Рак хăçан шаклатать?

28 Кăрлач, 2016

Тăшманпа кĕрешмелли чи тĕлĕнтермĕш меслетсенчен пĕрне шаклатакан рак шухăшласа тупнă. Хăйне чăрмав кÿрекене вăл шартлатнă сасă кăларса вĕлерет. Шаклатакан рак хăй питĕ пĕчĕкскер, унăн тăршшĕ тăватă сантиметр çеç. Хăйĕн хаччипе вăл хăлха хупланса лармалла сасă кăларать, çакă петарда çурăлнă пекех илтĕнет. Сăлтавĕ вара - хачă хăйне евĕрлĕхĕнче, унăн варри пушă пулнăран сасă тата вăйланать.

Тăшмана хăлхасăрлатас меслетпе раксем хÿтĕленÿ тĕллевĕпе усă кураççĕ. Шаклатакан раксем ушкăнăн-ушкăнăн пурăнма юратнине шута илсен вара вĕсен çывăхĕнче ишсе çÿрекен вĕтĕ пулăсене хĕрхенмелли çеç юлать: хăватлă ультрасасă хумĕпе вилме те пулать-çке.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.