Таçта та çитекен ЭЛЕКТРОВĂЛТА. Фельетон
Старик пулла тинĕсе каялла яни пирки калакан юмаха пурте пĕлеççĕ. Вырăс писателĕ Салтыков-Щедрин çав тери ăслă ыраш пăтри пирки хайлав та калăпланă.
Унчченхи тапхăрти пулăсем çынсене ăслă сăнарсем парнеленĕ пулсан, паянхисен вара ытларах хăйсен пурнăçне, ăрăвне сыхласа хăварасси пирки «шухăшлама» тивет. Çÿç-пуçа вирелле тăратса яракан тĕслĕхсем çапла пĕтĕмлетÿ тума хистеççĕ.
Темиçе çул каялла пирĕн тăрăхри юхан шывсенче карп-сазан тата ытти шултра пулăсене «парашют» текен хатĕрпе йышлăн тытни пирки калаçатчĕç. Паян вара пулăсене хальхи техникăн хăрушă хатĕрĕпе - «электровăлтапа»- сиенленине ытларах та ытларах илтетĕн.
Кимĕ çинче çакăн пек хатĕрпе çÿрекен çынсене темиçе çул каялла хам та Мăн Çавал юхан шывĕпе Вил Сурăм шывĕнче асăрханăччĕ. Вĕсемпе никам та кĕрешекен çук. Çакна кура лешсем пушшех иртĕ-хеççĕ. Хальтерехри, çĕнĕ тĕслĕ-хсем те туллиех.
Акă, Мăн Çавал кукăрĕсенче виçĕ çул каялла карассем япăх мар ĕрчетчĕç. Вырăнти çынсем, вăл шутра хам та, тытма ирĕк панă, качаллă вăлтапа пулла сахал мар çÿренĕ, пĕрре-иккĕ çимелĕх пуллине те тытнă. Йышлă ĕрчетчĕç вĕсем ун чух ку тĕлте. Паллакан пулăç вара çакăнта каярахпа электровăлтапа кимĕпе çÿрекенсем хуçаланнине, кайран пулăсем ĕрчеме пăрахнине пăшăрханса каласа пачĕ. Чаканар тĕлĕнче те браконьерсем курăнкалаççĕ. Çапла вара ку тĕлте икĕ çул хушшинче карассен хисепĕ палăрмаллах чакрĕ. Ку пулăсем ахаль вăлтана та кĕ-ме пăрахнăпа пĕрех. Икĕ çуркунне умлă-хыçлă типĕ килнипе Мăн Çавал та çыранран тухаймарĕ, аялтан кунталла пулăсем йышлăн хăпарса юлаймарĕç. Ку та витĕм кÿчĕ çут çанталăк пуянлăхне чакарма. Çапах тĕп сăлтавĕ – браконьерсенчех.
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче çавнашкал лару-тăрăвах. Анаткас плотининче электровăлтасемпе иртĕхнĕ хыççăн карпсем пачах ĕрчеме пăрахнă. Вĕсен хисепĕ малтан йышлă пулнă, каярахпа ахаль вăлтана темиçе çул пачах та кĕмен. Ку кĕтмен, пăшăрхантаракан хыпара ман пата пĕр пĕлĕш çитерчĕ. Шел, кунта та çулла хушăран сиенçĕсем, ытларах аякран килекенсем, тетелсем лартса иртĕхеççĕ. Кунашкаллине хам та пĕрре мар курнă, тетел хуçисене кун пек тума юраманнине асăрхаттарса каланă. Пĕр çулла Мăн Çавалта Чураль кукринче кимĕпе ирĕклĕ çÿрекен икĕ çынна асăрхаттарсан хирĕçсе те кайнăччĕ. Юрĕ, ун чух ĕç ытлашши шала кĕрсе каймарĕ. Тĕрĕслĕх çыранта вăлтапа пулă тытакансен енче юлчĕ. Сиенçĕ-сем ытлашши иртĕхеймерĕç.
Пулайкассинче пулнă чух кунтан инçех те мар, кÿршĕллĕ Шупашкар районĕнчи ялта пурăнакан пулăçпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл та вĕсен таврашĕнчи пĕвесемпе плотинасенчи пулăсемшĕн электровăлта калама çук пысăк хăрушлăх кăларса тăратни çинчен пĕлтерчĕ. Электричество айне лексен пулăсем нумай пĕтеççĕ, тăрса юлнисем те халсăрланаççĕ, ĕрчемеççĕ. Çапла амантать, сиен кÿрет электровăлта çутçанталăкăн чĕрĕ пуянлăхне. Пулăç çакăн пек шухăш та палăртрĕ: шыв управĕсене конкретлă çынсене арендăна парсан, вĕсем ăна хура чунлă çынсенчен лайăхрах сыхлама пултарĕччĕç, ахаль çынсене вăлтапа пулă тытма вĕсем çавах чармĕç, ирĕк парĕç. Электровăлта хуçисене чарас тĕлĕшпе вара саккуна хытармалла, питĕ çирĕп айăпламалла. Хальлĕхе Пулайкасси плотининче те çулла уйрăм сиенçĕсем тетелсене ирĕклĕнех яраççĕ, кайран вара икшерĕн резина кимĕ-семпе шыв хранилищинче каялла-малалла кумаççĕ.
Пшонкă плотининче ĕçлекен водолазсем те шыв тĕпĕнче вилĕ пысăк пулăсене асăрханă. «Çак ирсĕрле ĕç электровăлтапа пулă тытмасăр пулман» текен шухăш ахальтен çуралман ĕнтĕ вĕсен пуçĕсенче.
Ку шыв хранилищинче халĕ Трак тăрăхĕнчен кăна мар, аякран ?Шупашкар таранах% çынсем канма килеççĕ. Пĕр тĕлте çыран хĕ-ррине çулла хĕвелпе хĕртĕнмешкĕн машинăпа хăйăр та килсе тăкнă. Çавăнпа çÿлерех асăннă ирсĕр ĕçе кам тунине алăран тытмасăр пĕлейместĕн ĕнтĕ. Çапах çакăнта халĕ браконьерсем çук тесе те çирĕ-плетейместĕн. Маларахри çулсенче плотинара шултра сарă карассем те, партассем те йышлăччĕ. Халĕ вара кунта вĕсем музей экспоначĕ вырăнне кăна тăрса юлчĕç. Ку шыв управĕнче те пĕрлехи вăйпа пулăсене упраса хăварас тĕллев тăрать. Тетел-сĕреке хуçисем те хăйсене ирĕклĕ туяççĕ. Пĕр тĕ-слĕх кăна. Ку хĕл пуçламăшĕнче пăр ларнă-ларман тетел лартакансем тупăннă. Чăн та, çанталăк япăх пулнипе вĕсем пуллине йышлă тытайман, серепене раксем ытларах çакланса тухнă. Ан тив, рак кăна пултăр. Вăл та çутçанталăк пуянлăхех-çке. Лайăх çанталăкра вара вĕсен аллинчен пулăсем мĕн чухлĕ пĕтеççĕ. Анчах вĕсен хисепĕ шутсăр мар-çке. Пурнăçра çакна куратăн, ахаль вăлтапа пулă тытакансем çут çанталăк пуянлăхне сиенлемеççĕ, пулăсене сиенлесси, пĕр шелсĕр вĕлересси-пĕтересси пĕтĕмпех браконьерсен, чи малтан электровăлтапа хуçаланакансен, хура ĕçĕ.
Тен, Чăваш Енри пур шывра та лару-тăру кун пекех япăхах мар пулĕ. Арçунакассинчи пĕвене сыхлакан та тупăннă. Вырăнти çынсенчен пĕри, хулара пурăнаканскер, ун хĕрринче хĕвеланăç енче çурт-йĕрпе карта-хура та хăпартнă. Вырăнти тавралăха вăл ял çыннисем пулăшнипе асăрхаса тăрать. Эппин, ку объектра электровăлта хуçисем иртĕхеймĕç. Тусай тăрăхĕ-нчи Вил Сурăм çывăхĕнчи лаптăка кăнтăр-хĕвелтухăç енчен арендăна панă май карта тытнă, çакăнта вăр-варах пырса кĕрейместĕн. Халĕ çакă та кĕтмен хăнасенчен хÿтĕ парасса шанас килет.
Кунта çакна та каласа хăвармалла. Шыв хранилищине арендăна панă çын ыттисене ахаль вăлтапа тыттармасан та пултарать. Пурнăçра кунашкал тÿнтерле тĕ-слĕхсемпе те тĕл пулатпăр. Аренда хуçисене çавна май кăштах асăрхаттарас та килет, унта çынсене ахаль вăлтапа кĕртме пачах чарни те вырăнсăр тесшĕн.
Халĕ район тулашĕнчи ĕç-пуç çине куçăпăр. Кунта та çут çанталăк сиенçисем кашни утăмрах. Акă, пĕ-лтĕр Сĕве юханшывĕ Атăла юхса кĕнĕ çĕрте тĕл пулнă тĕслĕх асран каймасть. Хĕл варринче хĕллехи вăлтапа пулă тытакансен ушкăнĕ Сĕве варринче лартнă икĕ тетеле ăнсăртран тĕл пулчĕ, пăр шăтăкĕнчен туртса кăларчĕ. Пĕрле пуллисем те тухнă, вăл шутра вилнĕ, шăршланма та ĕлкĕ-рнĕ пысăк çăрттан та. Ун чухне тетел хуçисем тупăнса пулă тытакан уйрăм çынсемпе хирĕçÿ кăларма та хăтланчĕç. Апла пулсан кунта та браконьерсем хăйсене ирĕклĕ туяççĕ-ха, вĕсене вырăна лартакансем, çут çанталăка сыхлакан курăнмарĕç.
Выл шывĕ Сăра юхса кĕнĕ çĕрте юханшыв кукрисенче браконьерсем хăйсене те ирĕклĕ туяççĕ, иртнĕ хĕлле кунта саккунпа килĕшмен хатĕрсем лартнă. Чăн та, сăтăрçă кăнтăр кунĕнче кураймарăмăр. Анчах паллă, кун пек çĕре ахаль вăлтапа пырса та ан кĕр, пурпĕрех çакланать. Пуллисемшĕн вара чăн-чăн хăрушлăх.
Çавăнпа яваплă органсен шыв çинчи йĕркелĕхе сыхлани те кирлех. Анчах вĕсем кăна пур çĕре те çитсе ĕлкĕреймĕç. Вырăнта хамăрăнах, тÿрĕ кăмăллă пулăçсен, йĕрке тума вăхăт мар-ши?
И. Чураль пулăç.
Красноармейски районĕ
А. Плеханов ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас