Крым - Раççейпе пĕрле!

18 Пуш, 2014

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Украинăра пурăнакан ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе митинг иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 10 пине яхăн çын хутшăнчĕ /ЧР Шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх/.

Украинăра мĕн пулса иртни Раççейри, çав шутра Чăваш Енри, халăха та пăшăрхантарать. Крымра пурăнакансен йышăнăвне - Автономи Республикин шăпине палăртасси пирки референдум ирттерессипе çыхăннине - ырлас тĕлĕшпе юлашки икĕ эрнере пĕтĕм çĕр-шывĕпех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Чăваш Ен çыннисем те çак тĕллевпех Шупашкара митинга пухăнчĕç. Волонтерсем Георгий хăйăвне валеçсе пачĕç. Ку акцие чылайăшĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ: транспарантсем, хăйсем тĕллĕн ăсталанă плакатсем илсе килнĕ. Вĕсен тексчĕсем пурин те пĕрешкелтерех: чăваш халăхĕ Крым халăхĕ майлă.

Хальхи вăхăтра Крымра Чăваш Енре çуралнă 2,5 пин ытла çын пурăнать. Чăваш Республикипе Украинăна тахçанах йĕркеленнĕ экономика тата культура хутшăнăвĕсем çыхăнтараççĕ. 1941 çулта Харьковри электроаппаратура заводне Шупашкара эвакуациленĕ, Киевран - хăю тĕртекен фабрикăна, шăпах вĕсем хула промышленноçне пуçарнă. Харьковра Алексей Кокель чылай çул ĕçлесе пурăннă. Çеçпĕл Мишши поэт та юлашки çулĕсене Украинăра ирттернĕ, ăна унтах пытарнă. Çак самантсене те аса илчĕç митингра.

Ку акцие йĕркелекенсем - çамрăксен, хĕрарăмсен, ветерансен общество организацийĕсем, профсоюзсем. Политика партийĕсем те çак кун пĕрешкел шухăша палăртрĕç. «Чун ыратăвĕ пĕтĕм политика партине пĕрлештерет», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Вăл митинга регион ертÿçи пек мар, чи малтан Раççей гражданинĕ пек - чун-чĕре ыйтнипе - килнине пĕлтерчĕ.

Украинăра мĕн пулса иртни унта çуралса ÿснисен чĕрине уйрăмах ыраттарать. Вĕсем çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсене пурне те пăхаççĕ, тăванĕсем патне куллен шăнкăравлаççĕ. Акă Лариса Комарова Киев облаçĕнчи Володарка ялĕнче пурăннă. 1995 çулта вăл мăшăрĕн тăван çĕр-шывне - Чăваш Ене - куçса килнĕ. Украинăра Лариса Ивановнăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ çемйипе пурăнать. «Каçхине ниçта та тухмаççĕ вĕсем, урамра вырăс сăмахне илтсен тÿрех пеме пуçлаççĕ-мĕн. Киевăн тĕп урамĕ - Крещатик - мĕнле хитреччĕ малтан, тĕрлĕ çĕртен килнĕ çынсем унпа киленетчĕç. Халĕ вара ăна йăлт ирсĕрлетсе пĕтернĕ», - чун ыратăвне пытармасть хĕрарăм. Украинăри Винница облаçĕнчи Ямполь хулинче çуралса ÿснĕ Галина Щербина сцена çине тухса калаçрĕ: «Эпир Украинăра пурăннă, ача-пăча çуратнă, ыранхи куна çутă шанăçпа кĕтнĕ. Çак шанчăк пĕр самантрах çухалчĕ. Политика лару-тăрăвĕ тăнăçсăр çĕр-шывра пурăнма çав тери йывăр. Çавăнпа хуçалăха йÿнĕпе сутма, Раççее ачасем патне куçса килме тиврĕ. Эпĕ пĕлĕшсем патне кашни кун шăнкăравлатăп. Вĕсене унта халĕ питĕ йывăр, кашниех хăйсен ачисемпе мăнукĕсен малашлăхĕшĕн пăшăрханать. Эпĕ те паян кунта килтĕм, ыттисем пекех - Украинăри тата Крымри тăванла халăха хавхалантармашкăн. Тавах сире, ырă çынсем, кăмăл-сипет тата укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен Украина халăхне пулăшнăшăн!»

Митинга килнисенчен чылайăшĕ хăйĕн шухăшне палăртрĕ. «Пирĕн кÿршĕсем инкеке лекрĕç, унта çынсене вĕлереççĕ. Хăйсене хăйсем влаçа лартнисем фашизма çывăх йĕркесем çирĕплетеççĕ. Эпир таса чунлă çынсем майлă», - терĕ саппасри пĕрремĕш рангри капитан Валерий Родионов. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 19 çулта Орел-Курск çапăçăвĕнче тăшманпа кĕрешнĕ, Днепр урлă каçнă Владимир Никитинский те Украина пуласлăхĕшĕн кулянать. Вăл хăйсен ротинче Украина çынни нумай пулнине аса илчĕ. «Украина ял-хули витĕр тухнă чухне пире унти халăх яланах çăкăр-тăварпа, сĕтпе кĕтсе илетчĕ. Эпир фашизм мĕн иккенне паян та лайăх ас тăватпăр. Халĕ Украинăра фашизм çĕкленнине чуна ыраттарса сăнатпăр», - терĕ ветеран.

РФ Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева Украина халăхне пулăшас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туни пирки каларĕ. Федераци Канашĕ Раççей регионĕсен ертÿçисене тăванла халăх валли укçа-тенкĕ тата гуманитари пулăшăвĕ йĕркелемешкĕн, предприяти-организацисен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмешкĕн ыйтнă. Сенатор Крымра пурăнакансемшĕн кирек мĕнле пулăшу та пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Сăмах май, пирĕн республикăра Крымри тата Севастопольти çынсем валли укçа куçармашкăн счет уçнă, ăна «Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ» общество организацийĕ йĕркелесе пырать.

Акцие Севастопольти чăваш наци-культура обществин председателĕн çумĕ Владимир Мочалов та хутшăнчĕ. Ăна Галина Николаева сенатор чăваш наци костюмĕ парнелерĕ. Владимир Александрович республикăра пурăнакансене чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлине - нимене - манманшăн, ентешсене йывăр вăхăтра пулăшнăшăн чĕререн тав турĕ.

Митинга килнисем юлашкинчен резолюци йышăнчĕç. Унта Раççей тата Украина халăхĕсен пин çуллăха пыракан пĕрлĕхне нимĕнле чикĕ те аркатайманнине, вĕсем пĕрле тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттернине палăртнă. Раççей тата Чăваш Ен ертÿлĕхĕн Украинăри тăванла халăха пулăшас тĕллевпе тăвакан ĕç-хĕлне митинга хутшăннисем ырланине асăннă.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.