Андрей Градов
"Институт благородных девиц" телесериалта Склифосовский рольне вылякан Андрей Градов актерăн çывăх çыннисем чăваш пулнине пĕлтĕм. Чăнах-и çак сăмах?
И.ТИМОФЕЕВА.
Елчĕк районĕ.
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Андрей Петрович Градов киноактер 1954 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Мускавра Петр Михайлович Градов паллă поэт, актер, куçаруçă, драматург /1925-2003/ тата Изида Иоакимовна Максимова-Кошкинская /1930-1963/ çемйинче çуралса ÿснĕ.
Унăн кукашшĕ - чăвашсен пĕрремĕш актерĕ тата режиссерĕ, чăвашсен профессиллĕ театрĕн йĕркелÿçи, ЧАССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш халăх артисчĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский драматург, куçаруçă, сценарист /1893-1975/. Кукамăшĕ - чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская /Тани Юн/ драматург, куçаруçă /1903-1977/. Пĕртен пĕр хĕрĕ автокатастрофăра вилнĕ хыççăн вĕсем мăнукĕсене - Татьянăна /"Операция "Ы" и другие приключения Шурика" фильмра кинемейĕн канăçсăр мăнукĕн Леночкăн ролĕнче ÿкерĕннĕ/ тата Андрея - пăхса ÿстернĕ.
1974 çулта Андрей Градов Б.Щукин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухнă. 1977 çултанпа актер сакăрвунă ытла фильмра вылянă. Çавăн пекех дубляж тата кинокартинăсене сасăлатас ĕçе хастар хутшăнать. Вăл пĕр-пĕринпе тупăшакан икĕ фирмăн /"Fairy" тата "AO:"/ реклама роликĕсенче пĕр вăхăтра ÿкерĕннĕ.
А.Градов 1990 çулсен вĕçĕнче ытларах телесериалсенче ÿкерĕнме пуçланă.
Комментари хушас