КĔРХИ ÇАНТАЛĂК КАВАРЛĂ

21 Юпа, 2015

Кĕркуннехи нÿрĕк çанталăкра вăрах чирсенчен чылайăшĕ вĕрĕлет. Çак амакран хÿтĕленме тата хăвăртрах сывалма иммунитета çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ.

Иммунитет валли

Пилешĕн /рябина обыкновенная/ 2 апат кашăкĕ типĕ çырлине термосри тин вĕренĕ 0,5 литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ пĕр уйăх ĕçмелле. Шĕвек организма пĕтĕмĕшле çирĕплетет, витаминсемпе тивĕçтерет.

 

Шăнса пăсăлсан

Пилеш настойкине маларах хатĕрлесен лайăх. Çырлине шăнтнă хыççăн татмалла. Ăна кĕленчене виççĕмĕш пайĕ таран тултармалла, сахăр /1 литр савăтне 1 апат кашăкĕ шутран/ хушмалла. Хĕрринченех шурă эрех ярса пăкăламалла, ăшă тĕттĕм вырăна лартмалла.

Пилеш кĕленче тĕпне ларсан, вăтамран виçĕ уйăхран, настойка пулса çитет. Ăна кунне 3 хут апат умĕн 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Тепĕр тĕрлĕ шĕвек те хатĕрлеме пулать. 1 апат кашăкĕ типĕ е чĕрĕ пилеш çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе вунă минута вăйсăр çулăм çине лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 1-ер стакан ĕçмелле.

Асăрханăр! Юн хытса чăмаккаланас, юн кĕвелеслĕх туртăм пысăк пулсан пилешпе сипленме юрамасть.

Сиплĕ витĕмĕ вăйлăрах пултăр тесен пилеш чейне шăлан /шиповник/ çырли хушма юрать. Унра С витамин тĕлĕнмелле нумай. Шăлан тымарĕ тата пахарах, сиплĕхĕ хăватлăрах. Вăл шыççа хирĕçле, антисептик, бактерисене пĕтерекен витĕмпе палăрса тăрать.

1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ шăлан тымарне термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 4 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне виçĕ сăтăрккăпа апатсен вăхăтĕнче ĕçсе ямалла.

 

Сыпă ыратсан

Ревматизмпа, артритпа чирлĕ çынсен температура улшăнса тăнипе сыпăсем хытăрах ыратма пуçлаççĕ. Куçăм вăхăтне чăтса ирттерме çак рецептсем пулăшĕç.

Сысна курăкĕн /спорыш/ препарачĕсем шыççа хирĕçле витĕмлĕ, организмра тăвар ылмашăнăвне йĕркене кĕртеççĕ. 3 апат кашăкĕ типĕ е чĕрĕ курăка 1 стакан вĕри шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 10 кун.

Шур утин /пырей/ тымарĕ пулăшать. 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Ирхине тата каçхине чей вырăнне ĕçмелле.

"Кофе" хатĕрлеме пулать. Шур утин вĕтетнĕ типĕ тымарне духовкăра хăмăрланиччен хĕртмелле, кофе арманĕпе авăртмалла. 2 чей кашăкĕ порошока тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле. Куçăм тапхăрĕ тăршшĕпех кунне 2 хут ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.