Хĕвел шевлине сапалатех

27 Нарăс, 2016

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри Верăпа Виктор Ярмулинсем ыттисем пекех ырă та çутă пуласлăх, телейлĕ малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Мăшăрланнă хыççăн виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратнă. Йышлă çемьере пурин валли те вырăн çиттĕр тесе икĕ çул каялла пысăк çурт хăпартнă. «Телей кайăкне пирĕн те вĕçертес килмен. Йăвана хăтлăлатса ачасемпе савăнса пурăнма шухăшланă. Шăпи тĕрлĕрен килсе тухать-çке, пирĕнтен ыйтать-и вăл? Турă çырнинчен иртейместĕн теççĕ. Пурнăç çавнашкал - кĕтмен çĕртен çухату та сиксе тухать», - шухăшлăн калаçать кил хуçи.

Тăкăрлăкра вырнаçнă çырма хĕрринчи икĕ хутлă çурта шыраса тупма йывăрах пулмарĕ. Мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа тăватă тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтерет ашшĕ. Инкек куçа курăнса килмест çав. Кил хуçи арăмĕ япăх хĕрарăм пулман. Унăн аллинчен самантлăха та ĕç кайманни пирки калаççĕ ялтисем. Ачисене яланах тирпейлĕ çÿретнĕ, хитре тумлантарнă. Çемьене тăрантарас, хуçалăха çирĕплетес тесе Мускава ĕçлеме çÿренĕ Вера. Авиацире усă курмалли типĕ пăр хатĕрленĕ çĕрте тăрăшнă-мĕн вăл. «Заводра пĕрмай шăршă тăрать, сывлăша пÿлет, чыхăнтарать», - пĕрре мар çапла каланă-ха вăл çывăх çыннисене. Сывлăхне тĕрĕслеттересси пирки шухăшламан хĕрарăм. Мускава çÿрекенскерĕн больницăна кайма вăхăчĕ те пулман-ши? Иртнĕ çулхи çу кунĕсенче чир хытах аптратма тытăннă. Шупашкарта, Тăвайĕнче пĕрре мар сипленнĕ вăл. Йывăр чир иртсе каясса шаннă Ярмулинсем. Пытармалли çук, больницăна вăхăтра кайманни, тухтăрсене итлеменни те пулнă. Шел те, пĕвер циррозне пула иртнĕ çулхи юпан 13-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă Вера.

Амăшĕ çуккине туйсах кай­маççĕ шăпăрлансем. Ватă асламăшĕн те чĕри çунать пĕчĕкскерсемшĕн, ятарласа тĕпренчĕкĕсем валли кăмака хутса çăкăр пĕçерет. 63 çулти кукамăшĕ Вера Авдеевна кашни кунах Канашран килсе çÿрет: япала çăвать, пÿрт-çурт тирпейлет, апат пĕçерет. Амăшĕ вырăнĕнчех вăл вĕсемшĕн.

«Анне, санăн ĕç нумай-ха, çавăнпа та çак çĕр çинче чылай пурăнмалла», - çакнашкал калатчĕ Вера», - куççуль витĕр хĕрĕн сăмахĕсене аса илет халь Вера аппа. Канаш хулинче ывăлĕн çемйипе пурăнать вăл. Хĕрĕ Альбина Мускавра ĕçленĕ май унăн ачисем те - Андрейпе Рома - Ярмулинсен кил-çуртĕнче хÿтлĕх тупнă. Альбинăн мăшăрĕ пушарта çунса вилнĕ. Çурчĕ те тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кĕлленнĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрекен амăшне шаннă та, хĕрарăм тĕпренчĕкĕсем патне Мускавран сайра-хутра çеç килкелет. Упăшкине, кĕрÿшне, кайран хĕрне пытарнă Вера Авдеевна лăпкă та çирĕп тытать хăйне. Мăнукĕсене телейлĕ курасшăн вăл. Канлĕх пирки тахçанах маннă Вера аппа. Тĕпренчĕкĕсем пирки çĕрĕпе куç хупмасăр шухăшлать тепĕр чухне. Улттăшне те амăшĕн ăшши кирлĕ-çке. «Турă ачасене ура çине тăратма вăй патăрччĕ мана. Салтака ăсатиччен, туйра пил паричченех пурăнасчĕ-ха», - тет ăш пиллĕ те ырă чунлă кукамăшĕ.

«Çак çĕр çине кашниех телей курма çуралать. Амăшĕ çуккине ан туйччăр ачамсем, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Кил-çуртра хĕрарăм алли, унăн ăшши кирлех», - тет вăл.

Мĕнпур «5» паллăпа вĕренекен 12 çулти Ярмила кукамăшне нумай пулăшать. Апат пĕçерет, кил-çурта тирпейлет, шыв йăтать. Кĕçĕннисемшĕн явапли те вăлах. Каçхине Аделинăпа Савелий тетрачĕсене тĕрĕслемесĕр çывăрма выртмасть.

«Мĕн пĕчĕкрен ир-ирех ура çинче Ярмила, çавăнпа та ĕçчен пулĕ. Математика предметне килĕштерет. Аделина ташлама юратать, уйрăмах хĕвел тухăç ташшисене кăмăллать. Пĕрремĕш класа çÿрекен Савелий те тăрăшуллă. Ача садне çÿрекен Каролина шутлама юратать, вăл та аслинчен юласшăн марри сисĕнет. Хам та, Вера та математикăна кăмăлланă çав», - каласа кăтартать ашшĕ.

Кил хуçин ĕмĕчĕсем пысăк. Вăй çитерсе пÿрте шыв кĕртесшĕн вăл, хальлĕхе ăна кÿршĕрен йăтаççĕ. Майĕпен веранда, çĕнĕ мунча хăпартас шухăшĕ те пур. «Эпĕ пĕчченех ăсталатăп, никам та кирлĕ мар мана, ĕçе пуçăнма материал çеç туянмалла. Халех мар, пĕчĕккĕн пулĕ-ха», - тет Виктор Ярмулин.

Кил управçи халĕ тăван тĕпренчĕкĕсемшĕн пурăнать. Вĕсемсĕр пуçне ăна урăх никам та кирлĕ марри пирки калать. Пуç усмасть Виктор. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, шăпа пÿрнине йышăнса малалла кун кунлать вăл. Ăмăр çанталăк хыççăн хĕвел хăйĕн çутă шевлисене пĕр шелсĕр сапаласса шанать. Çапла пултăрччĕ те!

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.