Вăрмар çамрăкĕсем - Алтай тăрăхĕнче
1954 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине 9 сехет те 18 минутра Вăрмар станцийĕ витĕр 98-мĕш ятарлă пуйăс иртнĕ, вăл çерем çĕр уçмашкăн хăйсен ирĕкĕпе кайма кăмăл тунă комсомолецсен пĕрремĕш ушкăнне - 170 çамрăка - Алтай тăрăхне çитермешкĕн инçе çула тухнă. Çав йышра Вăрмарсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри - Иван Шапеев.
"Районти çамрăксене çерем çĕр уçма илсе каяссине пĕлсен Тикашран 20 çухрăмра ларакан Вăрмар станцине çурранах тухса утрăм. Çула пуçтарăннă тантăшсемпе МТС-ра курса калаçрăм, хама канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатрăм, - аса илет 60 çул каяллахи пулăма Иван Кондратьевич. - Çĕнĕ çĕре комсомол путевкипе янине пĕлсен ВЛКСМ райкомне çитрĕм. Эпĕ комсомол ретне тăманччĕ-ха. Пĕрремĕш секретарьте ун чухне Анатолий Борцов ĕçлетчĕ. Тимлĕн итлерĕ мана, шухăшăма ырларĕ, вăл пулăшнипе пĕр кунрах комсомол членĕ пулса тăтăм".
Яла таврăнсан Иван хăй Алтай тăрăхне каясси пирки тăванĕсене пĕлтернĕ. Çапла вара ăна пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчех район центрне леçсе янă, ăнăçу сунса сыв пуллашнă.
Çерем çĕр уçма каяс кăмăллисем Вăрмарта вун пĕрĕн пулнă: Г.Данилов /Çĕнĕ Мăнтăр/, Н.Семенов /Арапуç/, В.Маленков /Çĕнĕ Кавал/, А.Тимофеев /Мăнçырма/, И.Кобеков /Кивĕ Шулхан/, Б.Зиновьев /Çĕнĕ Вĕренер/, В.Карабаевпа Н.Филиппов /Шăхаль/, И.Егоров, И.Тямаков, И.Шапеев /Тикаш/.
Çав кунах кăнтăрла иртсен Вăрмарти машинăпа трактор паркĕнче вĕсен ячĕпе митинг пухнă: пĕрин хыççăн тепри тухса калаçнă, çамрăксене телейлĕ çул, çĕнĕ вырăнта кал-кал ĕçлемешкĕн ăнăçу суннă. Унта Анатолий Тимофеев та сăмах илнĕ. "Пире инçетри çĕр кĕтет. Унта çĕр-шыв чĕннипе каятпăр. Йывăрлăхсăр пулмĕ паллах. Анчах çитменлĕхсене парăнтарса нимрен шикленмесĕр ĕçлĕпĕр, çĕр-шыв шанăçне тÿрре кăларăпăр, комсомол ятне ямăпăр, ентешсен сумне ÿстерĕпĕр", - тенĕ вăл. Унтан çамрăксем чукун çул вокзалне çитсе пуйăсăн виççĕмĕш вакунне ларнă. Каç пулттипе 5 сехет те 11 минутра пăравус вăрăммăн хашлатса илнĕ те Канашалла вирхĕннĕ. Унта Чăваш Енрен пуçтарăннă хастарсене 98-мĕш ятарлă пуйăс кĕтнĕ. Хусанта тутар çамрăкĕсем хушăннă...
Тăватă талăкран Алтай тăрăхне çитнĕ. Барнаулта каччăсене ушкăнсене уйăрса тĕрлĕ çĕре янă.
"Малтан пире Бийск хулине илсе çитерчĕç, унтан - 80 çухрăмри Марушински районĕнчи МТС-а. Воеводское ялĕнче Вăрмар каччисене трактор бригадисене ăсатрĕç. Тельман ячĕллĕ поселока пиллĕкĕн лекрĕмĕр. Хуçалăхăн 3,5 пин гектар çĕр шутланнă, унăн тытăмĕнче уй-хир бригади, мăйракаллă шултра выльăх тата тилĕ фермисем пулнă. Пире трактор уйăрса пачĕç, прицепщик-плугаре вырăнти хĕрсене çирĕплетрĕç. Пурне те вĕр çĕнĕ ДТ-54 лекрĕ. Çур акине ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Çав çул пуян тыр-пул çитĕнтермешкĕн ку тăрăхри çанталăк та пулăшрĕ: хĕлле юр хулăм пулчĕ, çу кунĕсем çумăрпа тата ăшăпа савăнтарчĕç.
Вырмара комбайнсене тракторсемпе туртса çÿрерĕмĕр. Тырри вара чăннипех ăнса пулчĕ - автомашинăсем турттарса тăма аран-аран ĕлкĕрсе пычĕç. Çурхи тулла гектартан 30-40 центнер пухса кĕртрĕмĕр", - аса илÿ çăмхине сÿтет ветеран.
Хĕл кунĕсенче те канăç мĕнне пĕлмен чăваш каччисем: выльăх апатне фермăсем патне турттарнă, техникăна ака-суха валли юсаса хатĕрленĕ, хăтлă гараж тума хутшăннă. Çав вăхăтрах унти çут çанталăк илемĕпе киленмешкĕн те вăхăт тупнă.
Иван Кондратьевич Алтайри хăвăрт юхакан Бия тата Катунь шывĕсен илĕртÿлĕхĕ пирки паян кунччен те манман-ха. Çу кунĕсенче Бия хĕррине юхса аннă йывăçа турттарма çÿренĕ вĕсем, унăн шывĕ сиввине пăхмасăр çăвăнса тасалнă, кĕрлесе юхакан Катунь урлă трактор, комбайн тиенĕ паромпа каçнă.
Алтай тăрăхĕнче виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Иван Шапеев тăван ене таврăнса Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн механизаци уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан Вăрмарти "Сельхозтехникăн" участокри механикĕнче тăрăшнă. Районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженер-инспекторĕнче 17 çул ытла вăй хунă. Çав вăхăтрах механизаторсем хатĕрлекен курсра çамрăксене техникăна алла илме, квалификацие ÿстерме пулăшнă. 1983-1995 çулсенче вăл Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулăн аслă класĕсенче ăс пухакансене тата Кÿкеçри вĕренÿпе курс комбиначĕн районти уйрăмĕнче çамрăксене тракторист, слесарь, кочегар, газоэлектросварщик специальноçĕсене тата ытти ăсталăха хăнăхтарнă.
Хальхи вăхăтра Шапеевсем Вăрмарта пурăнаççĕ. Алтайра пĕрле пулнă тантăшĕсене час-часах аса илет Иван Кондратьевич. Чылайăшĕ унтах юлса тĕпленнĕ вĕт, пурнăçран уйрăлнисем те пур.
Борис Зиновьев, тĕслĕхрен, каярахпа трактор бригадине ертсе пынă, сухаçăсен ăмăртăвĕнче пĕрре кăна мар малти вырăн йышăннă, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Хастар ĕçшĕн правительство наградисемпе чысланă ăна.
Геннадий Данилов ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă. Унăн та патшалăх наградисем пур. Иккĕшĕ те Алтай тăрăхĕнче чаплă çурт-йĕр çавăрнă. Пÿрт çĕклемешкĕн Геннадий Васильевич Çĕнĕ Мăнтăр платникĕсене илсе кайнă.
Вениамин Маленков агронома вĕренсе тухнă хыççăн хăй специальноçĕпе вăй хунă.
Çерем çĕр уçмашкăн пирĕн районтан кайнă кашни çамрăк пирки ыррине кăна калама пулать. Вĕсем шанăçа тÿрре кăларнă, çĕр-шыв халăхне çăкăр-тăварпа ытлăн-çитлĕн тивĕçтермешкĕн хăйсен сумлă тÿпине хывнă. Çерем çĕре уçас юхăм пуçланнăранпа 60 çул çитнĕ май вĕсене ырлăх-сывлăх сунатăп, пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватăп.
Галина МАТВЕЕВА.
Вăрмар районĕ
Комментари хушас