УРА «КАПКĂНА ЛЕКСЕН»

20 Пуш, 2014

Сыпă чирĕ подагра пирки Гиппократ вăхăтĕнчех пĕлнĕ. Подагра сăмах грекларан куçарсан «капкăнри ура» тенине пĕлтерет. Ыратнине ирттерме авалтанпах халăх мелĕсемпе анлă усă курнă.

Хурăн. Вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле. Çулăм çинчен илсен 10 минут пиçĕхтерсе лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. 35 минутран сăрăхтармалла. Рецепт юнра нумай пухăннă шăк йÿçекĕнчен хăтăлма пулăшать.

Эмел курăкĕпе çăка чечекĕ. Пĕрремĕш рецептри евĕр витĕмех кÿрет. Ÿсен-тăрана çурмалла илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 35 минутран сăрăхтармалла. Кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Сухан яшки. Подагра вĕрĕлсен усăллă, ыратнине ирттерет. Виçĕ сухана çумалла, хуппипех 1 литр шыва ямалла, çемçеличчен пĕçермелле. Шĕвеке кунне 3 хут апат умĕн 1-ер стакан ĕçмелле. 2 эрне сипленмелле.

Хаяр ути /шалфей/. Вăл чир вĕрĕлсен усăллă. Тин вĕренĕ çур литр шыва 200 грамм хаяр ути çулçи ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Ваннăна 33 градус ăшă шыв ямалла, унта хаяр утин шĕвекне хушмалла. Ваннăра шыв 27 градуса çити чакиччен лармалла.

Хуçалăх супăнĕ. Унсăр пуçне тата çур пачка тăвар кирлĕ. Çур катăк супăне теркăпа хырмалла. Унтан супăньпе тăвара 40 градус таран ăшăтнă шыва ярса ирĕлтермелле. Çак шыва урасене чиксе çур сехет лармалла. Сивĕннĕ май вĕри шыв хушсах тăмалла.

Йодпа аспирин. 5 тÿме аспирина тÿсе 10 миллилитр йод настойкине ямалла. Шĕвек тĕссĕрленет. Каçхине выртас умĕн ăна ыратакан вырăнсене сĕрмелле. Ăшă чăлха е перчетке тăхăнса çывăрмалла. Йодпа ура ванни тума юрать. 9 тумлам йода 3 чей кашăкĕ апат содипе хутăштармалла, 3 литр вĕри шыва ярса ирĕлтермелле. Шыва урасене чиксе лармалла.

Пыл. Чирлĕ сыппа малтан грелка хурса ăшăтмалла. Унтан ăна пылпа чĕрĕк сехет сăтăрмалла. Компресс аван: сыпă çине пыл сĕрнĕ салфетка хумалла, целлофанпа витмелле, бинтпа çыхмалла. 3,5 сехетрен компреса илмелле, сыппа ăшă шывпа çуса тасатмалла. Схемăпа сипленмелле: компреса малтанхи тăватă кун - куллен, ултă кун пĕрер кун сиктерсе хумалла. Икĕ эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.