Парнесем хатĕр!
Шăнкăрав сасси янăрарĕ. Унăн вăрăм та асамлă янравĕ кашни ачана вырăнтан хускатрĕ. Çирĕп йĕрке тытакан вĕрентекен пекех, пĕр тăхтаса тăмасăр класа кĕме хистерĕ. Самантлăх вăйă-кулăран пĕлÿ тĕнчине кĕме чĕнчĕ. Виççĕмĕш классем партăсем хушшине хаваспах вырнаçсан класа юратнă вĕрентекен Валентина Ильинична Иванова кĕрсе тăчĕ. Кашни ачана тĕсесе пăхнă май урок тĕллевне ăнлантарчĕ.
- Ачасем, умра - пысăк уяв! Аппасемпе йăмăксене, асаннесемпе кукамайсене саламламалли пирки асра тытмалла. Çавăнпа паянтан вĕсем валли парнесем хатĕрлеме тытăнăпăр. Ĕçе маларах тытăнмасан кая юлăпăр, - ăнлантарчĕ вĕрентекен ачасене.
Арçын ачасемпе хĕрачасен тутисем йăл кулчĕç.
- Анне аллисем мĕн тери асамлă пулнине пурте пĕлетпĕр. Вăл кирек мĕн çумне пырса сĕртĕнсен те, пур япала çине те унăн çепĕçлĕхĕ сарăлать. Вăл кирек мĕн тусан та, кирек ăçта кайсан та - пĕр утăм та юлас килмест унран. Пирĕн шутпа, çапла пулмалла та пулăшаканăн. Унпа пĕрле кирек епле ĕç çумне пырса перĕнмелле. Е тата анне пĕçернĕ тутлă апат шăршипе мĕн тери киленме юрататпăр! Кукăль-пÿремечĕ те çисе тăранмалла мар тутлă пулать унăн, - терĕç те хĕрачасем парта хушшине вырнаçса хĕрÿ ĕçе тытăнчĕç.
Парне хитре те курăмлă пултăр тесе пĕр кун çеç мар, темиçе кун та тăрăшрĕç Патреккелсем. Кашни ачан ĕçĕ хитре те илĕртÿллĕ пулса тухрĕ. Вĕренекенсем те, педагог та кăмăллă.
- Халĕ вара пирĕн мартăн 8-мĕшĕ çитессе çеç кĕтмелле, чи çывăх çыннăмăрсем пирĕн парнесемпе кăмăллă пуласса шансах тăратпăр, - терĕ Валентина Ильинична кашнине мухтаса та хавхалантарса.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Елчĕк районĕ, Патреккел.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: «Юратнă çыннăмăрсем валли парнесем хатĕр!» - теççĕ виççĕмĕш классем.
Комментари хушас