Çĕр çывăрманни те пулнă

31 Пуш, 2016

Республикăри Вĕренÿ институтĕнче шкул ачисен Раççейри регион тапхăрĕнчи «Ăнăçу патне çитерекен çулна туп» олимпиада çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Мероприятие уяв сĕмĕ кĕртекенсем — «Эревет», «Галатея» ташă ушкăнĕсем. Ăсталăх класĕнче вара ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем психолог сĕнĕвĕсене ăша хыврĕç.

Тинех чи хумхануллă самант çитрĕ — чыслав. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе республика Правительствин вице-премь-ерĕ Алла Салаева вĕренекенсене пысăк кăтартусемшĕн саламларĕ.

— Эпир хамăрăн шкул ачисемпе мăнаç-ланатпăр. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе вĕсем Чăваш Ене чапа кăлараççĕ. Кунта халĕ республикăмăрăн пулас элити пуçтарăннă. Кирек епле Правительство та пултаруллă ачасене пулăшас, вĕсене аталантарма услови тăвас ыйтупа ĕçлет, — терĕ Алла Леонидовна.

Вăл маттур педагогсемпе ашшĕ-амăшĕн ачисем те пултаруллă пулнине палăртрĕ.

Тепĕр ырă хыпар. Шкул ачисене пĕтĕм Раççейри, пĕтĕм тĕнчери предмет олимпиадисене, пĕтĕм тĕнчери вăтам професси пĕлĕвĕн тата профессиллĕ ăсталăх олимпиадисене хутшăнма хатĕрленĕшĕн педагогсене укçан /вĕренекенĕсем çĕнтернĕшĕн — 250 пин тенкĕ, призер пулса тăнăшăн — 150 пин тенкĕ/ хавхалантарĕç.

Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен республика тапхăрĕнче çĕнтернисене дипломпа тата парнесемпе чысларĕç, вĕсен педагогĕсемпе ашшĕ-амăшĕ тав çырăвне тивĕçрĕç.

Çĕнтерÿçĕсенчен пĕри — Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Дима Смирнов. Çакнашкал ăмăртусене хутшăнма пурте тивĕçеймеççĕ. Палăртнă предметпа шкулта ыттисенчен малта ĕлкĕрсе пыракансене, районта маттурсенчен чи маттуррине çеç суйлаççĕ унта. Пуçланать вара хĕрÿ тапхăр… Дима та уроксем хыççăн юлса чылай хатĕр-леннĕ. Тăтăшах тĕрлĕрен текст куçарнă, çавна май словарьпе нумай ĕçленĕ. Кун пек чухне çĕнĕрен те çĕнĕ сăмахсене лайăхрах ас туса юлатăн. Грамматика хăнăхтарăвĕсене сахал мар пурнăçланă вăл. Çĕрĕпе çывăрманни те пулнă тепĕр чухне.

Елчĕк шкулĕнчен нимĕç чĕлхин Раççей шайĕнчи олимпиадине хутшăнма иртнĕ çулсенче Наташа Капова тата Вера Иванова тивĕçнĕ. Кăçал республика чысне хÿтĕлеме Димăна та черет çитнĕ авă.

— Олимпиадăна мана питĕ ăста вĕрентекен хатĕрлет, — каласа парать арçын ача. — Тĕрлĕ çулхи ăмăртусен ыйтăвĕсемпе чылай ĕçлетпĕр. Интернетран аудиоматериалсем илетпĕр. Час-часах нимĕç юрăçисен хайлавĕсене итлетĕп. Сăмахран, Рамштайн. Çав юрăсемпе грамматикăна та, сăмаха тĕрĕс калассине те лайăхлатма пулать.

«Мĕн чухлĕ ытларах чĕлхе пĕлетĕн, çавăн чухлĕ ăслăрах пулатăн», — тенипе Дима та килĕшет. Пурнăç аталанса пынăçемĕн, унăн шухăшĕпе, çакă питех те кирлĕ. Акăлчанла та вĕренесшĕн-ха вăл.

— Олимпиадăна хатĕрленме пулăшнăшăн нимĕç чĕлхи вĕрентекенне Любовь Петровна Шепиновăна, класс ертÿçине Евгения Николаевна Корниловăна тата аттепе аннене пысăк тав! «Тантăш» вулаканĕсене вĕренÿре ăнăçу, ăмăртусенче çĕнтерÿ сунатăп, — терĕ Дима сăмаха вĕçленĕ май.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.