Парламентăн тĕп йышĕ - Иван Моториншăн
ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ вăтăр иккĕмĕш сессийĕн кун йĕрки анлă пулнине унта виçĕ теçеткене яхăн ыйту кĕртнĕ пăхмасăр чылайăшĕ маларах интрига текенни списокри пĕрремĕш ыйтупа çыхăнни пирки калаçкалатчĕ. Сăмах республикăн Министрсен Кабинечĕн Председательне Иван Моторина çак должноçа çирĕплетме ирĕк парасси пирки пырать-çке. Çапах парламентарисем ку кандидатурăпа килĕшесси тĕлĕшпе никамăн та иккĕленÿ пулман-тăр. Çакă тÿрре тухрĕ те...
Иван Моторин маларах парламентри фракцисемпе курнăçнă, ĕнер ирхине «Единая Россия» фракци членĕсемпе тĕл пулчĕ. Оппозицири депутатсемпе тĕл пулнă май урлăрах калаçу пулнă теççĕ-ха, çапах «влаç партийĕн» представителĕсемпе калаçнă хыççăн /журналистсене тĕлпулу пуçламăшĕнчех залран тухма ыйтрĕç/ Иван Моторинăн хăйĕн те тилхепене ăнах шанса парасси тĕлĕшпе урăхла шухăш пулма пултараймарĕ-тĕр.
Сессие Юрий Попов спикер кăмăллă самантран пуçларĕ. Раççей Спорт министерстви Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсен самай пысăк ушкăнне Сочири Олимпиадăна халалланă асăну медалĕсемпе наградăланă. Кашнинех трибуна умне кăларса саламланă, награда панă май хăшĕсем тĕлĕшпе «вăл тата Сочири ăмăртупа мĕнле çыхăннă-ши?» текен ыйту та çуралчĕ-ха - юрĕ, мăкăртатар мар. Пурне те саламлатпăр.
Премьер-министр должноçне çирĕплетмешкĕн ирĕк пама сĕнекен Иван Моторинпа вара республика Пуçлăхĕ хăй мар /вăл округ шайĕнче ирттерекен сумлă канашлăва хутшăнмашкăн Ульяновска кайнă-мĕн/, унăн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильев паллаштарчĕ. Тепĕр тесен паллаштарни тени тĕрĕсех те мар пуль - ăна ахаль те лайăх пĕлетпĕр-çке. Хăй вăхăтĕнче Экономика аталанăвĕн министерствине ертсе пынă, унтан - Правительствăна. Паян та премьер тивĕçне пурнăçлать, Владимир Путин Президент «çуначĕ» айĕнчи управлени кадрĕсен резервĕнче тăрать...
Юрий Егорович трибуна çинчен кайиччен меллĕ самантпа усă курса ПК комитечĕн председателĕ Игорь Кушев ăна ыйту пачĕ: РФ КП членĕ Алексей Лапин ертсе пыракан компани Шупашкарти Ленин комсомолĕн урамĕнче çурт çĕклет, халăх кăмăлсăр - ахаль те тăвăр вырăнсенче çуртсем тăвас йăла хăçан вĕçленĕ?
Коммунистсен фракцийĕн ертÿçи Дмитрий Евсеев тÿрех пуç çĕклерĕ: ку тема кун йĕркинчи ыйтупа пачах та çыхăнман! Хăйĕн партири юлташне хÿтĕлес терĕ пулас та - Юрий Егорович хуравран пурпĕр пăрăнмарĕ. «Ĕç-пуç çын вăл е ку партире пулнипе пачах та çыхăнман, - терĕ вăл. - Çакна çеç калам: республика Пуçлăхĕ те, хула влаçĕсем те «тăвăрлатакан» строительствăна хирĕç».
Тинех Иван Борисович хăй те сăмах илчĕ. Паллă сăлтавсене тата çулталăк вĕçленменнине кура 2015 çула хаклама тăхтарĕ, Правительство ĕçĕпе 2010-2014 çулсене 2009 çулхипе танлаштарса паллаштарчĕ. Чылай енĕпе ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Промышленноçра ку кăтарту 145: урлă та каçнă /Раççейри вăтам ÿсĕм - 119: яхăн/. Паян Чăваш Енре предпринимательлĕхĕн 49 пин субћекчĕ ĕçлет, вĕсем ĕçлекен йышăн 37: ĕçпе тивĕçтереççĕ. Çурт-йĕр çĕклесси, çулсем тăвасси, ялхуçалăхĕнчи ĕçсем - кашни отрасльти лару-тăрăва сăнлакан цифрăсене асăннă май аталану çулĕпе утни куçкĕрет.
Малашлăх планĕсем те пысăк. Çитес пилĕк çулта Правительствăн Чăваш Ене 250 млрд тенкĕ инвестици хывассине тивĕçтермелле. Çапла вара 2020 çул тĕлне промышленноç производствин калăпăшне 18: таран пысăклатмалла. Çак тĕллевпе Иван Борисович индустри паркĕсем пулăшасса шанать. Вĕсем виççĕрен кая мар пулмалла. Пĕрне иртнĕ çулла хута янă ĕнтĕ, теприне тума пуçланă. Çурт-йĕр строительствине илес-тĕк - экономкласс йышши хваттерсен строительстви çине пусăм тăвасшăн. Республикăра ача сачĕсен строительствин программи ăнăçлă вĕçленсе пырать, çитес çулсенче вара 17 шкул хута яма палăртнă.
Регламентпа килĕшÿллĕн кашни фракци представителĕсем ыйтусем пачĕç. Коммунистсене хуравланă май Иван Борисович кăçал Чăваш Енре промышленноç производствин индексĕ чакнине пытармарĕ - пĕлтĕрхипе танлаштарсан 91% шайĕнче. Шел, хаксем те ÿссе пыраççĕ: хальлĕхе - 108,5%, çулталăк вĕçленнĕ тĕле 111,9% пулать-тĕр. Çав вăхăтрах халăх тупăшĕ чакнă - 97,7% шайĕнче.
Промышленноç кăтартăвĕсем япăхланнине Правительство пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи çăмăл мар ĕç-пуçпа çыхăнтарчĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, «Промтрактор-Вакун» тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 5 млрд ытла тенкĕлĕх пулнă, кăçал вара - пĕтĕмпе те 200 млн тенкĕлĕх кăна. «Трактор завочĕсем» концерн иртнĕ çулхинчен кая мар ĕçленĕ пулсан та пирĕн лару-тăру лайăхрах пулатчĕ», - пĕтĕмлетрĕ Иван Борисович.
Татьяна Старева депутата Улатăр хулине шывпа тивĕçтерес ыйту пăшăрхантарать. Пĕртен-пĕр çăлкуç - Сăр шывĕ, вăл вара ăшăхланса пырать. Иван Моторин ку енĕпе республика влаçĕсем чылай ĕçленине палăртрĕ, халь вара чи малтанах вырăнти влаçсен çине тăрса ĕçлемелле. «Тасатакан сооруженисем турăмăр, шыв илмелли вырăна тарăнлатмашкăн земснаряд та туянса патăмăр. Унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Пăхатпăр та - Улатăр администрацийĕн çав земснаряда курупкасенчен кăларма та ерçÿ пулайман иккен...» - терĕ те - çакăн хыççăн депутат нимех те калаймарĕ.
Олег Николаев эсера халь-халь йĕркелемелли Министрсен Кабинетĕнче камсем пуласси кăсăклантарчĕ. Паллах, ку ыйтăва Иван Моторин татăклăн хуравлаймарĕ: «Министрсене ЧР Пуçлăхĕ хăй тĕллĕн палăртать - çавăнпа та эпĕ кун пирки хальлĕхе нимех те калаймастăп. Иртнĕ çулсенче хăшĕсем дистанцирен тухса ÿкни вара - йĕркеллĕ пулăм. Правительствăн пулас членĕсене илес-тĕк - республика ертÿçипе хутшăнатпăр, ку тĕлĕшпе чăрмав çук».
Кунта ĕç çуккине пула пин-пин чăваш пурнăçа йÿнеçтерес тĕллевпе республика тулашне ĕçлеме çÿрени пирки те ыйту пулчĕ. Премьер тивĕçĕсене пурнăçлаканăн шучĕпе, чи малтанах производствăсене çĕнетмелле - унсăрăн вĕсем конкурентлă рынокра упранса юласси иккĕленÿллĕ. Тепĕр енчен, производствăна çĕнетни те нумай ĕç вырăнĕ парасса кĕтни вырăнсăр. «Сăмахран, чăх какайĕ туса илесси. Темиçе çул каялла кăна ашлăх бройлера çитĕнтерсе çитерме 100 кун кирлĕччĕ. Паян вара - 37-39 кун кăна...» - терĕ вăл.
«Химпромра» глифосат производствине вырнаçтарасси, Чăваш Ене Китай çыннисем килсе туласси пирки пăшăрханакан депутата та тĕплĕ хуравларĕ: «Ренова Оргсинтез» «Химпром» аталанăвĕн стратегийĕпе 5 çул каяллах паллаштарнăччĕ. Апла-тăк глифосат ыйтăвĕ мĕншĕн шăпах паян пурне те хумхантарма пуçларĕ? Хальлĕхе ку ыйту калаçмалăх та çук - пăравус умĕн чупар мар. Çакна та калам: «Химпромра» хальхи хăрушлăх тăваттăмĕш шайра, глифосат хăрушлăхĕ вара чылай пĕчĕкрех. Тăванла Китай халăхĕн ывăл-хĕрĕ кунта хими отраслĕнче, ялхуçалăхĕнче йышлăн ĕçлесси пирки калас-тăк - тивĕçлĕ комиссие ертсе пынă май нумаях пулмасть ют çĕршыв çыннисене ĕçлеме йышăнмалли квотăна алă пусрăм. Унта узбексем нумай, китаецсем çук. Тепĕр енчен, хальлĕхе эпĕ китаецсем республикăна хывнă чăн инвестицисене курман-ха, эпир вĕсене çĕр те уйăрса паман».
Унтан фракцисен ертÿçисем хăйсем сăмах илчĕç. Игорь Моляков яланхиллех хивре калаçрĕ. Унăн шухăшĕпе, лару-тăру йывăр-тăк - Михаил Игнатьевăн хăйĕн Правительство тилхепине алла илмелле. Вăл Министрсен Кабинетĕнче темиçе вице-премьер пулнине те хирĕç: вĕсем пысăк укçа илеççĕ, çав вăхăтрах хура ĕç пурнăçлакан пĕчĕк шайри специалистсене чакарма тивет. Игорь Юрьевич çавăн пекех Николай Федорова сенатор должноçне сĕннипе те кăмăлсăр: «Саввăсене», ыттисене Чăваш Ене вăл илсе килнĕ. Халь, авă, «Савва» ертÿçи ташă çаптарать, клипсем ÿкерет, Федоров вĕсене пĕтĕмпех панă - паян унпа ыталашатпăр...» Сăмахне пĕтĕмлетнĕ май вăл татăклăн пĕлтерчĕ: «Эпир Моторина хирĕç мар - вăл кăмăллă çамрăк çын. Анчах ăна Правительство пуçлăхĕн должноçĕнче çирĕплетессипе килĕшме хирĕç».
«Единая Россия», хăй калашле, «реалистсен, финансистсен тата экономистсен партийĕн» представителĕ Игорь Кушев Моторина 2004 çултанпах лайăх пĕлнине аса илтерчĕ - «пĕкĕрĕлмен çирĕп кăмăллă çын». Çакна вăл унăн ĕçĕнче кăна мар, сăнĕ-кĕлеткинче те курать - «çулталăк хушшинче мĕнлерех улшăнчĕ!» Депутат иккĕленмест: Игнатьевпа Моторин - питĕ лайăх тандем.
Çăвĕпех шавлă акцисем ирттернĕ, ĕçлекен влаçа критикленĕ Андрей Кулагин либерал-демократ ку хутĕнче те пурне те ятласса кĕтнĕччĕ те - апла пулмарĕ. Тĕлĕнмелле те, ку хутĕнче вăл пурне те влаçпа алла-аллăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ, Иван Моторин кандидатуришĕн пулнине пĕлтерчĕ.
Вăрттăн сасăларĕç. Тĕп йыш Михаил Игнатьев каллех Иван Моторина Правительствăна ертсе пыма шанас тенипе килĕшрĕ. Тулли праваллă премьер пулса тăмашкăн Иван Борисовичăн халь ЧР Пуçлăхĕн указне кĕтмелли çеç юлать.
Кун йĕркинчи малалли ыйтусем вара - саккунсен проекчĕсем. Тĕрĕссипе, пурте Правительство сĕннĕскерсем те - вĕсене Министрсен Кабинетĕнче тишкернине, çав ларусене хаçатра тĕплĕ çутатнине, саккунсен проекчĕсемпе вулакана паллаштарнине кура тепĕр хут таврăнни ытлашши те пуль. Республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016 тата 2017 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕ пирки кăна темиçе сăмах каласа хăварам. Проектпа вице-премьер - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина паллаштарчĕ. Правительство ларăвĕнче çак документ пирки Иван Моторин «утияла кура ура тăсатпăр» тенĕччĕ. Хушса мĕнех калайăн? Хăшпĕр енĕпе бюджет хушăнать, чылай енĕпе - чакать. «Тĕп финансист» республикăн хăйĕн тупăшĕсене ÿстерме тăрăшмалли çинче чарăнса тăчĕ. Сăмах май, Чăваш Енре кашни çынран илекен налук виçи округри регионсенчипе танлаштарсан чи пĕчĕкки иккен - çулталăкра 61 пин тенкĕ. Нумай регионта ку виçе чылай пысăкрах. Хăшĕсенче - 1,3 хут таранах.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас