Хула кунĕнче «Шывармань» ресторанта апатланасчĕ...
Чăваш Енре туризм еплерех аталанса пынипе паллаштарас тĕллевпе юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ятарлă пресс-тур ирттерчĕç.
Малтанах Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхне кĕрекен "Ясна" этноэкологи комплексне çитсе куртăмăр. Кунта çитерме асфальт çул сарма пуçланă. "Асфальта кĕркунне сарни сире пĕрре те ан шухăшлаттартăр. Паян ăна 15 градус сивĕре те сарма май паракан оборудованисем пур. Çитес вăхăтрах çула уçмалла", - ăнлантарчĕ пире ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Иван Иванов. Этноэкологи комплексне электричество, газ кĕртнĕ иккен. Шыв та пур. Проект пуçаруçи Марина Федорова журналистсене "Ясна" этнокомплексăн туристсене йышăнмалли программипе паллаштарчĕ. Кунта шкул ачисене экскурсисене тăтăшах илсе килеççĕ-мĕн. Нумаях пулмасть, акă, Шупашкарпа Улатăр районĕсенчи ачасемпе вĕренекенсем пулса курнă.
"Ясна" вăл - ĕлĕкхи чăваш ялне /çурт-йĕрне, картишне, лаççине, мунчине/ сăнлакан вырăн. Кунта паянхи кунран аваллăха лекнĕнех туйăнать.
Этнокомплекса кĕнĕ çĕрте "Киремет вырăнĕнче усал шухăшсем ан тытăр" тесе çырни куç тĕлне пулчĕ. Сăра вĕретмелли лаçа кĕрсе куртăмăр. Кунта чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсемпе паллашма пулать. Вĕсене ку тăрăхри кинемейсем парнеленĕ-мĕн. Тĕп вырăнта - кĕрпе авăртмалли ал арманĕ, катка-пичке, пир тĕртмелли стан, утта каймалли ĕç хатĕрĕсем. Тимĕрçĕсем усă курнă хатĕр-хĕтĕр валли те вырăн уйăрнă. Авал чăваш хĕрĕсен çипуçа, тĕртнĕ пире упрама арчасăр пуçне çÿпçе те пулнă. Хăшĕсем хĕр çÿпçипе качча та тухнă. Пĕр ватă парнеленĕ хĕр çÿпçине эпир те пахаларăмăр. Ăна çăкаран ăсталанă. Капăрлатса, эрешлесе тунă. Çуллахи верандăра шкул ачисем валли татăксемпе пусмаран, улăмран, тăмран, тÿмесенчен пуканесепе теттесем тума хăнăхтаракан ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ. Кунтах чăваш наци апачĕпе сăйлаççĕ. Асăннă комплесра тĕрлĕ курăксемпе пуян ÿпле те пур. Килен-çÿрекене чăваш тăрăхĕнче ÿсекен сиплĕ курăксем çинчен каласа кăтартаççĕ. Пире пĕр уйрăм ларакан çурт патне ертсе кайрĕç. Упăшкасăр юлнă çамрăк хĕрарăмсем валли тунă иккен ăна. Мунча евĕр тăпăл-тăпăл. Пÿртре хăтлă: кăмака, тĕртнĕ пирсем,тĕрĕсем, ĕлĕкхи савăт-сапа. Авал чăваш хĕрарăмĕсем ăшă мунчара ача çуратнă. Мунчара çăвăнса тасалнă тата... унтах чуна та "сипленĕ-мĕн". Авал хĕрарăм упăшкасăр юлсан та нихăçан та пĕччен пурăнман. 4-5 ачаллă пулсан та тепре качча кайнă. Тăванĕсем ăна мăшăр тупса панă. Тепре ача çуратма ĕмĕтленекен хĕрарăм вара тепĕр хут качча тухиччен мунчара "тасату" йăли-йĕркине туса ирттернĕ иккен...
Хăнасене йышăнмалли çуртра эпир тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ шкул ачисен ÿкерчĕксене курса савăнтăмăр. Чăваш тĕнчине, чăваш аваллăхне питĕ хăйне евĕр сăнланă çамрăк сăрă ăстисем. Шур чăрăш шăрши сарăлнă çуртра чăваш шерпечĕпе, тĕрлĕ курăкран вĕретнĕ чейпе сăйларĕç. Туристсем валли ятарласа вĕретеççĕ вĕсене. Рецепчĕсемпе паллаштарчĕç.
Малалла пирĕн пресс-тур республикăн тĕп хулинчи "Шупашкар: 500 çул" паркра вырнаçнă "Амазония" этнокомплекса выртрĕ. "Эпир Мăшăрлану керменĕнче инçех мар вырнаçнă. Çамрăксен паркĕнче пĕвепе унта илсе çитерекен картлашкасене хута янă ĕнтĕ. Кунтах - Юратакансен аллейи пулмалла. Асăннă вырăна Шупашкарсем хапăлласа йышăнчĕç. Хĕвеллĕ çанталăкра, канмалли кунсенче кунта 3000 яхăн çын çитсе курать. Çырăннă хыççăн çамрăксем асăннă пĕве тавра утса çаврăнассине те йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ", - паллаштарчĕ "ТРИгрупп" АХО инвестици компанин генеральнăй директорĕн заместителĕ, "Этническая Чувашия" кураторĕ Руслан Аксаков. Вăл палăртнă тăрăх - Республика кунĕ тĕлне уçă тÿпе айĕнчи кафене, ача-пăча площадкине, фитнес-центра хута ямалла. Хула кунĕнче вара хăнасем "Шывармань" ресторанта чăваш апатне ас тивме пултарĕç. "Халĕ пулас аквапарк патне Соколов урамĕ енчен çул саратпăр. Аквапарк валли котлован чаврăмăр. Унăн çуллахи зонине çитес çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлесшĕн. Хĕллехине вара 2017 çулхи çĕртме уйăхĕнче хута ярасшăн", - малалла каласа кăтартать Руслан Аксаков.
Тытман упа тирне сÿмеççĕ, çапах та вулакана "Амазония" этнокомплексра скульптурăсен аллеи, "Тухья" комплекс /унта амазонкăсен музейне йĕркелеме палăртаççĕ/, чăваш наци апат-çимĕçĕпе сăйлакан "Шывармань" ресторан, анатри, анат енчи, тури чăвашсен çурчĕсемпе картишĕсем, "Амазония" спортпа тĕрлĕ вăйă комплексĕ, фитнес-центр, аквапарк тата ытти те пуласси çинчен каласа хăвармалла. Çапла, шĕкĕр хуламăр çулран-çул илемленсех пырать. Аваллăха, паянхи куна тата малашлăха çыхăнтарни вара чăнласах питĕ кирлĕ пек туйăнать.
Роза ВЛАСОВА
Комментари хушас