Çырăва хаклаççĕ
Алексей ЯКОВЛЕВ, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ:
- ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру республика çулран çул аталаннине кăтартать. Физкультурăпа спорта пысăк тимлĕх уйăрнине палăртма та кăмăллă. Михаил Васильевич спортпа туслисен йышне ÿстерес тĕллеве малашне те тытса пыма хушать. Ку кăтарту, ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Енре ахаль те пĕчĕк мар, анчах малаллах талпăнмалла. Пурлăхпа техника базине пуянлатсах пымалла. Юлашки çулсенче спорт инфратытăмне аталантарма 6 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Ку тĕлĕшпе те малаллах ĕçлеме сĕнет Михаил Игнатьев. 2010 çулччен спорт тата 10 сооруженине хăпартма тĕллев лартать. Вĕсем паянхи куна тивĕçтерекеннисем: футбол искусствăлла уйĕсемпе, чупмалли çулсемпе, хоккей курупкипе - пулмалла. Спорт техника бази пĕчĕк тăрăхсенче пĕчĕк бюджетлă сооруженисем тăвас тĕллев те паха.
Пысăк шайри спортсменсене - РФ спорт мастерĕсене - хатĕрлемеллине те манмалла мар. 2015 çулта ку ята тивĕçнисем республикăра нихçанхинчен нумай - 66 çын. Çакă Чăваш Енре спорта аталантарас политика тĕрĕс иккенне палăртать, çавăнпах ăна малашне те тытса пырăпăр.
Олимпиадăна хутшăнакансене хатĕрлесси те - тĕп ыйту. Рио-де-Жанейрора иртекен Олимп вăййисенче, унчченхисемпе танлаштарсан, пирĕн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хутшăнакан спорт тĕсĕсен шучĕ икĕ хут ÿснине палăртма та кăмăллă. Ку тĕлĕшпе халĕ те, малашне те çирĕп ĕçлемелле.
Пирĕн ума лартакан тĕллевсен йышĕнче çавăн пекех - çĕнĕ те çамрăк кадрсем хатĕрлесси, тренерсен йышне пахалăхлă ÿстересси.
Дмитрий ЗАХАРОВ, Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ:
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтанах çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, паллах, шкул çулне çитмен пепкесене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтересси. Юлашки 4 çулта çĕннисем хăпартса, малтанхисене юсаса 10 пин вырăн тупма май килчĕ. Çапла майпа РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указне пурнăçлама пултартăмăр. Шупашкарта халĕ 3 çултан аслăрах ачасем 100 проценчĕпех шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿреççĕ. Михаил Васильевич халĕ пирĕн ума 2,5 çулти кашни ачана вырăнпа тивĕçтермелли тĕллев лартать. Тĕллевĕ, чăн та, пархатарлă. Ăна туллин пурнăçлама тăрăшăпăр.
Шкулсем те тахçантанпах хăпартман, хулара вĕсем кирлех. Вырăнĕсем пур. Çак ĕçе те пурнăçлăпăр. Вĕренÿ пахалăхĕ пирки калас тăк, пирĕн яшсемпе хĕрсем кăçал Раççей шайĕнчи Олимпиадăсенче 43 хутчен çĕнтернĕ. Вĕсенчен 33-шĕ - хула ачи. Çак ăнтăлăва малашне те тытса пымалла.
ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яркан Çыру - хăйне евĕр вектор. Вăл пирĕн ума вĕренÿ пахалăхне лайăхлатма тĕллев кăларса тăратать - эпир çак тĕллеве пурнăçлăпăр.
Валерий ЯКОВЛЕВ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ:
- Эпир чăваш çыннин тавракурăмне анлăлатассишĕн, тăван чĕлхене юратма вĕрентессишĕн мĕнле ĕçленĕ, çавăн пекех ĕçлĕпĕр. Çакă пирĕншĕн, искусство тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн - пурнăç тĕллевĕ. Пирĕн халăх чунне йăпатмалла, çăмăллăх кÿмелле.
Çырура Раççейри Литература çулталăкĕ вĕçленни, халĕ Кино çулталăкĕ пуçланни çинчен калани пур. Анчах çакă кĕнеке вулама пăрахмаллине пĕлтермест паллах. Иоаким Максимов-Кошкинский пуçарнă кино ÿкерес ĕçе тивĕçлĕ шайра тытса пынине курас килет. Чăваш киновĕ тепĕр хут çураласса шанатпăр. Хальхи фильмсем телеспектакль майлăрах. Çиелтен шăйăрса кайнипе кино пекки çеç пулать. Çавăнпах ку ĕçе кÿлĕнекенсен нумай вĕренмелле.
Искусство - суйласа илнĕ çынсен тытăмĕ. Ала витĕр тухни çеç 100, 1000 е ытларах çыннăн чунне тыткăнлама пултарать. Çутçанталăк панă пултарулăха май пур таран аталантармалла. Тар кăларса ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть.
Алевтина АНДРЕЕВА, республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн ертÿçи:
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Шурă халатлисемшĕн, тĕслĕхрен, сывлăха сыхлас тытăм çинчен калани пĕлтерĕшлĕрех. Ытти отрасльти ĕç-хĕлпе те кăсăкланатпăр. Тĕрĕсех, эпир пурте çирĕппĕн аталанакан республикăра, вăйлă çĕршывра пурăнасшăн.
Çырăва çулленех ĕçтешсемпе пĕрле сÿтсе яватпăр. Хамăр йышпа малашнехи тĕллевсене палăртатпăр. Чирлĕ çынсен пурнăçне лайăхлатмашкăн, вĕсен ыйтăвĕсене татса памашкăн çĕнĕ майсем шыратпăр.
Комментари хушас