- Чăвашла верси
- Русская версия
Фермерсем ырă малашлăха шанаççĕ
Вĕсем те хулара тĕпленме е шапаша çÿреме пултарнă. Анчах çамрăк фермерсене ку илĕртмен, вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, çĕр çинче ĕçлесе пурăнма тĕв тунă.
Федоровсен качакисем
Шупашкар хĕрĕ Ольга Сĕнтĕрвăрри каччипе Дмитрипе пĕрлешнĕ чухне фермер пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Хулара çуралса ÿснĕскерсем качакана хăш енчен ларса сумаллине те тĕшмĕртмен ахăртнех. Пурнăç теме те вĕрентет. Кÿкеçре çĕр лаптăкĕ туянса кил-çурт çавăрнăскерсем халĕ Шупашкар районĕнчи Мăн Пÿкассинчи юлташĕсен Ивановсен хуçалăхĕнче сурăх тата качака ферми хута янă.
Федоровсемпе фермăри ирхи ĕçсене пурнăçланă чухне паллашма тÿр килчĕ. Акă витене кĕрсенех пĕр кĕтÿ сурăх-качака кĕпĕр-кĕпĕр чупса пычĕ. Алла хăнăхнăскерсем палламан çынран та хăрамаççĕ. Чармасан сумкăна кăшласах ярĕç кусем! Пĕр сурăхĕ ир валли йĕкĕреш путек пăранланă. Маня ятлă качака вĕсене ĕмĕртме те ĕлкĕрнĕ. Маня хăй хĕсĕр, çавăнпа пур путеке те йышăнать. Ольга Васильевна кашни выльăха ятран чĕнет, сăнран паллать. Кĕçех качакасем ирхи сăвăма черет тăчĕç. Çавăнтах тĕкĕшме тытăнчĕç, сĕлĕ çиессишĕн пурте малалла сĕкĕнчĕç...
Теприсем качака сĕтне шăршă кĕнĕрен кăмăлламаççĕ. Паллă ĕнтĕ: ку выльăха мĕнле усранинчен килет. Федоровсен ферминче таса, лайăх мар шăршă туймарăм. Сĕтне ĕçтерсех кăтартрĕç - çав тери тутлă!
Хуçалăхра - 60 сурăх, 20 качака. 12 качакана сăваççĕ. Сĕтне Федоровсем Шупашкара лавккана леçеççĕ, çур литрне унта 45 тенкĕпе туянма пулать.
Федоровсем 2014 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, патшалăх панă грант укçи ал-ура çавăрса яма пулăшнă вĕсене. Халĕ хăйсенех трактор, ытти хатĕр пур. Романов ăратлă сурăхсене, заанненски, вырăс шурă качакисене хамăр республикăрах туяннă. Сурăхсем харăсах 3-4 путек тăваççĕ, çавăнпа пĕчĕкскерсене кĕленчерен ĕмкĕчпе çитерме тивет.
«Çынсем темшĕн «хресчен» сăмахран вăтанаççĕ, çыравра та унашкал ăнлав çук халĕ. Эпир вара хамăра шăпах хресчен вырăнне хуратпăр», - палăртрĕ çемье пуçĕ. Ĕнер шăп та лăп 35 тултарнăскер пачăшкă евĕр сухаллă. Ку мĕнпе çыхăннипе кăсăклансан Дмитрий Евгеньевич çапла хуравларĕ: «Эпир экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илетпĕр, пирĕн ĕç-хĕл çутçанталăкран нумай килет. Унăн çывăхнерех пулас килет», - ăнлантарчĕ арçын. Сăмах май, Федоровсем лавккаран çăкăр тахçанах туянмаççĕ, Ольга Васильевна хăй пĕçерет. Сĕт-çу, сыр, аш-какай хăйсемех туса илни çемье бюджетне самаях перекетлеме май парать.
Шупашкар районĕнче çĕр тĕлĕшĕнчен хĕсĕкрех. Çавăнпа Федоровсем выльăх апатне ?мĕнпур утăн 70 процентне? туяннă. Çулла кĕтÿ Миснер ялĕн çырминче çÿренĕ. Кăçал Дмитрий Евгеньевич Сĕнтĕрвăрри районĕнче 30 гектар çĕр тара илме палăртнă, унта нумай çул ÿсекен курăк акĕç.
Федоровсен тĕллевĕсем пысăк: сурăхсемпе сăвакан качака йышне 100-шер пуçа çитересшĕн. Çулла вĕсем фермăна уя куçарасшăн. Инфратытăм çук çĕрте ăна епле уçмалла? «Чи йывăрри, ĕçе йĕркелесе ярасси, хыçра ĕнтĕ», - терĕç малашне йăлтах ăнăçасса шанаканскерсем.
Сергейпа Татьяна Захаровсем Канаш районĕнчи Аччара 2014 çулта ĕне ферми уçнă. Тахçан «Çăлкуç» хуçалăхăн пулнă юхăнакан фермăна, ял тăрăхĕнчи 110 гектар çĕр лаптăкне тара илнĕ вĕсем. Упăшкипе арăмĕ иккĕшех вите юсанă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă.
Хулара çуралса ÿснĕ пулин те Сергей Леонидович пурнăçлама пĕлмен ĕç çук. Трактор рулĕ умне те ларать, ĕне те сăвать, хăех строитель те, сварщик та... Пĕлтĕр вара арçын ĕнесем çÿремелли лаптăка электропралук карнă. Электричество токĕ пынă çĕре выльăхсем çывхармаççĕ. 21 гектар çĕр çинче мăйракаллă шултра выльăх кĕтÿçсĕрех çÿренĕ, вĕсем валли шывĕ те пулнă.
28-ти Татьяна Васильевна - Аччаран, вăл мĕн ачаранах ĕçе вĕреннĕ. Халĕ те тăван килĕнче 15 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, ашшĕ-амăшĕ хĕрĕпе кĕрÿшне пулăшсах тăраççĕ. Таньăпа Сергей малтанах вĕсен техникипе усă курнă. Патшалăх панă грантпа пĕлтĕр трактор, прессламалли тата ытти хатĕр-хĕтĕр, ĕнесем туяннă. Çапах банкран кивçен илмесĕр май килмен. Ăна маларах парса татасшăн.
Тĕлĕнмелле килĕшÿллĕ çак мăшăрăн 3 ача, çамрăк арăм тепре те çуратма хирĕç мар. Вĕсем çине пăхсанах çĕр çинче юрату пуррине ĕненме тытăнатăн, пĕр-пĕрин валлиех çуралнă тейĕн. Таньăпа Сергей кунĕпех пĕрле. Ялти çамрăк специалистсене пулăшакан патшалăх программипе усă курса Захаровсем çак районти Тăрăн ялĕнче икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. «Стенисене купалама кăна бригада тытрăмăр. Ытти ĕçе арăмпа иксĕмĕрех пурнăçларăмăр», - каласа кăтартрĕ 33-е ярса пуснă Сергей Леонидович.
Фермăра халĕ - йыш хушмалли тапхăр. Çавăнпа Таньăпа Сергей лăпкăн çывăраймаççĕ, выльăха сăнасах тăраççĕ.
Захаровсем харăсах икĕ ĕнене сăвакан аппаратпа усă кураççĕ. Ирхи 7 сехет çурăра яла сĕт пуçтарма килеççĕ. Хальлĕхе фермер хуçалăхĕ 6 ĕнерен 65-70 литр сĕт суса илет. Çĕнĕ çулччен ăна 20 тенкĕпе пуçтарнă, кăçалтан йÿнетнĕ. Хĕлле сĕт хаклă каймалла та, анчах пĕр литршăн 16 тенкĕ кăна тÿлеççĕ.
Пурăна киле сумалли ĕнесен пуçне 30-а çитересшĕн, сенаж хатĕрлеме тытăнасшăн... Ферма хута яма укçа сахал мар хывнă, тупăш хальлĕхе сĕт сутса кăна кĕрет.
Ĕмĕчĕсем майĕпен пурнăçа кĕни çамрăк мăшăра хавхалантарать, çавăнпа вĕсем йывăрлăхсене туймаççĕ. «Эпир пур ĕçе те пĕрле сÿтсе яватпăр. Сăмахран, çĕнĕ план çуралсан кашни хăйĕн шухăшне пĕлтерет. Кайран эпир тăкакпа тупăша шутласа кăларатпăр, пĕр вăхăт пуçра çавăрттарса çÿретпĕр. Пĕр ăс лайăх, иккĕ тата лайăхрах», - палăртрĕç çамрăк фермерсем.
Андрияновсен кроликĕсем
Канаш районĕнчи Катек ялĕнче пурăнакан Николай Андриянов кролик ферми уçни ахальтен мар - ку чĕрчунсене вăл мĕн ачаранах пăхма вĕреннĕ. Çавăнпа салтакран таврăннă хыççăн кукашшĕ, ашшĕ, ытти тăванĕ пулăшнипе ферма купалама тытăннă. 2014 çулта вăл çамрăк фермерсене пулăшу паракан патшалăх программине хутшăнса 900 пин тенкĕ ытла грант выляса илнĕ.
Паянхи унăн хуçалăхĕнче - 500 пуçа яхăн кролик. Пурĕ 8-9 ăратли пурăнать, «француз таки», «Калифорни кроликĕ», «нимĕç строкачĕ» ытларах. Чĕрчунсене Самартан, Хусантан, Мускавран, Чулхуларан илсе килнĕ.
«Кроликсем çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăвăрт ĕрчеççĕ. Часах ÿссе çитеççĕ. Çулталăкра пĕр амаран 150 килограмм какай, 60 тир туса илме пулать. Паха им-çам та парать вăл. Пĕрре çăвăрланă чухне 8-12 çура тăвать», - ăнлантарчĕ çамрăк фермер. Йыш хушăнса пынă май вырăнĕ те ытларах кирлĕ. Андрияновсем фермине çавăнпа пысăк купаланă: тăршшĕ - 21, сарлакăшĕ 6,5 метр. Ку 1500 пуç тытмалăх та çитет. Кролик ашне сутас енĕпе Николай йывăрлăх курмасть, ыйтакансем тупăнсах тăраççĕ.
Пĕлтĕр Николай Владимирович 20 гектара яхăн нумай çул ÿсекен курăк акнă, лаптăка вăл тата пысăклатасшăн. Çавăн пекех 50 гектар çĕр çинчен тыр-пул пухса илнĕ. Техника алă айĕнчех. Грант пулăшнипе ун валли чылай хатĕр туяннă.
Кроликсен читлĕхĕ - уйрăм калаçу. Ăна «Андриянов меслечĕпе» ăсталанă тесен те йăнăш мар. Хупмалли хатĕре Николайăн ашшĕ шухăшласа кăларнă. Читлĕхе механизациленĕ, унпа нумай çул усă курма пулать.
«Кроликсем йăваш, хăвăртах чирлеме пултараççĕ. Вĕсене ача пек пăхмалла», - пытармарĕ 24-ри яш. Тĕрĕссипе, вăл пирĕнпе калаçмашкăн аран вăхăт тупрĕ. Хĕлле те пушă мар, çулла вара - пушшех те. Ашшĕ-амăшĕ ăна пулăшать паллах, вĕсене ывăлĕ официаллă майпа фермăна ĕçлеме илнĕ.
Куславкка районĕнчи Йĕршерти Максим Петров та ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсса фермер пулса тăнă. 2014 çулта грант илнĕ хыççăн вăл 300 сурăх усрамалли вите хута янă, сурăхсем, техника туяннă.
Çамрăк фермер Куйбышев ăрачĕллĕ 120 пуçа Самар облаçĕнчен кÿрсе килнĕ. Сурăхсене производство шайĕнчех йышлă ĕрчетесшĕн. Çавăнпа 30-ти яш тивĕçне питĕ тĕплĕ пурнăçлать, икĕ çынна вăл фермăна ĕçе илнĕ, çапах ытларах хăйсенех вăй хума тивет. Çамрăк фермер сурăхсене пăхмаллине çине тăрсах вĕреннĕ. Выльăх валли пур услови те туса панă. Çулла вĕсем электропралук карнă картара ирĕклĕн çÿренĕ.
Çамрăк така-сурăх ашне ытларах ыйтаççĕ, унăн тути лайăх, ырă мар шăршă çук. Максим Валерьевич аш-какая сутас енĕпе çыхăнусем йĕркеленĕ ĕнтĕ. Продукцие республикăра та, Хусанта та аван туянаççĕ. Çамрăк выльăха усрама туянас текенсем вара пĕлтĕр çав тери сахал пулнине пытармарĕ фермер. Унăн 20 гектар çĕр пур, унта утă çулса илеççĕ. Кĕтÿ çÿретме тепĕр 80 гектар тара илесшĕн.
Пĕр кунра сурăх-така 3 тĕрке утă çисе ярать ?укçа çине куçарсан - 1,5 пин тенкĕ ку?. Уйăхра 15 пин тенкĕлĕх тырă-çăнăх кирлĕ... Фермерăн тăкакĕ - кашни кунах. Пĕрех ырă малашлăха шанать вăл. Пурăна киле Максим мăйракаллă шултра выльăх, ашлăх ĕнесем, усрама тытăнасшăн.
Çакнашкал çемьесемпе çамрăксенче - ял пуласлăхĕ. Патшалăх вĕсене малашне те хавхалантарĕ. Ыттисен вара тăрăшуллă хресченсенчен тĕслĕх илесчĕ.
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас