Кĕлĕ - Пукрав ячĕпе

16 Юпа, 2015

Октябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăн Таса Турă Амăшĕн Пукрав уявĕ ячĕпе Шупашкарти Пукрав тата Татиана чиркĕвĕнче иртнĕ кĕлле хутшăннă.

Ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Михаил Игнатьев владыкăна православин аслă уявĕ ячĕпе саламланă, сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.

Раççейре Пукрава октябрĕн 14-мĕшĕнче паллă тăвасси йăлана кĕнĕ, вăл кĕрхи тĕп уяв шутланать. Руçре ку праçнике уявлассине XII ĕмĕртех çирĕплетнĕ.

М.АНДРЕЕВ.

Рубрика: 
Автор: