Банксем экономикăна вăй паччăр
Сăмах укçа тавра пычĕ - çапла пĕтĕмлетнĕ пулăттăм эрне кун Правительство çуртĕнче банк тытăмĕн тата регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене халалласа ирттернĕ канашлăва. Бизнес-пĕрлĕх тата банксен представителĕсен хушшинче самай хивре калаçу пулчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иккĕленмест: «Бизнеса банк секторĕсĕр аталантараймăн». Кредит ресурсĕсем вара хакланчĕç. Çийĕнчен банксем пĕтĕм тăкака заемщиксем çине тиесшĕн. РФ Тĕп банкĕн статс-секретарĕ - председатель заместителĕ Александр Торшин республикăри экономика лару-тăрăвне аван хак пачĕ, канашлăва хутшăннă банкирсен, предприятисен ертÿçисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Тĕплĕнрех - «Хыпар» хаçатăн ытларикунхи номерĕнче.
Николай КОНОВАЛОВ.