Пичет çурчĕ умĕнче Н.Никольский палăкĕ пулĕ

20 Пуш, 2014

Пĕрлехи информаци кунĕнче ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева ертсе пыракан ушкăн «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.

«Ĕçлĕ калаçăва пуçличчен пурсăра та пысăк йыша чăмăртанса пĕр тĕллевпе малалла ăнтăлма пултарнăшăн тав тăватăп тата Чăваш пичечĕн кунне хатĕрленсе ирттермешкĕн пуçаруллă хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе чыслатăп», - терĕ министр.

Шупашкар хулин Ленин район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Филипповпа тĕл пулса калаçмашкăн «хыпарçăсем» яланах хатĕр. Сăлтавсăр мар паллах: калем ăстисем - шурă Шупашкар халăхĕн пĕр пайĕ тата Пичет çурчĕ Ленин районĕнче вырнаçнă. Хула аталанăвĕ, унăн малашлăхĕ канăçсăрлантаратех.

Вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки чăваш халăх хаçачĕпе унăн кăларăмĕсем çырсах тăнă, çавна май кун пирки сăмахлама кирлех маррине тĕпе хурса Владимир Иванович районăн малашлăх аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2012-2013 çулсенче пуçăннă проектсем кăçал та вăйра тăраççĕ, илем кĕртессин пĕлтерĕшĕ ÿсет. Çăмăл автомашинăллисем йышланнă май парковка ыйтăвне татса памашкăн укçа-тенкĕ пĕлтĕрхинчен тăватă хут нумайрах уйăраççĕ.

«Ку тытăмра 2011 çулта ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне харпăр хăй çурчĕсенче пурăнакансен секторне йĕркене кĕртмешкĕн пĕрремĕш хут кÿлĕннĕччĕ: Степан Разин урамне тирпейлемешкĕн 500 пин тенкĕ тăкакланăччĕ. Çавăнтанпа пăр тапранчĕ темелле, - палăртрĕ администраци пуçлăхĕ. - Богдан Хмельницкий урамĕнчи çулсен пысăк пайне юсаса асфальт сартăмăр. Кăçал ку ĕçе малалла тăсатпăр».

Çулсем тенĕрен - «хыпарçăсем» Иван Яковлев проспектне сарлакалатассипе çыхăннă ĕçсем хăçан вĕçленессипе кăсăкланчĕç. Владимир Филиппов çирĕплетнĕ тăрăх - ăна Республика кунĕ тĕлне хута ямалла. Чăн та, çĕр айĕпе каçса çÿремелли ятарлă сооруженисĕр. Юлашкин строительстви çав вăхăт тĕлне вĕçленеймест.

Пичет çурчĕ умĕнче вара чăрăшсем ешерĕç, Республика кунĕ тĕлне пулмасан та, 2015 çулта Шупашкарта йĕркелеме палăртнă спорт ăмăртăвĕччен, мĕншĕн тесен хăнасем ун чухне Пичет çурчĕ умĕпе иртеççех. Чăрăшсем кĕмĕл тĕслисем-и е симĕссисем-и - пĕлтерĕшлех мар, халĕччен ÿснисем евĕр уçă сывлăш парнелеччĕр, тавралăха илем кÿрсе хула çыннисене савăнтарччăр.

Тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ администраци ертÿçи: Журналистсен скверĕнче Республика кунĕ тĕлне спортпа вăйă комплексне туса пĕтермелле. Çак тĕллевпе 1,5 млн тенкĕ уйăрнă. Хула кунĕ тĕлне вара Эгер бульварĕпе Тăххăрмĕш пилĕк çуллăх проспекчĕ хĕресленнĕ вырăнта спорт вăййисен лапамĕ хута кайĕ.

Çÿлерех асăннисем - çывăх вăхăтрах пурнăçламаллисем. Малашлăхрисем те пысăк: Пичет çурчĕ умĕнче «Хыпар» никĕслевçин Николай Никольский палăкĕ çĕкленмелле.

Хаçатçăсен ыйтăвĕсене хуравласа Владимир Филиппов пичет кăларăмĕсене хулара пурăнакансен хушшинче сарас енĕпе пулăшма, уйрăммăн илсен ведомство çырăнтарăвне витĕм кÿме шантарчĕ.

Валентина Андреева министр «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕпе отраслĕн кулленхи ыйтăвĕсене сÿтсе явнă май кăларăмсене çырăнтарассипе çыхăннă чăрмавсенчен хăтăлмалли майсем çинче чарăнса тăчĕ, «хыпарçăсемпе» вулакансен хушшинчи çыхăну татах çирĕпленессе шаннине пĕлтерчĕ.


 

Валентина СМИРНОВА.

Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.