Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм
Чăваш халăх артистки Августа Уляндина сцена çине тухсан унăн чунĕнчи хĕмленĕвĕ, хавхаланăвĕ, пит-куçĕнчи илĕртÿллĕ кулли залра ларакансене те куçать тейĕн. Куракан, итлекен хăй сисмесĕрех юрăçпа пĕрле савăнма, киленме пуçлать. Паянхи эстрада юрăçисенчен хăшĕ-пĕри пек: «Аллăрсем ăçта? Ман пек тăвăр», - тесе кăшкăрмасть вăл. Августăн хăйĕн асамĕ пур. Вăл - итлекене юратни, хисеплени, унăн чунне ăнланни. Çав хĕлĕхсем патне çул тупма вара пурте пултараймаççĕ.
Августа Васильевнăпа тĕл пулса калаçма сăлтав та пулчĕ - халăх артистки 45 çул тултарчĕ. Калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ: тем çинчен те аса илмелли пулчĕ.
- Августа, сан яту та урăхларах. Кам суйласа илнĕ ăна?
- Кукаçи - Алексей Ярды. Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ. Çемьере чи кĕçĕнни. Мана çут тĕнчене килме 1970 çулта тухнă указ пулăшнă /кулать/. Унпа килĕшÿллĕн пилĕк ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсене 50 çулта пенсие кайма ирĕк панă. Пирĕн вара çав вăхăт тĕлне тăватă ача кăна пулнă. Çапла тепĕр çултан çут тĕнчене эпĕ килнĕ. «Планпа» çуралнă хĕрача валли кукаçи ятне те хăйнеевĕрлине тупнă. Вăл, вырăнти «Комбинат» совхозра бухгалтерта ĕçленĕскер, кĕнеке нумай вуланă, кăнтăрти санаторисене канма çÿренĕ. Вĕсенче тĕл пулнă ĕнтĕ хăй килĕштернĕ çак ята.
- Вунă класс пĕтерсе Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренме пуçличчен кĕвĕ-çемĕ тĕнчи саншăн çывăх пулнă-и? Урăхла каласан - артистка пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ-и?
- Юрлама питĕ юрататтăм. Ирхине ултă сехетрех янраттарма пуçлаттăм.
- Мĕншĕн ирех?
- Ĕне касăвĕ пăхма кайнă та, юрланă та юрланă. Никамран та хăраман, вăтанман. Вăхăта çапла кĕскетнĕ. Алла Пугачевăн, София Ротарун юррисене шăрантараттăм. Кукамайăн сасси питĕ уçăччĕ. Шкулта вара Дмитрий Кудаков вĕрентекен пур концерта та явăçтаратчĕ. Апла пулин те музыка шкулĕ пулман пирĕн, нота та пĕлмен эпĕ. Ÿкерме питĕ юрататтăм, художник-модельер пулас ĕмĕт те пурччĕ.
- Çапах музыка училищинех çул тытнă...
- Экзаменра Алла Борисовнăн «Осень» юррине юрларăм. Станислав Кондратьев манран çапла ыйтрĕ: «Ялта кукамупа мĕн юрлатăн?» «Ялта-и?» - тетĕп. - «Пирĕн урам анаталла» юрра». Янраттартăм вара çакскере. «Во-о-т, çакă кирлĕ те пире», - терĕ Станислав Алексеевич. - Санăн халăх юррисене юрлакан пулмалла». Вĕрентекенĕн шухăшĕ мана савăнтармарĕ. Манăн эстрада артисчĕ пулас килет-çке. Халăх юррисене ялта та юрлама пулать. Училищĕн пĕрремĕш тапхăрĕ маншăн уйрăмах йывăр пулчĕ: нота пĕлместĕп, эстрада артисчĕ тумаççĕ. Вĕренме те пăрахасшăнччĕ. Аппа хăратса тăчĕ: «Училищĕрен тухса кайсан киле кĕртместпĕр», - терĕ. Виççĕмĕш курсра кăвак хуппи уçăлса кайрĕ тейĕн - лайăх вĕренме кăна мар, мĕн тумаллине ăнланса, чунпа туйса пурнăçлама пуçларăм.
- Çавăнтанпа эсĕ хăвăн ĕçне пĕлсе, тĕллевлĕн, юратса пурнăçласа пыратăн: 1992 çулта Чулхулари консерваторие вĕренме кĕнĕ, унтан таврăнсан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче çулталăк ĕçленĕ, «Чăваш Ен» ансамбле çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Валерий Важоров уçнă искусствăсен факультетĕнче халăх юррин класне ертсе пыратăн... Профессионал пултарулăх çулĕ çинче - 20 çул. Вăл е ку тапхăр пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.
- Педагогика ĕçне илес-тĕк, 18 çулта вун-вун юрăçа халăх юррисене тĕрĕс юрлама вĕрентнĕ. Эпĕ çакăн пек паллă çынсемпе - Раççей халăх артисчĕпе Морис Яклашкин профессорпа /искусствăсен факультечĕн деканĕ/, Наталья Ивановăпа /декан заместителĕ/, вокал кафедрин ертÿçипе Станислав Кондратьев профессорпа, фортепьяно уйрăмĕн ертÿçипе Марина Саприкăпа - юнашар ĕçлени яваплăха тата ÿстерет. Студентсене илес-тĕк, пĕрремĕш курсра вĕсем хăйсене халăх артисчĕсем пек тытаççĕ, тем те пĕлеççĕ, чи лайăх юрлаççĕ имĕш, иккĕмĕш курсра - тава тивĕçлĕ артистсен шайĕнче. Вĕренсе пĕтернĕ тĕле вĕсем - никам та мар. Сасă пурри çеç çителĕксĕррине лайăх ăнланса çитеççĕ. Екатерина Яргунина, Мила Ильдуганова пеккисем ытларах пулсанччĕ. Ман патра пĕлÿ илнисенчен чылайăшĕ хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ: пĕри вокал студийĕ уçнă, тепри - уявсем ирттерекен фирма. «Дуняша» ушкăнра юрлаççĕ. Чылай çул филармонире çур ставкăпа ĕçлерĕм. Вăл - патшалăх учрежденийĕ. Тум çĕлетнĕ чухне патшалăх та пулăшнă. Виçĕ çул каялла «Ярды» ансамбль йĕркелесе ирĕклĕ «ишеве» тухрăм.
- Çапла тума мĕн хистерĕ?
- Хамăн вăя туйса илтĕм, пĕчченех, çын ăс памасăрах тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарасса шантăм. Мана çак ĕçре хĕрĕм Есения пулăшса пырать, çулне кура мар ăслă, пултаруллă вăл. Ансамбльте те юрлать.
- Сана патшалăх шайĕнче йĕркелекен концертсене хутшăнтараççĕ. Çакă эсĕ хăвăн ĕçÿнте чăн-чăн профессионал пулнипе çыхăннă ĕнтĕ. Хăв вара Чăваш Енре «Ярды» коллективăн тата Августа Уляндинăн конкуренчĕсене куратăн-и?
- Лайăх саслă юрăç нумай. Филармони çумĕнчи ансамбльсенчен кирек хăш юрăç та - профессионал. Хам енчен çакна хушса калатăп: чунпа та профессионал, художник пулмалла.
- Эпĕ вара тата çапла хушса хуратăп: тумпа та. «Ярды» ансамбле урăх никампа та пăтраштараймăн. Унăн хăйĕн стилĕ. Кам пулăшса пырать сана ку енĕпе?
- Пирĕн тум, чăн та, чылайăшне килĕшмест те. «Чăвашсем кун пек тăхăнмаççĕ», - текенсем те пур. Анчах эпир вăл е ку хатĕре, эреше Василий Николаев академик пухса хатĕрленĕ «Чăваш тумĕ» кĕнекере тупнă. Сцена çинчи тум мĕнле пулмаллине хăй вăхăтĕнче хамах палăртаттăм. Халĕ профессионал художниксемпе Люда Шуркинăпа тата Катя Тонюшкинăпа ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул тăватă тĕрлĕ тум çĕлеттертĕмĕр. Асăннă ÿнерçĕсене шанатăп, вĕсен шухăшĕпе килĕшетĕп. Сцена çинче пурин те пĕр пек пулмалла мар, кашнин - хăйĕн сăнĕ. Мана çакăн пекки, ыттисенчен уйрăлса тăни, килĕшет. Куракана, итлекене юрă пекех, тум та тĕлĕнтертĕр, тавлаштартăр.
- Сцена çинчи Августа - çавраçил, ахаль пурнăçра мĕнлерех çын-ши?
- Çапла, унта эпĕ - патша майри. Кулленхи пурнăçра - ахаль хĕрарăм. Артистка мар-тăк халăх хушшине тухса та çÿреместĕм пуль тетĕп тепĕр чухне. Çемьепе ытларах пулас килет. Кĕнеке вулатăп, тĕрлĕ апат пĕçеретĕп. Ĕнер, сăмахран, хĕрĕмпе 400 пельмень турăмăр. Мăшăрăм Сережа питĕ юратать çак апата. Хăнасене те хамăн апатпа сăйлас килет.
- Нарăсăн 23-мĕшĕнче - санăн çуралнă кун. Эсĕ çак кун çулленех концерт ирттереттĕн, кăçал вара /вăл ахальли мар тата/ - çук. Мĕншĕн?
- Программа та хатĕр, çĕнĕ тум та çĕлеттернĕ, анчах юбилее кил ăшшинче чи çывăх çыннăмсемпе паллă тăвас терĕм.
- Эсĕ - «Каçхи тĕлпулу» программа авторĕ, вăл Чăваш наци телекуравĕн эфирне тăваттăмĕш çул тухать. Унсăр пуçне саккăрмĕш çул «Телеюрă» шоу ертсе пыратăн...
- Килĕшеççĕ мана çак тивĕçсем. Саша Осипов пек пултаруллă çынпа юнашар ĕçлени - телей. «Каçхи тĕлпулура» тăван культурăра, искусствăра палăрнă çынсемпе чуна уçса калаçни те кăмăла çĕклет. Малашлăхра ăна урăхларах форматпа йĕркелес шухăш та пур-ха.
- Нумаях пулмасть эсĕ хăв ушкăнупа пĕрле Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович ертсе пыракан «Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ» /Поле чудес/ шоура чăваш юррине шăрантартăр. Наци юррипе тĕнчене тухма пулать-и?
- Иван Дмитриев йыхравĕпе çитрĕм унта. Чăвашсен «Хăна юррине» çĕршывăн чи паллă каналĕпе юрлама тивни, паллах, - сумлă та, яваплă та. Халăх юррине итлесе унăн культурине хаклаççĕ. Шăпах наци кĕвĕ-çеммипе, тумĕпе эпир ытти халăхшăн кăсăклă та. Халăх юрринче - унăн чунĕ, пурнăçĕ. Эпĕ çак юрра паянхи попса хушшинче çухалса кайма памастăп, ăна çĕнĕ кун-çул парнелетĕп. Çакă мар-и чăн телей?
Надежда СМИРНОВА калаçнă
Комментари хушас