Фермерсен тÿпи пысăк
Раççейри фермер /хресчен/ хуçалăхĕсен тата ял хуçалăх кредит кооперативĕсен ассоциацийĕн /АККОР/ 27-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне РФ Ял хуçалăх тата ытти министерствăсемпе ведомствăсен, Раççей ял хуçалăх банкĕн, агролизингăн представителĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Федераци Канашĕн членĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие 70 регионран 800 делегат килсе çитнĕ.
Ларăва уçнă май РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев ял хуçалăх таварне туса илнĕ çĕрте фермерсен тÿпи ÿссе пынине палăртрĕ. Иртнĕ çулта кăтарту 27 процент лайăхланнă. Фермерсем рынокра хăйсен вырăнне тупнă. Патшалăх енчен вĕсене пулăшассине лайăхлатмалла. Чи малтан - тупăшлă ĕçлекен фермерсене. Кăçал ялти пĕчĕк бизнеса пулăшма 14 млрд тенкĕ уйăрмалла. 2018 çул тĕлне хисеп 40 млрд тенке çитĕ. 2016 çулта кооперативсене грант парса пулăшассине 2,5 хут ÿстернĕ /1 млрд тенкĕ таран/.
РФ ял хуçалăх министрĕ каланă тăрăх - çĕршывĕпе 4,5 пин хресчен хуçалăхĕ аталанма грант тивĕçнĕ. Фермер ĕçне пуçăнакансенчен 70 проценчĕ бизнесне хушма хуçалăхран пуçарса янă. Александр Ткачев вĕсене паракан грант виçине ÿстермеллине /3 млн тенке çити/, фермер /хресчен/ хуçалăхĕсем кооперативсене куçнă май хавхалантармаллине каларĕ. Пĕчĕк хуçалăхсене кредит парассине, субсидипе тивĕçтерессине ансатлатма сĕнчĕ.
АККОР президенчĕ Владимир Плотников патшалăх пулăшăвĕ фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермисене, кооперативсене ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ÿстерме, ял территорийĕсене аталантарма пулăшнине палăртрĕ.
2015 çулта патшалăх программинче ялти кооперацие пулăшма çĕнĕ йĕрке йышăннă. Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене федераци хыснинчен пурлăхпа техника базине пуянлатма 400 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал çак хисеп 1 млрд тенке çитнĕ. Федераци бюджетĕнчен субсиди 42 регионри кооперативсене тивет.
Çĕршывра 2014 çулта 216,1 пин фермер хуçалăхĕ шутланнă, 2015 - 223,2 пин, кăçалхи кăрлач тĕлне - 215 пин. Вĕсенчен çурри ытла ÿсен-тăран çитĕнтерет. Иртнĕ çул 3508 - фермер ĕçне пуçăнакан, 953 - çемье ферми, 88 ял хуçалăх кооперативĕ грант илнĕ. Фермер ĕçне пуçăнаканăн тепĕр виçĕ çултан çемье фермине аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пур. Çемье фермин хуçи вара ытти ĕç валли, сăмахран, хурт-хăмăр ĕрчетме.
Йывăр лару-тăрăва пăхмасăр фермерсем производствăна ÿстерсе пыраççĕ. Иртнĕ çул 27,5 млн тонна тырă туса илнĕ. Сĕт кăтартăвĕ те 6,1 процент ÿснĕ. Укçапа шутласан ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси çулталăкра 27 процент хăпарнă. Вĕсем пĕлтĕр 10 пин ĕç вырăнĕ тунă. Çакă ялта кадрсене çирĕплетме, çамрăксене ял ĕçне явăçтарма, пурнăç шайне ÿстерме пулăшать. Съездра ытти çивĕч ыйтăва та пăхса тухрĕç, аталану çулне палăртрĕç.
Альбина Данилова,
Чăваш Енри фермер /хресчен/ хуçалăхĕсен ассоциацийĕн ертÿçин заместителĕ.
Комментари хушас