Чикĕ леш енчен - аслă пĕлÿ илме

16 Нарăс, 2016

Республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ют çĕршывсенчен килнĕ студентсен йышĕ ÿссех пырать: хальхи вăхăтра çак хисеп 1000 çын патнех кармашать. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, сăмахран, вĕсен шучĕ 50-ран иртмен пулсан паян асăннă вузра ют çĕршывсен 598 çамрăкĕ пĕлÿ пухать.

Вĕсем - Çывăх Хĕвелтухăç енчен, Çурçĕр Африкăран, НППП территорийĕнче вырнаçнă 40 çĕршывран.

Чикĕ леш енче пурăнакансем Чăваш Ене аслă пĕлÿ илес тĕллевпе çултан-çул ытларах килни сисĕнет.

Акă ЧПУра кăна кăçал вĕсем пĕлтĕрхинчен

163 çын ытларах. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? Кун пирки тата ют патшалăхран килнĕ студентсемпе çыхăннă ытти ыйтăва асăннă вузăн ют çĕршыв студенчĕсемпе ĕçлекен факультет деканĕпе Жанна АЛЕКСАНДРОВĂПА сÿтсе яврăмăр.

- Ют çĕршывсен списокĕ вăрăмлансах, вĕсен гражданинĕсен шучĕ сирĕн патра нумайлансах пынин вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

- Шăпах нимĕнле вăрттăнлăх та çук: пирĕн университет дипломĕсем тĕнче шайĕнче хăйсене тÿрре кăларнине палăртать ку. Çирĕп пĕлÿ паракан аслă шкул пулни пирки ют çĕршывсенче пурăнакан пулас студентсем тĕрлĕ майпа пĕлеççĕ. Паллах, чи анлă сарăлни - кунта вĕренме кĕнисем хăйсен пĕлĕшĕсене сĕнни. Акă мĕншĕн студентсен хушшинче пĕр хуларан килнисем, çывăх тăвансем е тахçантанпах туслисем - йышлăн. Паллах, укçа-тенкĕпе çыхăннă самант витĕмĕ те пур-тăр. Раççейри тĕрлĕ регионти аслă шкулсен официаллă сайчĕсене уçса пăхкаласан танлаштарма пултаратăр - пирĕн университетра тÿлев хакĕсем капашсăр пысăк мар. Çакă ЧПУ ректорачĕ социаллă ыйтăва яланах мала хума тăрăшнинчен килет. Вĕреннĕшĕн тÿлессине яланах хамăрăн çĕршыв валютипе - тенкĕпе - çирĕплетеççĕ. Эппин, доллар курсĕн вылявĕ витĕм кÿрес хăрушлăх çук.

Чикĕ леш енчен çамрăксем пирĕн пата нумаййăн килни, ахăртнех, Чăваш Енре политика лару-тăрăвĕ лăпкă пулнипе те çыхăннă. Тĕнчере вара тĕрлĕ енлĕ пăлхавлă вырăн самаях нумай.

- Унчченрех чикĕ леш енчен килнисем урăх ниçта та мар, медицина факультетĕнче кăна вĕренетчĕç. Хальхи вăхăтра вара?..

- Пĕтĕм факультетрах пур вĕсем. Паллах, медицина факультетне вĕренме кĕрекен яланхиллех нумай: мĕнпур йышран 260-шĕ тухтăр профессине алла илме ăс пухать. Çав вăхăтрах хальхи саманара инженери, техника специальноçĕсем сумлисен ретне кĕрсе пынă май ютран килекен студентсем те электроэнергетика, строительство, машиностроени енĕпе аслă пĕлÿ илесшĕн.

- Вĕсем валли çирĕплетнĕ вĕренме кĕмелли йĕрке Раççей гражданĕсене пырса тивекеннинчен уйрăлса тăрать-и?

- Çук. Ютран килнисем пĕтĕмĕшле йĕркенех пăхăнаççĕ. Чи кирли - вĕсем вырăсла кирлĕ шайра пĕлни. Çакна тĕпчесе пĕлес тĕлĕшпе уйрăмшарăн калаçу ирттереççĕ. Çавăн чухне ютран килнĕ абитуриента хушма вĕренÿ кирли-кирлĕ маррине татса параççĕ. Вырăсла начартарах пĕлекенсем хатĕрленÿ факультетĕнче çулталăк вĕренеççĕ. Унта пĕлÿ илнĕ хыççăн вĕсем сертификат илеççĕ. Хатĕрленÿ курсне кирек хăш вузра пĕтерсен те - шута илетпĕр.

- Чи малтанхи вăхăтра ют çĕршывран килнĕ студентсемшĕн мĕнлерех кăткăслăхсем пулаççĕ-ха?

- Паллах, чĕлхене тивĕçлĕ шайра пĕлменнипе çыхăннă йывăрлăхсем вĕсем. Йăла ыйтăвĕсенче те, вĕренÿ программине ăса хывнă чухне те ура хуракан чăрмав вăл. Чăн та, хăйсемшĕн пачах ют чĕлхене самаях хăвăрт хăнăхаççĕ вĕсем. Чĕлхе тенĕрен, унпа çыхăннă кĕтменлĕхсем те пулаççĕ. Акă пĕррехинче мана университетăн 4-мĕш общежитийĕнче Египетран килекен студента кĕтсе илме чĕнсе илнĕччĕ. Хайхискер - араб, акăлчанла та питĕ аван калаçать. Шупашкара çитсен вырăнти сим-картăна туянмашкăн тÿрех лавккана çул тытнă. Пĕрне кĕнĕ, тепĕрне - акăлчанла калаçаканпа пĕр сутуçă та пуплеме пултарайман. «Сирĕн шкулсенче акăлчан чĕлхине пачах вĕрентмеççĕ-им?» - ыйтнăччĕ хăшкăлса çитнĕскер. Паллах, эпир ют чĕлхене çиелтенрех вĕреннĕшĕн питĕм хĕрелчĕ ун чухне. Çав вăхăтрах ыррине те палăртса хăварам: нумаях пулмасть пирĕн аслă шкулта «Образование на английском» сăнавлă проект хута кайрĕ. Унпа килĕшÿллĕн ют çĕршыв гражданĕсем виçĕ енпе /«Сиплев ĕçĕ», «Стоматологи», «Фармаци»/ акăлчанла вĕренме пултараççĕ. Çак майпа кăçал пирĕн патра 11 индус пĕлÿ пухать. Вĕсем Чăваш Енре хăйсене çав тери хăтлă туйнине палăртаççĕ. «Урамра курсан никам та куçа чарса пăхмасть пирĕн çине», - теççĕ хăйсем кунта килнĕшĕн пĕртте ÿкĕнменнине систерсе.

- Сăнанă тăрăх, Раççей тулашĕнчен килнĕ студентсем хутшăнура - уçă, кăмăл-туйăмне палăртма вăтанмаççĕ. Чăнахах та çавăн пек-и?

- Çапла, вĕсем ку енĕпе хамăрăннисенчен уйрăлса тăраççĕ. Деканата кĕрсен темĕн çинчен те каласа кăтартаççĕ. Тен, килĕнчен аякра пулни те пирĕнпе çывăх пулма хистет вĕсене? Хăйсен ыйтăвĕсене шалта тытса пурăнсан йывăр килессе хăйсем те ăнланаççĕ-тĕр. Кунта вăхăтлăха килнĕ-тĕк пирĕн çĕршыв саккунĕсемпе, пирĕн халăх культурине хисеплесе пурăнмалла-çке.

- Саккуна çирĕп пăхăнаççĕ-и юттисем?

- Тĕрлĕрен пулать ĕнтĕ, апла пулин те пысăк пăтăрмах - сайра-хутра кăна. Саккунсене пĕлччĕр тесе тăрăшатпăр, çак тĕллевпе консультацисем паратпăр.

- Тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕн конфессийĕн представителĕсем... Хирĕçÿлĕх сиксе тухас хăрушлăх та пысăк вĕт.

- Ку енĕпе университет ĕçченĕсем сыхă пулма хăнăхнă. Чикĕ леш енчен килнĕ пĕр студента та тимлĕхрен вĕçертместпĕр. Кирлĕ вырăнта вăхăтра пулмасан пурне те ура çине тăрататпăр: мĕншĕн çук, ăçта? Паллах, çакă вĕсен ирĕклĕхне путарнине пĕлтермест.

- Хăйсен йăла-йĕркине пăхăнса пурăнасшăн тилмĕрмеççĕ-и?

- Университет - обществăн пĕтĕмĕшле йĕркине пăхăнакан организаци. Çавăнпа кунта пĕрисен интересĕсене мала хуни, теприсенне шута илменни вырăнлă мар. Кашни халăхăнах хăйнеевĕрлĕхĕ чылай. Университетра йăлана кĕнĕ Тĕрлĕ çĕршыв халăхĕсен культурин кунĕнче шăпах вĕсемпе тĕплĕнрех паллашма май пур. Асăннă мероприяти çав тери хаваслă, пуян иртет. Студентсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне курса савăнатпăр: мĕнле кăна наци юрри-ташшипе, йăла-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе паллашмастпăр-ши - тĕнче тĕрлĕ пулни акă ăçта курăнать!

- Эппин, Раççейрен, уйрăммăн илсен - Чăваш Енрен, ăс-тăн пухса çеç мар, тавракурăма анлăлатса та таврăнаççĕ ютран килнисем хăйсен тăван çĕршывĕсене. Кăсăклантаракан тепĕр ыйту: кунта илнĕ специальноçпа ĕçе çăмăллăнах вырнаçаççĕ-ши?

- Вырăна çитсен çамрăк специалист ĕçлеме кăмăл тунă предприяти е организаци диплома çирĕплетме ыйтса ярать. Кунашкал тĕслĕх йышлă пулнине шута илсен пирĕн вуз выпускникĕсенчен ытларахăшĕ хăйсен тăван тăрăхĕнче специальноçпах ĕçлеççĕ тесе пĕтĕмлетÿ тума май пур.

Ирина ИВАНОВА калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.