Çын пурнăçĕ тĕлĕк кăна…

26 Чÿк, 2015

Эпĕ кĕçĕр çывăраймарăм. Шухăш, ĕмĕт авăрĕ çавăрттарчĕ. Çавăрттарчĕ… çавăрттарчĕ… Чун ыратнăран вăрманти ватă юман айĕнче куççульпе макăртăм. Вăрман хăлхасăр пулчĕ, илтмерĕ. Ытла та тунсăх чĕрере… Тен, ку пĕрремĕш юрату? Камран ыйтас, кама калас? Пуçран тухмасть Нарспи сăнарĕ. Ытла та çывăх, телейсĕр хĕр. «Эс пурнăç йĕркине хирĕç тăнă, аçу-аннÿн сăмахне итлемен, вĕсен ирĕкĕнчен тухнă. Саккунлă упăшкуна, Тăхтамана вĕлернĕ…»

Каллех пуçра çĕрлехи шухăш, ĕмĕт авăрĕ çавра çил евĕр таçта çÿле çĕклет те сан сăнарна каллех ман ума кăларать. Ăнланмастăп, мĕншĕн эс, Нарспи, ялан мана хăв патна чĕнетĕн? Тен, эс мана юратма, тен, пурăнма вĕрентесшĕн? Йăваш чуна ватса чул пек çирĕп тăвасшăн мар-и тата? Хăв курманнине мана кăтартасшăн! Халь пурнăç урăхла! Çĕнĕлле калаçатпăр, çĕнĕлле шухăшлатпăр, çĕнĕлле сывлатпăр…

Çĕнĕлле,

Çиçĕмле

Çĕнĕ тĕллев патне

Васкаса чупатпăр!

Пурпĕрех эсĕ вăйлă, санран илмелли тата вĕренмелли нумай. Сан ĕçченлĕхÿ:

Ирех тăрать тумланать,

Нарспи ĕçе тытăнать:

Е пурçăн çип илет те

Юрла-юрла тĕрĕ тăвать:

Е çĕлеме ларать те

Çĕвви шăрçа пек пулать.

Хитрелĕхÿ:

Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура

Икĕ хура шăрçа пек.

Юратма пĕлни:

Куçĕсемпе пăхнă чух

Каччăн чĕри çĕкленет.

Çÿхе тути кулнă чух

Каччăн чунĕ çемçелет.

Эсĕ çамрăк ăрушăн - тĕслĕх. Хальхи пурнăçа илес пулсассăн, çамрăксем паян пачах урăхла.

Юрату туйăмĕ пĕрремĕш вырăнта мар. Хĕрсене пуян каччă, чаплă тумланни, укçаллă пулни килĕшет. Урăх нимĕн те мар. Ăшра, чунра мĕн упранни интереслентермест вĕсене.

Нарспиçĕм, юратнă Нарспиçĕм! Эсĕ маншăн сарă хĕвел пек пултăн. Санра эпĕ çепĕçлĕх, ăшăлăх куртăм. Эс хĕвелтен те пахарах иккен! Хĕвел пĕлĕт хыçне пытансан та, хура вăрман хыçне ансан та яланах çумра пултăн. Нарспиçĕм, тавтапуç сана. Эсĕ маншăн çăлкуç евĕр пултăн: санран эп вăй-хăват кĕтрĕм. Эсĕ çăлкуçран та пахарах. Çăлкуç ешĕл курăк хушшине пытансан та, хăмăш айне пулсан та эс ялан çумра. Эс маншăн уйăх пекех: çутатрăн, вăй патăн, сан сăмахна итлесен чун ыратмарĕ.

Хăлтăр-хăлтăр аслати! Тÿпере пирĕш-ти чан çапать! Мĕн хистенĕ-ха Нарспие упăшкине вĕлерме? Ман шухăшпа, упăшкин кĕвĕçĕвĕ кунта айăплă. Хăйне çылăхлă мар тесе йышăнман Нарспи Сетнер патнех туртăнать. Тискер çанталăка пула Нарспи килтен тухса тарать. Вăрман вăл - хÿтĕ вырăн. Унта кăшкăрса, уласа пулăшу ыйтма пулать. Эпĕ ăна ăнланатăп, вăл тĕрĕс тăвать. Ыратнă чух, çухатнă чух, кĕтнĕ чух эпĕ хам та çутçанталăка шанатăп, ĕненетĕп. Вăл курать, итлет, ăнланать.

Ман шухăшпа, Нарспи çын çине алă çĕкленине тĕрлĕрен йышăнма пулать: пĕри каçса кайсах мухтать, тепри сивлет, виççĕмĕшĕшĕн пĕрех. «Ан вĕлер», - тет Библи. Нарспи çынна вĕлерсе телей кураймасть - хăй те вилет. Автор хăйĕн тĕп сăнарне питĕ юратать пулин те, вăл усал тунине каçармасть, чун тĕпĕнче те сивлет. Нарспин çакăн пек «ĕçĕн» сăлтавĕ - чун асапĕ, тăвăнса çитни. Темĕнле йывăр пулсан та çын çине алă çĕклемелле мар ĕнтĕ. Наркăмăшне тата ăçтан тупнă? Кам панă-ши?

Акă çăлтăр ÿкрĕ…

Çăлтăр мар вăл! Ку вăл - Нарспи вилĕмĕ.

Халăхра çăлтăр ÿкни çын вилессе теççĕ. Ку таранччен эпĕ Нарспие ăнлансах пытăм. Анчах та хăй çине алă хуни… Мĕскĕн этем! Çын шанăçĕ, Çын куççулĕ, Çын тарăхăвĕ, Çын хĕрхенĕвĕ сан тавра явăнать, кайран çыхлантарсах лартать, пăвать. «Тăватă виле» сыпăкра Нарспи çут тĕнчерен уйрăлать. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ăна пула тăватă çын вилчĕ… Вĕсене вăл лайăх пĕлнĕ, юратнă. Апла пулсан Нарспие çак çутă тĕнчере нимĕн те тытса тăмасть. Пурнăçăн шăнăрĕ, хăвачĕ татăлнă. Кам айăплă? Хамăрăн ăраскала эпир хамăр тăватпăр.

Çĕрлехи шухăш,

Ĕмĕт авăрĕ

Çавра çил евĕр таçта çĕклет

Çут тĕнчене

Сан умна кăларать.

Пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш. Пахчари улмуççи те шурă юр айĕнче асамлă тĕлĕк курать пулмалла. Кулать. Хăйне çурхи хĕвел ытамĕнчи пек туять пулас. Çил-тăман алхасса уласа йĕнине те «вăл пыл хурчĕ сĕрлени ку», - тет пуль. Этем те çапла. Тепĕр чухне тĕрĕс маррине е киревсĕррине те тĕрĕс пек шутлатпăр, мĕншĕн тесен кун пек пире лайăх. Анчах пурнăçра ун пек мар-çке. Кашни пулăмшăн эпир яваплă. Çапла вара Нарспи сăнарĕнче ырă та сивлек енсем пур. Вулаканăн вара хамăра мĕн кирлине тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле, пурнăçра усă курмалла Ÿĕçченлĕх, сăпайлăх, чăн-чăн юрату…Ÿ.

Тĕлĕксенче эпир пĕр ывăнмасăр таçта инçете те çитсе килетпĕр… Тĕлĕксенче пĕр ывăнмасăр çÿлтен çÿле вĕçетпĕр… Ĕмĕтсем… Шухăшсем… Ытла çунатлă! Çын пурнăçĕ вара тĕлĕк кăна…

Ксения ЛЕОНТЬЕВА,

«Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп» сочиненисен республика конкурсĕн çĕнтерÿçи.

Çĕрпÿ районĕ,

Опытнăй шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.