Çитĕнÿшĕн - укçан хавхалантару
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЧР Президенчĕн 2005 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă 101-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен» Указ алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн шкул ачисен пĕтĕм Раççейри олимпиадисен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ предмечĕсемпе иртекен пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсен, професси вăтам вĕрентĕвĕн специальноçĕсемпе пĕлÿ илекенсен хушшинче йĕркелекен Професси ăсталăхĕн пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене хатĕрленĕ педагогсене кашнине — 250 пин тенкĕ, призерсен вĕрентекенĕсене 150 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.
Михаил Игнатьев 2016 çулта ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртнăччĕ: «Эпĕ вĕрентекенсене — чăн-чăн ĕçченсене, професси ăстаçисене — тав тăватăп тата республика Правительствине хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне тăтăшах ÿстерсе пыракан, ачасене пĕлÿ парас тата вĕсене тĕрлĕ енлĕн аталантарас ĕçре чунне парса тăрăшакан вĕрентекенсене пулăшмаллине тата хавхалантармаллине шута илме ыйтатăп».
Чăваш Республикинче пултаруллă ачасене аталанма пулăшас ĕç РФ Президенчĕ 2012 çулта çирĕплетнĕ Концепципе килĕшÿллĕн пулса пырать. Республикăра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан инноваци учрежденийĕсен тытăмне йĕркеленĕ, тĕрлĕ шайра ăс-тăн тата творчество конкурсĕсем иртеççĕ, пултаруллă ачасене пулăшса пырас тĕллевпе харпăр хăйĕн аталану программисем хута каяççĕ.
Курăмлă çитĕнÿсем — куç умĕнче. 2015 çулта, 2014 çулпа танлаштарсан, Раççей шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата призер пулнă вĕренекенсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ: пĕлтĕр — 22, кăçал — 43 ача. Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕренекенсен хушшинче ирттерекен професси ăсталăхĕн пĕтĕм Раççей олимпиадин юлашки тапхăрĕнче пĕлтĕр Чăваш Ен пĕр представителĕ — çĕнтерÿçĕ, иккĕн призер пулнă.
Ирина ИВАНОВА
Педагогсене хавхалантарас тĕллевпе кĕртнĕ çĕнĕлĕхе педагогсем хăйсем мĕнле йышăнаççĕ-ха?
Светлана ИЛЬИНА, «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2015» конкурс çĕнтерÿçи:
— Пултаруллă та ăслă ачасене аталантарасси — кăткăс ĕç. Чи малтанах вĕренекен мĕн енĕпе чăннипех пултаруллине тĕрĕс палăртмалла. Тĕп туртăмне суйласа илнĕ хыççăн ачан аталану траекторине хывассипе питĕ асăрханса малалла талпăнмалла. Пултаруллисене чылай вĕрентекен хăй пĕлÿ паракан предметпа аталантарма тăрăшать. Кун пек чухне ача тĕп туртăмĕ тĕлĕшпе кăсăкланăвне çухатасси те инçе мар.
Олимпиада заданийĕсем çултан-çул йывăрлансах пыраççĕ. Çавăнпа çĕршыв шайĕнчи ăмăртăва педагог тахçанхи-малтанхи никĕспе ниепле те хатĕрлеймест — вăхăтпа тан хăйĕн те аталанса пымалла. Çакă учительсен вăхăтне те, вăйне те илет. Апла-тăк ăна хавхалантарни — питех те вырăнлă. Ăнтăлуллă педагогсем хăйсен ăсталăхне кăтартма талпăнĕç. Республикăна вара пысăк шайри кăтартусем мĕншĕн кирлине пурте ăнланатпăр: Чăваш Ен пуласлăхĕ валли никĕс паянах хывмалла. Çĕршывра экономика кризисĕ пулнине пăхмасăр вырăнти правительство вĕрентĕве аталантарма укçа-тенкĕ тупни вăхăт çитсен хăйĕн çимĕçне паратех — кун пирки иккĕленмелле мар.
Валентина ТАБАКОВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ:
— Пирĕн шкулта пултаруллă ачасемпе тимлĕ ĕçлесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕренекенсен 80 проценчĕ вăл е ку кружока, секцие çÿрет. Урок тулашĕнчи çав занятисем тĕрлĕ енлĕ — ÿнер, техника, спорт... Уйрăмах пултаруллă ачасем валли шкул администрацийĕ харпăр хăйĕн вĕренÿ планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çав вĕренекенсем кашни уроках çÿремеççĕ. Хăш-пĕрин вăхăтĕнче вĕсем — е библиотекăра, е районти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче, е культура çуртĕнче. Хăйсен пултарулăхне çине тăрса аталантарни вĕсене мал утăмсем тума пулăшать те. Каникул тапхăрĕнче те канăç памастпăр çакнашкал вĕренекенсене — вĕсем валли «Пултаруллă ачасен шкулĕ» ĕçлет. Пысăк çитĕнÿсем патне çитесси унсăрăн пулмасть.
Хавхалантару мелне Указ кăларсах çирĕплетнине, паллах, ырласа йышăнатпăр. Чăн та, пирĕн шкул хăйĕн нухрачĕпе республика, Раççей шайĕнче лайăх кăтартусемпе палăракан ачасене хатĕрлекен педагога хавхалантарассине темиçе çул каялла хута янă. Хальхи вăхăтра пĕр призершăн 10 пин тенкĕ параççĕ. Çĕнтерÿçĕсем ытларах та пулсан — кашниншĕн тата çур сумма хушăнать.
Галина ЕФИМОВА, Шуршăлти вăтам шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ:
— Олимпиадăсене хатĕрленесси çав тери нумай вăхăта илет. Вĕренекенпе педагог пĕр-пĕрне ăнланса, йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнсан кăна пĕлтерĕшлĕ кăтарту патне çитме пулать. Çакна республика ертÿлĕхĕ шута илни, çавна май хавхалантармалли мел тупса çирĕплетни савăнтарать. Тĕрĕссипе, вĕренÿ тытăмне юлашки çулсенче чăннипех тимлĕ сăнаса тăни педагог ят-сумне çĕклет. Кун пек чухне çитĕнÿсем те кĕттермеççĕ.
Комментари хушас