Ют çĕршыв çамрăкĕсем Шупашкарта хăйсене хăтлă туяççĕ
Республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Шупашкарти аслă шкулсене вĕренме ют çĕршыв çамрăкĕсем çуллен килеççĕ. Студентсен кунĕ умĕн эпир Чăваш патшалăх университечĕн «хăнисемпе» курса калаçрăмăр.
«Пăрахса кайма пултараймарăм»
Шахзода Мамадходжаева - Таджикистан хĕрĕ. Худжанд хулинче çуралса ÿснĕскер медицина факультетĕнче ăс пухать, невролог пулма ĕмĕтленет.
Раççее килме Шахзода тахçанах ĕмĕтленнĕ иккен. Ашшĕпе амăшĕ Мускава ĕçлеме пĕрре мар килнĕ-çке. Кун пек чухне хĕрача кукамăшĕпе юлнă. Çавăнпах унăн та çак çĕршыва çитсе курасси килнĕ. Чăваш Ене вара кунта амăшĕн тăванĕсем пурăннăран лекнĕ. Унсăрăн, тен, çула тухман та пулĕччĕ.
- Малтанах питĕ йывăрччĕ. Çемьерен, çуралнă çĕршывăмран пĕрремĕш хутчен уйрăлтăм-çке. Пач урăх çĕрте, ют çынсен хушшинче... Аттепе аннесĕр, 2 çулти шăллăмсăр тунсăхлаттăм, вĕсемпе калаçмассерен макăраттăм. Пĕррехинче тăвансем: «Çав таранах йывăр пулсан таврăн эппин», - терĕç. Вĕренĕве пăрахса кайма пултараймарăм. Çавăн хыççăн хама алла илтĕм, - пĕлтерет хĕр.
Паллах, вăл халĕ те тунсăхлать. Кун пек чухне ентешĕсем патне çул тытать хĕр. Таджикистанран килнĕ студентсем пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пурăнаççĕ. Пĕр общежитире тĕпленнĕскерсем час-часах пĕрле пухăнса чей ĕçеççĕ. Чи кирли, уявсене хăйсен йăли-йĕркине манмасăр паллă тăваççĕ.
Тăван тăрăхĕнче вырăс шкулĕнче вĕреннĕрен Шахзода вырăсла та лайăх калаçать. Çавăнпах ентешĕсем пикерен час-часах пулăшу ыйтаççĕ иккен. Азербайджанпа узбек чĕлхине те пĕлет вăл. Ара, несĕлĕсен хушшинче çак халăх çыннисем те пур-çке. Акăлчанла та тĕшмĕртет. Чăвашла вĕренме те хирĕç мар. «Салам», «атте», «анне» тесе те çăмăллăнах калать.
- Шупашкарта сывлăш та пач урăхлаччĕ килсенех. Майĕпен хăнăхрăм темелле. Çынсене те малтанах сăнаса пăхаттăм. Пĕрле вĕренекенсемпе те туслашрăмăр халĕ. Чăвашпа вырăс хушшинче ырă кăмăллисем сахал мар. Темшĕн хăшĕ-пĕри пире, ют тăрăхран килнĕскерсене, кăмăлласах каймасть, - тет Шахзода.
Пуриншĕн те - «хамăрăн»
Ют чĕлхесен факультетĕнче ăс пухакан Ислон Алибобоев ыттисемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупни тĕлĕнтермест. Шÿтлеме пĕлекенскерсене килĕштеретпĕр-çке. Ахальтен-и хушаматне палăртнă май: «Али-Бабаба 40 разбойник пек», - тет узбек каччи.
Икĕ сыпăкри аппăшĕ те Узбекистанра икĕ çул вĕренме кĕреймен хыççăн Шупашкара çитнĕ, Ислон та тÿрех аслă пĕлÿ илме Шупашкара çул тытнă. Ашшĕ вунпиллĕкмĕш çул Улатăрта ĕçлесе пурăнни те витĕм кÿнĕ-тĕр. Çемье пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ пек пурăнса та ывăннă-тăр, часах амăшĕ те, икĕ ывăлĕпе тата хĕрĕпе, Чăваш Ене куçса килĕ. Асли Ислон вара ашшĕпе Чăваш Енре вуннăмĕш çул пурăнать.
- Шкулта та Улатăрта вĕреннĕ эпĕ, манăн кунта юлташсем те пур. Çавăнпах хама килти пекех туятăп. Чăвашсемпе вырăссемшĕн те «хамăрăн» эпĕ, Узбекистанран килнисемшĕн те. Хама Узбекистанран тетĕп эпĕ, çуралнă çĕршыв пурпĕр çывăхрах. Çав вăхăтрах хама ют çĕршыв ачи пек туймастăп. Пĕрле вĕренекенсемпе те пĕр хум çинчех эпĕ.
Ют чĕлхепе кăсăкланаканскер хальлĕхе тăван чĕлхипе вырăс чĕлхисĕр пуçне акăлчанла лайăх калаçать. Ют çĕршывран килнĕ чылай студентпа çавăнпах çăмăллăн хутшăнать вăл.
- Испанпа француз чĕлхисене вĕренме те ансат пулĕ. Общежитире пурăнакан туссен хушшинче çак наци çамрăкĕсем пур. Вĕсемпе хутшăннă май чĕлхене ăша илме те çăмăлрах. - тет Ислон.
Ют чĕлхесем патне туртăннине вара каччă тĕрлĕ çĕршыва çитсе курма ĕмĕтленнипе сăлтавлать. Пушă вăхăт тупăнсанах футболла выляма кăмăллать йĕкĕт, сĕтелçи теннисне килĕштерет.
Чăваш кĕрÿшĕ пулма хирĕç мар
ЧПУн студенчĕсен йышĕнче паян Бангладешран килнĕ тăватă каччăпа хĕр те пур. Ракиб Саед вĕсенчен - чи асли. Экономика факультечĕн магистратурин 1 курсĕнче вĕренекенскер иккĕмĕш пĕлÿ илет. Малтанах тăван çĕршывĕнчи университетра ăс пухнă вăл. Малашне аспирантурăна кĕме те палăртнă каччă, вĕрентекен пулма ĕмĕтленекенскер Чăваш Ене направленипе килнĕ. Раççейре бюджет майĕпе вĕренме май пуррипе посольство урлă усă курнă вăл.
Кунта вĕренме çăмăлах мар ăна. Пур сăмаха та ăнланманнипе, хăш-пĕр самантсене тавçăрма ĕлкĕрейменнипе çыхăннă çакă. Кун пек чухне вырăсла лекцисене акăлчанла куçарма тивет. Паллах, вăхăта нумай илет çакă. Анчах вĕренме-пĕлме ăнтăлни темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулăшать.
Пĕр тăрăхран килнĕ виçĕ каччă общежитири пĕр пÿлĕмре туслă çемье пекех пурăнать. Бангладеш пики те юнашар пÿлĕмрех тĕпленнĕ. Малтанхи çулсенче Шупашкарта вĕреннĕ, халĕ те мăшăрланса кунтах пурăнакан 3-4 ентешĕ те пур вĕсен. Уявсене вĕсем патĕнче пуçтарăнса паллă тума кăмăллаççĕ.
- Раççейре хĕрсем питĕ чипер. Паллашма кăмăл пур, анчах ыттисенчен уйрăлса тăраканнине тĕл пулаймарăм-ха, - кулать Ракиб чăваш кĕрÿшĕ пулма хирĕç маррине палăртса.
Бангладешăн тĕп хулинче Даккăра çуралса ÿснĕскершĕн Шупашкар, паллах, пĕчĕк хула çеç. Апла пулин те кунта хăйне хăтлă туять вăл.
Комментари хушас