнайманнине пĕлтерчĕ. Кулянмарăмăр. Делегацие çав районти «Самолет» колхоз председателĕ Н.Петров кĕтсе илчĕ. Фермăсенче, мехпаркра пултăмăр. Килĕнчех хăна турĕ. С.Коротков патне телефонпа шăнкăравларĕ те хăнасене мухтарĕ. Сăмах май: «Вĕсем сана курасшăн, хисеплеççĕ — йышăн», — терĕ. Лешĕ хирĕçлемерĕ. Ун патне кайрăмăр. 1954 çулта Мускавра иртнĕ пысăк канашлура Н.Хрущев хăйĕнчен куккурус çитĕнтерме ыйтнине аса илчĕ. Хăшпĕр уйра кашни гектартан 1000 ц таран симĕс курăк пухнине пĕлтерчĕ.

— ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарьне мĕнле суйларĕç?

— Тепĕр çăхавра, Тĕп Комитета янинче, криминал тупнă-тăк ку вырăнта пулмастăм. Казахстанра чухне СССР Министрсен Совечĕ çирĕплетнĕ хакпа 68 тата 66 çулсенчи аттепе апи валли 5 ц тырă çыртартăм, унтан таврăнсан «Заготзерно» предприятирен çавăн чухлĕ илсе яла леçрĕм. Савăнăçа Г.Дементьевпа тата А.Филипповпа пайларăм. Такам Мускава çăхав çырса янă! Пĕрремĕш секретаре суйличчен мана Тĕп Комитетра йышăнчĕç. Пысăк пуçлăхсем патне кĕриччен асăннă çăхав мана тыттарнă папкăраччĕ пулин те КПСС тата ВЛКСМ Тĕп Комитечĕсенче кун пирки сăмах та хускатмарĕç. Шупашкара таврăнсан пĕр саслă пулса пĕрремĕш секретаре суйларĕç.

 

«Капкăн» каçару ыйтрĕ

— Комсомол Сталин вăхăтĕнчи меслетсемпех ĕçленĕ пулсан шанмастчĕç-тĕр...

— Çапла. 1965 çулта КПСС Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарьне те суйламастчĕç. 1967 çулта пленумра кадрсемпе еплерех ĕçлени çинчен доклад турăм. Ильич ячĕллĕ колхозăн партком секретарĕ И.Данилов тата партин Киров поселокĕн шкулĕнчи пуçламăш организацийĕн секретарĕ В.Иванов мана «айăплă ертÿçĕсене хÿтĕленĕшĕн, «Союзплодтара» заводран йÿнĕ хакпах вутă илнĕшĕн» критиклерĕç. Манăн кирек ăçта тавар туяннă хыççăн квитанцисене пуçтарса хурас йăла пурччĕ. Тăхтавра ĕç пÿлĕмне хăпартăм. Хам мĕнле хакпа вутă туяннине çирĕплетекен документа илсе килсе пленума ертсе пыракан президиум членĕсене кăтартрăм. Кашни çынна сутнă хакпа эпĕ те вутă туяннине квитанципе паллашса пĕлчĕç. Райкомăн коммунистсен ĕçне тишкерекен комиссийĕн председателĕ М.Павлов тата Ленин ячĕллĕ колхоз ертÿçи Н.Власов элеке хытă сивлерĕç.

— «Айăплă ертÿçĕсене хÿтĕленĕ» пирки мĕн калатăн?

— Хальчченех пĕлместĕп сăмах камсем çинчен пынине. Эпĕ «Ибреси» колхоз председательне суйлаттарнă Н.Сергеев «уй-хир ĕçне тăсса янă, вырма пынă вăхăтрах туй кĕрлеттернĕ» тесе «Капкăн» журналра критика материалĕ кăларчĕç. Йĕпреçри комсомолецсен пĕр ушкăнĕ «Комсомольская правда» тата «Учительская газета» хаçатсенчен тĕрĕслĕх тупма ыйтнă. Вĕсен редакцийĕсенчен çырусене КПСС Чăваш обкомне тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ярса панă. Унтан Йĕпреçе пырса тĕрĕслерĕç те Сергеев çинчен журналра çырни чăнлăхпа килĕшсе тăманнине çирĕплетрĕç. «Капкăн» редакцийĕн Сергеевран каçару ыйтма тиврĕ. Мăшăрланнă ятпа туйĕнче саламлаймарăм. Пĕрремĕш ачи çуралсан пысăк ашшĕ пултăм. Вăл кайран Мускав университетне пĕтерчĕ, çĕршывра паллă ваккат пулса тăчĕ. Сăмахран, Раççей Президенчĕн ĕçĕсен управляющийĕ пулнă П.Бородина судра хÿтĕлесе чапа тухрĕ.

— «Хыпарта» çырса кăтартман кăсăклă тапхăр пурнăçăрта нумаййине пĕлетĕп. Ыттине ÿлĕм çутатăпăр. Килĕшетĕр-и?

— «Хыпар» ыйтăвĕсене яланах хуравлама хатĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.