- Чăвашла верси
- Русская версия
Пултарулли пур çĕре те ĕлкĕрет
- Тĕнчере тĕрлĕ професси пур. Хăвна кирлине суйласа илме çăмăлах мар çав. Ача чухне ÿнерçĕ те, тухтăр та, психолог та пуласшăн çунатланаттăм. Халĕ вара пĕр иккĕленмесĕ-рех калама пултаратăп: вун пĕр класс вĕренсе пĕтерсен юрист профессине алла илĕп, - çавнашкал ĕмĕтпе пурăнать Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Кристина Иванова.
Çак профессие суйласа илме ăна ашшĕпе амăшĕ те, пиччĕшĕпе куккăшĕ те чылай канаш-сĕнÿ панă-çке. Кристинăн пиччĕшĕ Дима та юрист пулса Мускавра тăрăшать. Хĕр ача та çывăх çыннин çулĕпе кайма шухăшланă. Ĕмĕте пурнăçламашкăн лайăх паллăсемпе вĕренме тăрăшать, шкулта, районта, республикăра иртекен конкурс-викторинăна хастар хутшăнать, пушă вăхăтра вара тĕрлĕ спорт секцине тата ташă ушкăнне çÿрет.
Кристина тивĕçнĕ медальсемпе Хисеп хучĕсен шучĕ те çук тейĕн. Сăмахран, кăçал вăл республика шайĕнче иртнĕ пысăк та сумлă конкурсра пилĕк çĕр çынран 2-мĕш вырăна тухма пултарнă.
- Çак конкурсра пулас професси пирки презентаци хатĕрлемеллеччĕ. Эпĕ юрист специальноçĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартрăм, профессин лайăх енĕсене, мĕншĕн юрист пулма ăнтăлнине палăртрăм, - пĕлтерет Кристина.
9-мĕш класра вĕренекенскер тĕрлĕ халăх хушшинче ирттерекен интернет-конкурссене те сахал мар хутшăннă. Кристина Раççейри çамрăк журналистсен "Кĕмĕл калем" конкурсра 2-мĕш вырăна тухма пултарнă, унсăр пуçне "Сколько красок у зимы" интернет-ăмăртура 3-мĕш пулнă. Акăлчан чĕлхин грамматикине пĕлме ăнтăлакансен «Evelyn is» олимпиадăна та хутшăннă. Кристина кунта та палăрнă. Вăл иккĕмĕш степеньлĕ призер ятне тивĕçнĕ.
- Конкурссем пирки вĕрентекенсем тăтăшах пĕлтереççĕ. Вĕсем мана тĕрлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ, вăл е ку ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ. Эпĕ Раççей шайĕнче, тĕрлĕ халăх хушшинче иртекен конкурса чылай хутшăннă, анчах та асра юлни, маншăн чи пĕлтерĕшли вăл - пултарулăх проекчĕсене хатĕрлес енĕпе тĕнче шайĕнчи конкурс. Эпĕ вăрçă çинчен акăлчанла сăвă вуланине видео ÿкертĕмĕр, ăна сайта ярса патăмăр. "St. George Ribbon" конкурсра эпĕ пĕрремĕш степеньлĕ лауреат пулса тăтăм. Ачаранпах сăвă вулама юратнăран-ши, мана çак конкурс кăмăла кайрĕ. Тăван çĕр-шывшăн иртнĕ хăрушă та йывăр çулсем çинчен шăрçаланă сăвă чăн туйăмсемпе тулнă çав. Ун йышшисене вуланă чухне манăн патриотизм туйăмĕ çĕкленет, çав вăхăтрах чун хытса ларать.
Пушă вăхăтра вара Кристина баскетбол секцине çул такăрлатать. Çак енĕпе пĕрлештернĕ шкул команди районта кашни çулах пĕрремĕш вырăн йышăнни те пурне те савăнтарать-çке.
- Эпĕ спорта юрататăп. Хĕлле йĕлтĕр çине тăратăп, çулла вара çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусене хутшăнатăп. Пĕлтĕр республикăра иртнĕ Фаина Краснова ячĕллĕ ăмăртура пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпартăм. Çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Ара, хальччен çуран чупса республикăра малти вырăна тухса курманччĕ. Унсăр пуçне "Зарница" вăййа та хутшăнма пултартăм. Пирĕн шкул тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçлерĕ çак ăмăртăва. Кунтах Морзе азбукине те вĕренме май пулчĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Патăрьел пики.
Кристина "Хускану вăл - спорт" девизпа пурăнать. Спорт секцийĕсĕр пуçне "Ассорти" ташă ушкăнне те çÿрет. Шкул директорĕ Марина Викентьевна Медведева ертсе пырать ăна. Кристина кунта иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне çÿреме пуçланă.
- Ачаранпах ташлама кăмăлаттăм. Телевизорпа артистсем ташланине курса тĕрлĕ хускану тума вĕренеттĕм. Шăп та лăп иккĕмĕш класра чухне ташă ушкăнне пирĕн çултисене йышăннине пĕлтĕмĕр. Класĕ-пех çавăнта чупрăмăр вĕт. Пĕрремĕш ташă халĕ те асра. Малтанах хусканусене йĕркеллĕ тума та пĕлмен эпир, анчах хореограф пулăшнипе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пултартăмăр.
Чăн та, пултаруллă çын пур çĕре те ĕлкĕрет тени тĕрĕс. Кристина та ĕмĕчĕ патне ăнтăлса хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшать.
- Пултарулăха кăтартмасăр ларсан, ăна аталантармасан, сана никам та курмĕ. Веçех - пирĕн алăра, - тет вăл.
Ирина КОШКИНА.
Патăрьел районĕ.
Комментари хушас