Ача-пăча - ял илемĕ

28 Кăрлач, 2016

Хĕл пĕтĕм тавралăха шурă юрпа витсе хучĕ. Унччен анăçран вĕрекен çил сасартăках çурçĕр енне çаврăнса унтан сивĕ сывлăш хăваласа килчĕ. Майĕпенех çулсем урлă юр юххи, шурă çĕлен евĕр, авкаланса тăма тапратрĕ. Вăйлă тăмансем те пулчĕç тата анчахрах.

Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси шкулĕн иккĕмĕш класĕн- че вĕренекен Аделина Дмитриева, Павел Павлов, Стас Филиппов та хĕллехи куна чунтан кăмăллаççĕ. Вĕсем урама яланах ăшă тумтирпе тухаççĕ. Вара пурте, хĕл чапĕпе илемне тĕрĕслесе пăхнă евĕр, урамра йĕлтĕрпе çĕнĕ йĕрсем хывма, хăш чухне çырмара çунашкапа селĕм тăвайкки якатма пикенеççĕ. Чăн та, уроксем хыççăн тавралăх ача-пăча шавĕпе янăраса тăрать. Çакнашкал ÿкерчĕк чылай çĕрте çук та пуль. Кунта вара чăннипех çапла: вĕтĕр-шакăр урама илем кÿрет.

- Ялта пурăнма пире питĕ килĕшет. Сывлăшĕ таса, тавралăх капăр... Каç пулать те, ир çитет. Кун сисĕнмесĕр шăвать. Аслисем ĕçе çÿреççĕ, эпир - шкула. Ăс пухса таврăнсан тус-юлташпа йĕлтĕр сырса уй-хире васкатпăр. Эх, ярăнатпăр вара тăраниччен! Сăмсасем, пит çăмартисем хĕреличченех çÿретпĕр тулта, - хăпартланать Аделина Дмитриева пĕтĕм кăмăлтан.

- Аделина сăмахĕсемпе килĕшетĕп эпĕ! Маншăн та тăван кĕтес - чи хакли, чи юратни! Ÿссен ăста футболист пулас килет. Халĕ аслисем еплерех мечĕк хыççăн чупнине ăмсанса пăхатăп. «Манăн та вĕсенчен тĕслĕх илмеллех», - тетĕп вара хăпартланса. Шухăшăмпа вара вĕсемпе стадионта тарла-тарла чупатăп, хапхана мечĕк хыççăн мечĕк тапса кĕртетĕп, - йăл кулать спорта юратакан Паша.

Стас Филиппов та пĕрле вĕренекенсенчен юлас тĕллевлĕ мар. Пашăн сăмахĕсем çумне хăй шухăшне хушса та хучĕ.

- Эх, кăшт пысăкланам-ха, кавăн пек сарă мечĕке алла илсе баскетболла выльăп. Хирĕç килекен баскетболистсене ултавлă хусканусем туса вĕсен ункине мечĕк хыççăн мечĕк ывăтса кĕртĕп. Ăна кĕртмессеренех пурте хĕпĕртесе алă çупĕç. Татах та мулкач евĕр çăмăллăн сиккелĕп, хирĕç тăракансене вăр-вар улталама та çаврăнăçулăх çитерĕп. Кирек хăш командăна та çĕнтерме ăнтăлатпăрах. Пире вара, çĕнтерÿçĕсене, ушкăнпа ярса илсе çÿлелле ывăтма тытăнаççĕ. Эх, çав куна чăтăмсăррăн кĕтетĕп эпĕ. Унччен вара йĕлтĕрпех ярăнăпăр, - йăл кулса калаçрĕ хастар Стас та.

Элиза ВАЛАНС.

Çĕрпÿ районĕ,

Паваркасси шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.