Иван МОТОРИН: «Яваплăха хăвăр çине илме ан хăрăр»
«Хыпар» Издательство çуртĕнче республика ертÿçи темиçе хут та пулнă-ха, анчах редакцире икĕ теçетке çул ытла ĕçлетĕп пулин те Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕ «хыпарçăсемпе» уйрăммăн курнăçса калаçма хăнана килнине астумастăп. Иртнĕ эрнекун «Хыпарта» ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулчĕ. Пĕрлех - информполитика министрĕ Александр Иванов. Хăнасем ĕç пÿлĕмĕсене пăхса çаврăннă хыççăн «çавра сĕтел» хушшине вырнаçрăмăр. Чейпе сăйланнă май чăннипех интереслĕ те усăллă тата уçă калаçу пулчĕ.
Ялав та пур, орден та
Малтанах «Хыпар» Издательство çурчĕпе директор-тĕп редактор Михаил Арланов паллаштарчĕ. Иртнĕ уйăхра 110 çул тултарнă «Хыпар» пирки каласа памалли пур - хаçат историйĕ чăннипех пуян. «Паллах, хаçат кăларма пуçласси ун чухне ансат пулман, çапах Николай Никольский çавăн чухне те чиновниксене чăвашсене чăвашла хаçат кирлине ĕнентерме пултарнă», - терĕ вăл Издательство çурчĕн паянхи лару-тăрăвĕ çăмăл маррине палăртнă май паян та патшалăх енчен пысăкрах пулăшу кĕтнине систерсе. «Министрсен Кабинечĕ, Информаци политикин министерстви пулăшса пынипе çав йывăрлăхсене çĕнтерессе шанни» çинчен калама та манмарĕ.
Паян «Хыпар» ИÇ 15 хаçатпа журнал кăларса тăрать. «Хыпарсăр» пуçне - ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсем валли тухакан кăларăмсем, ыттисем. Коллективра - пĕтĕмпе те 76 çын кăна. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ - 44,6 çул. Издательство çурчĕн кăларăмĕсен эрнери пĕтĕмĕшле тиражĕ 57 пин ытла экземплярпа танлашать. Хăй вăхăтĕнче вара, сăмах май, каярахпа «Хыпара» çаврăннă «Коммунизм ялавĕнче» те çавăн чухлĕн ĕçленĕ - пĕр хаçата пысăк йыш кăларнă.
Иртнĕ саманана аса илнĕ май Иван Моторин тĕп редактор пÿлĕмĕн пĕр кĕтесĕнчи хĕрлĕ ялава асăрхарĕ. Ыйтуллăн пăхнине туйнă май хаçатçăсем тÿрех ăнлантарчĕç: ку ялав - совет саманинче хаçата панă награда. Ăна орденпа пĕрле тивĕçнĕ. «Тĕрĕс, историе манмалла мар», - терĕ Иван Борисович.
Тĕп редактор вара йывăрлăхсен сăлтавĕсене те пытармарĕ. Ура хураканнисен шутĕнче чи малтанах - Издательство çурчĕн Пичет çурчĕн пушă 7-мĕш хучĕшĕн коммуналлă тăкаксене тÿлесе тăма тивни. Çулталăкра - çĕр-çĕр пин тенкĕ. Çакă, паллах, коллективăн ĕç укçине ÿстерме те чăрмантарать. Тепĕр самант - унччен уйрăммăн пулнă, тăкаклă ача-пăча, литература кăларăмĕсене «Хыпарпа» пĕрлештернĕ хыççăн финанс лару-тăрăвĕ çивĕчленни. Унччен «Хыпар» хăйĕн тăкакĕсен 67,5: хăй ĕçлесе илнĕ укçапа саплаштарнă, халь вара асăннă сăлтава пула ку кăтарту чылай пĕчĕкрех.
Пичет çурчĕн 7-мĕш хучĕпе çыхăннă ыйту премьер-министршăн çĕнĕлĕх мар - çивĕчлĕх пирки пĕлет. Александр Иванов министр ку ыйтупа финанс министрĕпе калаçусем ирттернине пĕлтерчĕ. Республика бюджетне улшăнусем кĕртнĕ чухне хайхи тăкаксене саплаштарма хушма укçа-тенкĕ уйăрасса кĕтме пулать. Апла пулин те, Александр Степанович палăртнă тăрăх, бюджета кăна шанни вырăнсăр, «хыпарçăсен» хăйсен тупăш илес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Чи малтанах - тиражшăн тăрăшса.
Çак шухăшпа премьер-министр та килĕшет. «Хыпар» кăларăмĕсен районсенче конкурентсем, райхаçатсем, пуррине шута илсен - пушшех. Çав вăхăтрах премьерпа пичет министрĕ пичет кăларăмĕсен шутне виçеллĕ тăвас енĕпе те шухăшласа пăхма сĕнчĕç: «Çырăнса илекенсем, вулакансем сахал-тăк - унашкал кăларăмсем кирлех-и?» Меллĕ самантпа усă курса ахальтен мар ĕнтĕ ачасен кăларăмĕсен редакторĕ Владимир Федоров интересленчĕ: «Сирĕн ачасем пирĕн хаçат-журналпа кăсăкланаççĕ-и?» Иван Борисович пытармарĕ: «Вĕсем сахал вуланăн туйăнать...» Чăн та, вĕсем пĕчĕккисен кăларăмĕсемпе интересленмелли ÿсĕмрен иртнĕ ĕнтĕ. «Апла-тăк ашшĕне халех «Çамрăксен хаçатне» çырăнтарас», - шÿтлерĕмĕр эпир. «Юрĕ, вĕсене вулама сĕнĕп», - шÿте ăнланса йышăнчĕ Правительство пуçлăхĕ.
Почтăна кăна шансан...
Вуласшăнах мар тени вара мĕнпур çамрăка пырса тивет-тĕр. Иван Борисович шучĕпе, Константин Иванов çулталăкне ирттерни те ку енĕпе курăмлă улшăнусем кÿмерĕ. Çав вăхăтрах алла тытма та кăмăллă кăларăмсем те пур-çке. Ăнсăртран мар ĕнтĕ вăл пирĕн паха хут çинче çамрăксем валли тухакан «Самант» журнала курсан тĕлĕннĕ пек те пулчĕ: «Кунтах пичетлетĕр-и?» Кунтах-çке, чăн та, патшалăх издательствинче мар - уйрăм çын патĕнче. Çакна министр та сивлемерĕ: «Конкурентлă кĕрешÿ. Вĕсем саккаса çĕнсе илнĕ-тĕк - питĕ лайăх».
«Хыпар» кăларăмĕсем ытларах ялсенче сарăлаççĕ, премьер-министр вара вĕсем чăвашла пулнине пăхмасăр хуласенче те çине тăрарах ĕçлеме сĕнет. Кунта хаçатсене альтернатива мелĕпе сармалли майсем анлăраххине кура - пушшех. Кун пирки сăмах хускатнă май хаçатçăсем почта ĕçĕпе кăмăлсăррине пытармарĕç. «Хыпар» хаçата çырăнса илмелли хак, сăмахран, 776 тенкĕпе танлашать, анчах çак виçен 144 ытларах тенки кăна редакцие килет, ытти почтăра юлать. Журналистсен ĕç укçи пĕчĕкки, паллах, çакăнпа та çыхăннă. Иртнĕ çул «Хыпар» Издательство çуртĕнче уйăхри вăтам шалу 17,6 пин тенке яхăн пулнă - Чăваш Енри вăтам ĕç укçин шайĕнчен те пĕчĕкрех вĕт. Министр шучĕпе, республика кăларăмĕн журналисчĕн ĕç укçи 25-30 пин тенкĕрен кая мар пулмалла. Шел те, «хыпарçăсен» кун пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать-тĕр. Çав вăхăтрах, Александр Степанович каланă тăрăх, чылай райхаçатра вăтам шалу пысăкрах. Муркашсен, сăмахран, 23 пин тенкĕпе танлашать.
Почта политикине Мускав палăртать - ăна витĕм кÿме йывăр. Апла-тăк хамăрăн майсемпе çине тăрарах усă курма тăрăшмалла. Александр Иванов «Грани» хаçат тĕслĕхне асăнчĕ - вăл Çĕнĕ Шупашкар «картинчен» хула çумĕнчи района та сукмак хывать. Çавăнпа та хамăрăн пичет кăларăмĕсен пĕр чĕлхе тупса шăпах альтернативлă çырăнтару ĕçне аталантарни редакцисене усă кÿме тивĕç.
Финанс лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн вара Иван Моторин федераци шайĕнчи майсемпе те усă курма сĕнчĕ. Мускав, Национальноçсен ĕçĕсен агентстви, тĕрлĕ проекта пулăшать, грантсем уйăрать, наци чĕлхипе тухакан кăларăмсен пулăшу илес шанăç пур - пуçарулăх кăна кирлĕ. «Пулăшу çул-йĕрĕсем те йышлă. Анчах проектсене ячĕшĕн мар, тĕплĕ хатĕрлемелле. Пирĕн театрсем çавнашкал грантсене çĕнсе илеççĕ вĕт - сирĕн те майсем пур», - терĕ вăл. Пĕтĕмĕшле ĕç-пуç вара шăпах çавнашкал çул-йĕрпе аталанать, «халĕ медицинăри пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансене те конкурс никĕсĕ çинче суйласа илме пуçласси пирки калаçаççĕ». Хытарсах палăртрĕ: «Енчен те эсир çак хутлăха йышăнмасан бюджетран укçа уйăрасса кăна шанни кăлăхах».
Писательсем - Культура министерствинче, вĕсен журналĕсем вара Информполитика министерствинче пулнипе сăлтавласа «Тăван Атăл», «Лик» журналсене Культмина пама сĕннипе те премьер-министр килĕшмерĕ: «Вакласа янин усси çук пуль - ку нимĕн те памĕ». Анчах республикăра писательсен тăватă пĕрлĕхĕ пулни, халь тата пиллĕкмĕшне йĕркелес тени - ырă лару-тăру мар. Çакăн пирки каланă май информполитика министрĕ çыравçăсене çирĕп пĕр союз кирлине палăртрĕ, «çавăн чухне, тен, журналсене ăна пама пулать - кун пирки шухăшласа пăхмалла».
Балласт кирлĕ мар
Издательство çурчĕн тĕп бухгалтерĕ Александр Иванов хаçат-журнал кăларма кирлĕ хут хакĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пыни пирки каларĕ. Иван Моторин пĕтĕмпех ăнланать, анчах экономикăри ĕç-пуç бюджет тăкакĕсене инфляципе шайлашуллă пысăклатса пыма чăрмантарать: «Кăçалхи бюджетăн пĕр статйине те индексацилемĕпĕр. Çулталăкăн малтанхи кăтартăвĕсем тупăш палăртнинчен пĕчĕкрех пухăннине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та, тен, сирĕн валли уйăракан укçана чакарма тивĕ...» Капла калани савăнтармарĕ, çапах Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш заместителĕ Геннадий Максимов «выçă журналист позитивлă материалсем çыраймĕ» тесен вăл хушса хучĕ: «Кун пирки шухăшлатпăр...». Ку сăмахсем шанăç кÿреççĕ.
Çапах вăл «ытлашши кăларăмсем валли вăхăта сая яни вырăнсăр» текен шухăша тепĕр хут асăнчĕ - çакна Шупашкар аэропорчĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ:
- Аэропортăн тĕрлĕ ĕç пур-нăçламалли сертификатсем пур. Çав шутра - Як самолетсене юсамалли сертификат. Вĕсен юсавĕпе ĕçлемеççĕ, анчах сертификата тÿрре кăлармашкăн çынсене тытса тăраççĕ. Темиçе ертÿçĕ улшăнчĕ - пĕри те хăйсем çине яваплăх илмен. Реформатор пулма çăмăл мар. 56 çын - ним тумасăр йĕм çĕтсе лараççĕ, ĕç укçи те пĕчĕк... Хуçа, уйрăм çын, килчĕ те, тÿрех çак ĕçе пуçăнчĕ - тăкаксене виçеллĕ тăвас енĕпе ĕçлеме тытăнчĕ.
Концерн такăнтарчĕ...
Вулакан «хыпарçăсене» хăйсен нушисем кăна пăшăр-хантараççĕ иккен» тесе ан шухăшлатăр - тĕлпулура экономикăри çивĕч ыйтусем пирки те калаçу пулчĕ. Çак йĕркесен авторĕ «ĕнер Владимир Путин Президент Чулхула кĕпĕрнаттăрĕпе тĕл пулчĕ. Унта промышленноç ÿсет, пирĕн вара - чакнă. Сире компанисем Чăваш Енрен пăраха-пăраха кайни хăратмасть-и? Халĕ, авă, «Чăваш бройлерĕ» хупăнма пултарать теççĕ» тесе ыйтнине Иван Моторин уççăн та тĕплĕн хуравларĕ:
- Промышленноçри лару-тăрăва илес-тĕк - Чăваш Енри предприятисем Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Промышленноç производстви чакнин тĕп сăлтавĕ вара «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсемпе çыхăннă. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: «Промтрактор-Вакун» 2011 çулта 14-15 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку - пĕлтĕр республикăри мĕнпур предприяти тиесе ăсатнă продукци хакĕн /157 млрд тенкĕ/ 10: танлашать. 2015 çулта вара «Промтрактор-Вакун» пĕтĕмпе те 300 млн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Вăт, Канашри çак предприяти унчченхи пек ăнăçлă ĕçленĕ-тĕк эпир мĕнпур çухатăва саплаштарнă пулăттăмăр.
«Трактор завочĕсен» темине тăснă май вăл ку ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа ирттернĕ тĕлпулура та çĕкленине аса илтерчĕ. Ыйту çивĕччи вăрттăнлăх мар: «Унта 10 пин çын ĕçлет. Пенси фончĕ, бюджет умĕнче парăмсем пысăк. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеймеççĕ. Çавăнпа та завод «такăнни» социаллă ыйтусен çивĕчлĕхне çуратма пултарать. Концернра республикăн пĕр акцийĕ те çук, анчах эпир чи малтанах çынсемшĕн пăшăрханатпăр. Ыйтăва татса пама пултарассăн туйăнать».
- Ытти отрасльте вара ÿсĕм тăнăçлăхĕ пур: хими отраслĕ, электротехника... - калаçăва тăсрĕ Иван Борисович. - «Чăваш бройлерне» илес-тĕк - уншăн кĕрешетпĕр. Фабрика акцийĕсен 49: - республика харпăрлăхĕ. Акцисен 51: хуçаланакан мажоритарисем вара ĕç-пуçпа интересленмеççĕ. Çав шутра - директорсен канашĕн ертÿçи те. Вăл, сăмах май, Патшалăх Думин депутачĕ. Вĕсем директор должноçне те пĕр çамрăка, Украина çыннине, лартнă. Вăл билет туянĕ те тăван енне вĕçтерĕ... Çавăнпах пăтрашуллă çак лару-тăрушăн республика Пуçлăхĕнчен те сăмах тиврĕ. Чăнах та, фабрика хупăнас хăрушлăх пур. Эпир ăна упраса хăварас тĕллевпе ĕçлетпĕр.
Сăмах май, «Чăваш бройлерне» «Юрма» холдинг хăйĕн тытăмне илме хатĕр-мĕн. Премьер-министр бизнеса аталантармалли условисем йĕркелессине влаçăн тĕп тивĕçĕ вырăнне хурать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Енре çуллен çĕнĕ производствăсемпе çыхăннă 5-10 проект пурнăçа кĕрет. Унашкаллисем кăçал та пулĕç.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментари хушас