Культура институчĕ — 15 çулта

25 Пуш, 2016

Пĕр шухăшласан, пысăк пĕлтерĕшлĕ аслă шкулшăн вунпилĕк çул нумай та мар. Апла пулин те çак тапхăрта чылай ĕç тунă. Пин ытла çамрăка вĕрентсе кăларнă. Вĕсем чăваш Енри кăна мар, республика тулашĕнчи театрсемпе культура керменĕсенче хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ, чăваш йăли-йĕркине, культурине упрассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнине халалланă уявра çак шухăша чылайăшĕ палăртрĕ.

Энтузиастсен урамĕнчи 26 çуртра вырнаçнă аслă шкула юбилей ячĕпе ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, тĕп хуламăрти ытти аслă шкулсен представителĕсем саламларĕç. «Культура — яланах ытти отрасльтен малта. Института аталантарма, унăн шайне тата та çÿле çĕклеме хамăртан килнине йăлтах тăвăпăр», — терĕ Константин Геннадиевич. Асăннă института уçнă тапхăрта культура министрĕнче Ольга Денисова ĕçленĕ. Уявра Ольга Гри­горьевнăна, унăн пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне ăшшăн аса илчĕç.

Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институчĕн Попечительсен канашĕн председателĕ, Раççей вĕрентÿ академийĕн академикĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕнче чылай çул ĕçленĕ Лев Кураков аслă шкула 50 000 тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ /сăнÿкерчĕкре/. «Ку институтра яланах кăмăл çĕкленет. Эсир нумай-нумай чаплă специалистсем хатĕрленĕ ĕнтĕ. Вĕсем чăваш аваллăхне, наци пуянлăхне упраççĕ. Упраççĕ кăна мар, малалла аталантараççĕ. Культурăра талантлă, интеллигентлă, кăмăл-туйăмран пуян та вăйлă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсене хавхалантарса пыма эпир хамăртан килнине йăлтах тăвăпăр. Институт Атăл тăрăхĕнче кăна мар, Раççей шайĕнче те палăракан культура центрĕ пулса тăтăрччĕ. Грантсем çĕнсе илмелле пултăрччĕ. Сирĕн пухмача хамăн пысăках мар тÿпене хыватăп, вăл сире пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантартăр. Ытти спонсорсем, меценатсем хушăнса çак хисепе тата та ÿстерме пулăшчăр. Преподавательсемпе студентсене, кунтан вĕренсе тухнисене те пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем, ăнăçусем сунатăп», — терĕ Лев Пантелеймонович.

«Культура институтне юбилейпе чун-чĕререн саламлатăп. Республика аталанăвĕ, унăн пуласлăхĕ культурăран нумай килет. Лев Кураков каланă сăмах яланах пурнăçланать. Эпир те аслă шкул пухмачне хамăр тÿпене хыватпăр», — палăртрĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов. Вăл 20 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Культура тата искусствăсен институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова вĕсене чун-чĕререн тав турĕ, пухăннисене юбилей ячĕпе саламларĕ. Наталья Ивановна палăртнă тăрăх — институтра чăннипех те пултаруллă, пысăк квалификациллĕ преподавательсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ конкурспа «çавра сĕтелсене» хутшăнаççĕ. Çĕнтернипе лăпланмаççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ. Юрă искусствин тата культура факультечĕсенче нумай специализаципе ăста кадрсем хатĕрлеççĕ.

Юбилей вăл чечексемпе ăшă сăмахсем кăна мар... Паллах, ĕçре палăрнисене, пуçаруллисемпе хастаррисене Чăваш Республикин, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысла­рĕç. Уяв тени юрă-кĕвĕсĕр епле пултăр-ха тата? Культура институтĕнчен вĕренсе тухнисем те, халĕ пĕлÿ илекенсем те пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Манăн вара хам енчен Культура институчĕн фольклор ансамбльне /ертÿçи Людмила Петухова/ палăртас килет. Чăваш наци тумне тăхăннă чиперккесем хăна юррине питĕ ăста шăрантарчĕç. Энтузиастсен урамĕнче вырнаçнă Культура институтĕнче ĕçлекенсемпе студентсем энтузиаст пулма ан пăрахчăр.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.