Çĕнтерÿçĕсем - республика шанăçĕ
Шкул ачисен хушшинче çуллен иртекен Раççей олимпиадин регионсенче йĕркелекен тапхăрĕ хыçа юлчĕ те — çĕршыв шайĕнчи ăмăртусем пуçланчĕç. Яваплă тупăшусенче Чăваш Ен чысне хÿтĕлеме хатĕрленекенсене — вырăнти ăмăртура мала тухнă вĕренекенсене — республика ертÿлĕхĕ пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР вĕренÿ институтĕнче Дипломпа чысларĕ.
Савăнăçлă мероприятие çĕнтерÿçĕсен ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенĕсене те йыхравланă — тĕрлĕ предметпа пĕлÿ тарăнăшне хакламалли ăмăрту витĕр ача ăнăçлă тухнинче вĕсен тÿпи те пысăк-çке.
"Çитĕнÿ патне хăвăн çулна туп!" ятпа иртнĕ чыслава Чăваш Республикин правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçи Алексей Ладыков хутшăнчĕç.
Алла Леонидовна республика пултаруллă çамрăксемпе, ачасемпе мăнаçланнине, вырăнти правительство вĕсене пулăшса пыма майсем тупнине çирĕплетнĕ май çапла палăртрĕ:
— Çитĕнекен ăрушăн паян тăрăшни, ăна сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарса тĕрлĕ мероприяти йĕркелени — Чăваш Ен пуласлăхне инвестици хывниех.
Чăн та, çакна ăнланса ĕнтĕ республика ертÿлĕхĕ вĕренÿ тытăмне тимлĕхрен вĕçертмест, çак хутлăхра çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем хута ярать. Халĕ акă, ача сачĕсем самай уçнă хыççăн, çĕнĕ шкулсем çĕклес тапхăра куçрăмăр. Тĕп хулара шкул ÿсĕмĕнчи ача-пăча нумайланни сисĕнме пуçларĕ — вĕренÿ занятийĕсене икĕ сменăпа йĕркеленĕ учреждени йышланчĕ. Çакнашкал кансĕрлĕхрен хăтăлас тĕллевпе çитес вăхăтрах пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан темиçе шкул хута ямалла.
Республикăра вĕренÿ тытăмне аталантарассишĕн çине тăни Раççей анлăшĕнче ырăпа палăрма витĕм кÿрет. Курăмлă çитĕнÿ — олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнассипе Чăваш Ен чи лайăх вунă регион шутĕнче пулни. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов кăтартăва тата та лайăхлатас ĕмĕт-тĕллевне пытармарĕ. Эппин, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Раççей шайĕнче олимпиада çĕнтерÿçи тата ытларах пуласса шанать вăл. 2015 çулта çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕ /43 вĕренекен/ малтанхи çулпа танлашатарсан икĕ хут пысăкланни, министр палăртнă тăрăх, ку е вăл вĕренекен çитĕнĕвĕ пĕтĕм коллектива туртăнма хистет.
Алексей Ладыков мероприятие хăйĕн должноçне кура кăна мар, çĕнтерÿçĕ вĕренекенĕн ашшĕ пек те хутшăнчĕ. Тĕп хулари 3-мĕш лицейре 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Екатерина Ладыкова математикăпа иртнĕ олимпиадăра республикăра мала тухнă. Алексей Олегович хĕрĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пытармарĕ пулин те вĕсем хĕнпе тивĕçнине палăртрĕ. Сывлăха çирĕплетме вăхăт сахалрах юлни çинчен пычĕ сăмах. "Ашшĕ-амăшĕшĕн те, çĕршывшăн та чи кирли — ачасем сывă ÿсни. Çавăнпа вĕсем вăхăта тĕрĕс уйăрса уçăлса çÿреме те ерçсен аванччĕ", — пĕтĕмлетрĕ вăл.
Елчĕк вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Смирнов вара ÿт-пĕвне пиçĕхтерме те ĕлкĕрет иккен. Нимĕç чĕлхине иккĕмĕш класранпах шĕкĕлчекенскер çак предмета чăннипех килĕштерет. Вĕрентекенĕпе пĕрле чĕлхе грамматикине тĕпчет, калаçура сăмахсене тĕрĕс калас тĕллевпе тĕрлĕ аудиоматериал итлет. Хатĕрленÿ занятийĕсем ывăнтарнине туймасть Дима: çакна ют чĕлхене тарăннăн вĕренесси чун туртăмĕ пулнипе çыхăнтарать.
Мĕнех, Елчĕк ен каччине, çавăн пекех республикăри мĕнпур çĕнтерÿçе — вĕсем 98-ăн — Раççейре ăнăçлă ăмăртма сунатпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă ачасемпе тĕллевлĕн ĕçлесси хушма яваплăх ыйтнине кура вĕрентекенсене хавхалантармалли меле ятарлă Указ кăларса çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн малашне Раççей олимпиадин юлашки тапхăрĕнче çĕнтернĕ ачан предмет вĕрентекенне — 250 пин тенкĕ, призерăн учительне 150 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç.
Ирина ПУШКИНА
Комментари хушас