- Чăвашла верси
- Русская версия
Аптрамансен йăхĕнчен
«Алăксăр, кантăксăр витесене курсан шикленсе каялла чакас шухăш пулмарĕ-и?» – кăсăкланса ыйтрăм «Энтепе» тулли мар яваплă обществăн ертÿçинчен Андрей Васильевран. «Эпĕ ял ачи-çке. Ку тăрăхрах çуралса ÿснĕ. Пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхнĕ. Çавăнпа та шикленес туйăм пĕрре те пулмарĕ», – терĕ вăл иккĕленмесĕр.
Ленин орденлĕ «Победа» колхоз хăй вăхăтĕнче таврара кĕрлесе çеç тăнă. Вунă ял кĕнĕ унта. Каярахпа хуçалăх саланма пуçланă. Энтепе ялĕнчи машинăпа трактор паркĕ техникăсăр, ферма витисем выльăхсăр кăна мар, алăксăр, тăрăсăр юлнă. Уй-хирте вара çум курăк ешернĕ. Аслă Пăла Тимеш ял çамрăкĕ Андрей Васильев хуçалăха çĕнĕрен йĕркелеме шут тытнă. «Тыр-пул çитĕнтернипе çеç тупăш илейместĕн. Çавăнпа та мăйракаллă шултра выльăх тытма шутларăм», – кăмăллăн калаçать Андрей Петрович.
Малтан пĕр витене юсаса çĕнетнĕ, каярахпа – теприне. Ăна Çĕнĕ çул умĕн çеç хута янă. 200 ĕне вырнаçать унта. Халĕ хуçалăхра сăвăнаканнисем – 150 пуç. 2015 çул тĕлне вĕсен хисепĕ 200-тен кая мар пулмалла. Паянхи кун «Энтепере» ĕне выльăх шучĕ – 313 пуç.
Хăтлă çурт фельдшерпа акушер пунктне аса илтерет. Витене тултан та, шалтан та тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса çĕнетнĕ. Реконструкци хакĕ те самаях – 25 млн тенкĕ. Паллах, çăмăллăх кредичĕпе усă курнă хуçалăх. Унсăр пуçне хăйĕн укçи-тенкине те хушнă. Витене ултă уйăхра хута яма пултарнă.
Ĕçченсем валли душ, хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕмсем, туалет пур. Кунтах – кĕпе-йĕм çумалли машина. Ĕç тумтирĕсене варалансан чÿхесе çакаççĕ. Ĕçлекенсем тенĕрен çакна палăртмалла: маларах 14 çын вăй хунă хуçалăхра. Витене çĕнетнĕ хыççăн тепĕр 3 ĕç вырăнĕ хушăннă: механизатор, пăру пăхакан тата ĕне сăвакан. Вĕсем пурте Энтепе тата Кивĕ Арланкасси ялĕсенче пурăнаççĕ.
150 ĕнене Галина Клементьевăпа Лариса Батанова дояркăсем кунне виçĕ хутчен сăваççĕ. «Ĕнесем пăруланă май сăвăм ÿссех пырать, – тет Лариса Батанова. – Халĕ эпир фляга çĕклеместпĕр, сĕт пăрăх тăрăх каять».
Ялта ĕç пурришĕн савăнать хĕрарăм. «Килте ларнипе ĕç тухмасть, выльăх-чĕрлĕхе тăрантармалла. Хуçалăхра ĕçленĕшĕн утă-улăм, тырă илетпĕр. Шалу та вăхăтрах параççĕ». Хушма хуçалăхра та мăйракаллă шултра выльăх шучĕ самай вĕсен – 3 пуç.
Асăннă хуçалăх сĕте чи пысăк сортпа ăсатать. Патăрьелĕнчи «Весна» агросоюз ăна 21,46 тенкĕпе туянать.
Хура-шурă ăратлă ĕнесене хăй вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи «Прогресс» тата Комсомольски районĕнчи «Восток» хуçалăхсенчен илсе килнине пĕлтерчĕ ертÿçĕ. Пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне 4198 литр сĕт суса илнĕ. «Пĕрре пăруланăскерсем çеç-ха вĕсем. Малашне тата ытларах сĕт парĕç», – терĕ вăл.
Çур аки çывхарнă май канăç та çухалать. Акмалли вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕр, удобрени çителĕклĕ. Уй-хире те кĕркуннех сухаласа хăварнă. Выльăх апачĕ те ешĕл курăк çине тухиччен çитет. Çитет кăна мар, юлать те. Кашни çулах ăна ытларах хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Çанталăка пĕлейместĕн, кăçал тепле пулĕ. Юлашки çулсенче хресчене вăл та ура хума хăтланать-çке. Çавăнпа саппаспа пурăнма хăнăхнă Энтепесем.
Чи тăрăшуллă ĕçченсене иртнĕ çул Андрей Петрович велосипед парнеленĕ. Кăçал та хастарсене савăнăç кÿме тăрăшать вăл: Чăваш Енри санатори-курорта кайма тÿлевсĕр путевкăпа тивĕçтерессе шантарчĕ. Ертÿçĕ ĕçчен сывлăхĕшĕн тăрăшни çав тери паха тĕслĕх.
Валентина ПЕТРОВА. Елчĕк районĕ.
Комментари хушас