«Ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать»
Геннадий Ларионов - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологи тата ял хуçалăх продукцине тирпейлес ĕç кафедрин профессорĕ, ăсчах, Çут çанталăк пĕлĕвĕсен Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ. Çавăн пекех вăл сĕт тата сĕт юр-варĕн пахалăхне хаклас тĕлĕшпе ĕçлекен ăсчах, биологи наукисен докторĕ. Унпа тĕл пулнă май чĕр тавар пахалăхне ÿстересси, студентсен ĕçĕ-хĕлĕ, малашнехи тĕллевсем çинчен калаçрăмăр.
- Геннадий Анатольевич, сĕт пахалăхне çу шайĕпе хаклаççĕ-и?
- Сĕтре çу шайĕ пысăк пулни пахалăха кăтартмасть. Чăн та, маларах чĕр тавара çу тăрăх хаклатчĕç. Ун чухне пĕтĕм Союзри патшалăх стандарчĕ тăрăх /ГОСТ/ çăва, йÿçеклĕхе тата çăралăха шута илетчĕç. Çак ГОСТ 35 çул ĕçлерĕ. 2003 çултан вара çĕнĕ йĕрке кĕртрĕç: сĕте белок тăрăх хаклама тытăнчĕç. Çавна май хальхи ГОСТ-па белокпа çу шайĕ пĕр пекрех пулмалла.
- Ăна еплерех ÿстермелле?
- Сĕт пахалăхĕ ĕне ăратĕнчен нумай килет. Çавăн пекех выльăх ÿсĕмĕнчен те. Ĕне 3-4 хут пăруланă хыççăн сĕт пахалăхĕ чакать. Çавăнпа хуçалăхсенче вĕсене час-часах улăштараççĕ. Хушма хуçалăхра ĕне çемье членĕ пекех, 10-12 хутчен пăрулать. Виççĕмĕшĕнчен, ăна белокпа пуян апат çитерме тăрăшмалла. Сăмахран, пăрçа, куккурус. Тăваттăмĕшĕнчен, санитарипе гигиенăна пăхăнмалла. Чирлĕ выльăхран паха сĕт илейместĕн. Сăмахран, фермăсенче ĕнесем час-часах маститпа чирлеççĕ. Вăл пĕр-пĕринчен ерет. Чирлĕ выльăх сĕчĕ вара çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ.
- Студентсемпе занятисенче чĕр тавар пахалăхне тĕрĕсленисĕр пуçне республикăри сĕт-çу предприятийĕсен лабораторийĕсене те çÿретĕр-и?
- Çапла, унта та çÿретпĕр, хамăрăн та приборсем пур. Студентсем яла кайсан килĕсенчен ятарласа тĕрĕслемешкĕн сĕт илсе килеççĕ. Унсăр пуçне пасарти е çын сутакан чĕр тавара та туянатпăр. 11 кăтарту тăрăх хаклатпăр: белок, çу, углевод, йÿçеклĕх, çăралăх... Çавăн пекех пирĕн соматика клеткисене тĕрĕслемелли «Соматос - В» анализатор та пур. Академире уçă алăксен кунне ирттернĕ май иккĕмĕш çул çак хатĕрсемпе усă курса сĕт пахалăхне тĕрĕслетпĕр.
- Пасар таврашĕнче кинемейсенчен сĕт туянни çинчен каларăр. Чĕр тавара шыв хушнă тĕслĕхсем тупса палăрт-рăр-и?
- Икĕ çул хушшинче çакнашкал пĕр тĕслĕх çеç асăрхарăмăр. Эппин çынна улталас тĕллевлисем сахал. Хамăр тĕрĕслеве ятарлă журнала çырса пыратпăр. Ирхи тата каçхи сăвăмсем çу, белок, углевод шайĕ тĕлĕшпе уйрăлса тăраççĕ.
- Сĕт юр-варĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕç кăсăклантармасть-и сире?
- Хамăр ушкăнпа сыр тума шухăшларăмăр. Ăна «Академический» ят патăмăр. Роспатента 3 заявка, документсем ярса панă. Икĕ заявка хальхи вăхăтра экспертиза витĕр тухнă. Çулталăк вĕçĕнче е çитес çул пуçламăшĕнче патент тивĕçĕпĕр.
Ку ĕçе эпир çак шухăшпа пуçартăмăр: хушма хуçалăхсенче ĕне усракан 2-3 çемье пĕрлешсе сыр тума пултарччăр. Пирĕн тăрăхра, Шăмăршă районĕнче, ĕлĕкренех çак апат-çимĕçе хатĕрленĕ. Паллах, сыр тăвас тесен сĕте лайăх тĕрĕслемелле, унта çупа белок шайлашăвĕ тĕрĕс пулмалла. Анатри чăвашсем тытакан ĕнесен сĕчĕ сыр тума шăпах юрăхлă. Çавăнпа эпир Шăмăршă районĕпе ĕçлетпĕр. Çитменнине ку тăрăх тĕп хуларан 170 çухрăмра вырнаçнă, экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăн шутланать. Çуралнă тăрăхра манăн тăван-пĕтен пурăнать. Час-часах кайса çÿретĕп унта. Ял малашлăхĕ шухăшлаттарать. Вăл çĕр çинчен ан çухалтăр, ĕне шучĕ ÿстĕр тесе тăрăшатпăр. Сĕте вырăнтах тирпейлеме май пултăр, унран продукци хатĕрлесе сутма та. Паллах, сыр ятне кирлĕ пек улăштарма та пулать.
- Маттур студентсем пурри савăнтарать паллах. Анчах юлашки вăхăтра вĕсем аслă шкул пĕтернĕ хыççăн яла таврăнманни те пăшăрхантарать.
- Ялта специалистсем çитменни вăрттăнлăх мар. Ку, паллах, ĕç укçипе çыхăннă. Ĕнерхи студентсем ял хуçалăхне пачах каймаççĕ тени тĕрĕс мар. Ытти региона - Мускав, Ленинград облаçĕсене - хăйсен специальноçĕсемпе ĕçе вырнаçаççĕ. Республикăра ял хуçалăх отраслĕнче шалу ытларах пулсан вĕсем уй-хирте те, фермăра та вăй хума хатĕр. Çав вăхăтрах куçăн мар вĕренекенсен хушшинче фермерсем пурри савăнтарать. Сăмахран, Патăрьел каччи хушма хуçалăха аталантарса фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, грант илнĕ. Тепри вара хăйĕн хуçалăхĕнчи ĕне шутне 200 пуçа çитересшĕн. Вĕсем кăсăклансах вĕренеççĕ. «Мускава та çÿресе пăхрăмăр, ывăнтăмăр - теççĕ, - кун пек пурнăç аванрах».
- Геннадий Анатольевич, биологи наукисен докторĕ, ăсчах пулнă май тĕпчев ĕçĕсем те çыратăр пулĕ.
- Ытларах вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлетĕп. Хуçалăхсем валли кашни çулах рекомендацисем çыратпăр. Манăн пĕтĕмĕшле - 160 ĕç, вĕсенчен 15-шĕ вĕренÿ пособийĕ.
- Тавах, кăсăклă калаçушăн.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас