Ăрусен çыхăнăвĕ татăлмалла мар

30 Авăн, 2015

Вăл çемьесене, çĕршыва тĕреклетмелли кĕпер

Тĕп хулан Çĕнĕ-кăнтăр микрорайонне çÿрекен общество транспортĕнче тăтăшах куратăп ăна. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер ывăл-хĕрĕ патне мăнукĕсене пăхма çÿрет пулĕ теттĕм малтан. Ăçталла çул тытнине пĕлесшĕн пултăм ку хутĕнче. Йăнăшнă иккен, аслă шкул ÿсĕмне çитнĕ мăнукĕсем асламăшĕ патне хăйсем тăтăшах пыраççĕ. Ку вара тунсăх пусса илнипе халăха социаллă пулăшу паракан учреждение васкать. Чăн та, кĕрхи-çурхи тапхăрта кăна. Çу кунĕсенче вăл дачăра тĕпленет. Унти ĕçсем вĕçленсен - каллех социаллă учреждение. «Килте пĕччен ларас килмест. Мăнуксем килеççĕ те каяççĕ. Ун хыççăн каллех тунсăх пусать. Хăшпĕр кинемей пек под<езд умне тухса хĕвелçаврăнăш тĕшĕлеме пултараймастăп. Иртен-çÿрен: «Çак хĕрарăмăн килĕнче ĕç çук пулĕ», - тейĕ. Хваттере тасатма та ĕлкĕретĕп. Центрта мана питĕ килĕшет.

Тĕрлĕ ÿсĕмрисем пухăнатпăр унта. Социаллă ĕçченсем пулăшнипе ÿт-пĕве пиçĕхтеретпĕр, тавракурăма анлăлататпăр, экскурсисенче пулатпăр», - терĕ пĕлĕшĕм.

Çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ

Ренада Федорова ертсе пыракан социаллă учреждени пурнăç уттинчен юлмасть. Аслă ăру çыннисене пулăшас енĕпе çĕршывра усă курма тытăннă çĕнĕ технологисене республикăра чи малтан вĕсем ĕçе кĕртеççĕ. Çапларах хаклаççĕ Шупашкар хулинчи халăха пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр ĕç-хĕлне ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче.

Асăннă учреждение 2013 çулта хула районĕсенчи тăватă тытăма пĕрлештерсе пысăклатнă, халăха пулăшмалли мелсене анлăлатнă. Çакăн усси куç умĕнчех: пĕлтĕр, тĕслĕхрен, унăн пулăшăвне 49 пин çын тивĕçнĕ.

Паян центрта аслă ăру çыннисене киле пырса пулăшакан - 6, стационарлă - 1, кăнтăрлахи - 3, васкавлă - 1, социаллă консультацин 2 уйрăмĕ ĕçлеççĕ.

Кунта тăван кил ăшшине тупнисем - 28-ăн, социаллă ĕçченсен хÿттине килте илекенсем - 830-ăн.

Куллен çÿрекенсем - 100-ĕн, пĕрисене - тĕп учрежденире, теприсене - асăннă тытăмăн Хусанкай, виççĕмĕшĕсене Константин Иванов урамĕсенче вырнаçнă пайĕсенче йышăнаççĕ.

Специалистсем вĕсене тĕрлĕ программа сĕнеççĕ. Кун-çула вăрăмлатмашкăн пуçаруллă хутшăнакансен шкулĕнче сиплев хусканăвĕсем туса тĕрекленеççĕ аслă ăру çыннисем, сывлăх сукмакĕпе уçăлса çÿреççĕ, Скандинави уттипе алă-урана кăна мар, пĕтĕм шăмшака çирĕплетеççĕ.

Пултарулăха кура кашнийĕ хăйĕн киленĕçне тупнă: юрă ăстисен 5 хорне /пĕри - арçынсен/ йĕркеленĕ.

Чун туртăмĕн 28 клубĕ ĕçлет: «Ешĕл тĕнче», «Дачник» тата ытти. Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалласа ирттернĕ конкурсра вĕсем хăйсен пахчи-дачинче çитĕнтернĕ улма-çырларан янтăланă тĕрлĕ çимĕçе халăх умне кăларĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç. Çĕнтерÿçĕсене, паллах, тивĕçлĕ хавхалантару кĕтет.

Социаллă туризмăн виçĕ мелĕпе усă курма май пур: çуран, автомобиль тата теплоход çулçÿревĕсем йĕркеленĕ. Иртнĕ кунсенче кăна пĕр ушкăн Хусан çывăхĕнчи Раевски мăнастыре кайса килчĕ. Хамăр республикăн паллă вырăнĕсене çитсе курас тĕллевлисем те йышлă.

Аслă ăрурисен университечĕ çынсене хăй патне туртать. Чăваш Енри институт-университетпа çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх центрта 8 факультет уçнă. Преподавательсем центра килсе тĕрлĕ темăпа лекцисем вулаççĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, ăсталăх класĕсем ирттереççĕ. Акă, сăмахран, çак кунсенче искусство шкулĕн черетлĕ занятийĕнче алă айĕнчи ансат материалтан - кăвак тăмран, тăварлă чустаран, манна кĕрпинчен - тетте, хутран квилинг меслечĕпе чечек, кайăк кÿлепине ăсталама хăнăхтарчĕç.

Центрта пулăшу илекенсен хушшинче хĕллехи тата çуллахи спартакиадăсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕсем те Наци кросĕнче тупăшрĕç. Чăн та, залив хĕрринче мар, хăйсене çывăхрах та хăтлăрах вырăнта: Шумилов урамĕнчи Пултарулăх аллейинче, Мускав районĕнчи студентсен паркĕнче, «Дорисс» паркра.

Нумаях пулмасть тепĕр программăна ĕçе кĕртнĕ - кинемейсемпе мучисене инкек-синкекрен хÿтĕленмелли мелсене вĕрентме тытăннă. Ара, шуçлак çанталăкра шуса кайнипе аманас мар тесен тĕрĕс «ÿкме» пĕлмелле иккен, тĕттĕм кĕтесре пуçтахсем тапăнсан хÿтĕленме пултармалла. Çак ăсталăха вĕсене центр специалисчĕ - спорт мастерĕ хăнăхтарать.

Кăнтăрлахи уйрăма çÿрекенсен хушшинче ыйтăм йĕркеленĕ, центрти вăхăта усăллă ирттермешкĕн мĕн сĕннипе интересленнĕ. Респондентсен 60 проценчĕ ют чĕлхе вĕренме кăмăл пуррине пĕлтерни пирĕн ватăсем чăннипех пуçаруллă пулнине çирĕплетет. Чикĕ леш енче пулса курасшăн çитмĕл урлă каçнăскерсем, унта тымар янă мăнукĕсемпе, ытти тăванĕпе курнăçасшăн. Ырă ăнтăлăва пурнăçа кĕртмешкĕн мĕншĕн пулăшмалла мар? Халĕ пуçлăх волонтерсем шырать. Вĕсене ют чĕлхе вĕренекен студентсен хушшинче тупма ĕмĕтленет.

Килтен тухса çўреймен ватăсене те манăçа кăлармаççĕ социаллă ĕçченсем. Вĕсем валли электронлă социаллă пулăшуçă йĕркеленĕ. Специалистсем ветерансем патне пырса хăйсен ноутбукĕсемпе усă курса аслă ăру çыннисене компьютерпа хутшăнма хăнăхтараççĕ. Асăннă пулăшăва тивĕçес текен йышлансах пырать: ара техника ĕмĕрĕнче Интернетпа усă курма пĕлменни чĕр нуша вĕт. Çĕршыв тăрăх саланнă ывăл-хĕрĕпе, мăнукĕсемпе хутшăнма питех те меллĕ вăл. Иртнĕ ĕмĕрти евĕр çыру вĕççĕн хутшăнакан çукпа пĕрех халĕ: монитор умне лар та темиçе «тÿмене» пускаласа ил кăна - хыпар вăхăтра çитет, хуравĕ те çийĕнчех килет.

 

Ăрусен çыхăнăвĕ

Ачан ашшĕ-амăшĕн хÿттинче çитĕнмелле, çав вăхăтрах кукашшĕ-кукамăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн ăшшине туйса ÿсмелле. Кун-çул сукмакне самаях такăрланă ватăн çамрăка ырăпа усала уйăрса илмешкĕн хăнăхтармалла, ăшпиллĕ, кăмăл-сипетлĕ пулмашкăн вĕрентмелле. Çакă - ăруран ăрăва куçмалли йăла-йĕрке. Шел те, тĕрлĕ сăлтава пула пирĕн обществăра ăрусен çыхăнăвĕ татăлни час-часах пулать.

Акă, ватлăх кунĕсене пĕчченлĕхре ирттерекенсене илĕпĕр. Центрта тăван кил ăшшине тупнисенчен, урăхла каласан, кунта пурăнакансенчен чылайăшĕн ачи-пăчи пур. Хăйсенчен килмен сăлтавпа пурнăç сукмакне ачисемпе, мăнукĕсемпе пĕрле такăрлама хевте çитереймеççĕ вĕсем. Çавăнпах ваттин патшалăх çуртĕнче хÿтлĕх шырама тивет. Тăнăçсăр çемьесенче ÿсекен ачасен шăпине тишкерни те çавнах çирĕплетет. Ăрусен çыхăнăвĕ пулманнипе нушана пĕчĕклех лекнĕскерсене социаллă учреждени хăйĕн хÿттине илнĕ. Центра Калинин районĕнчи 30 ача куллен çÿрет, кунта пур енлĕн аталанма пултарать. Уроксенчен пушă вăхăта социаллă учрежденире усăллă ирттерме тăрăшаççĕ вĕсем, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Апатланăвĕ тÿлевсĕр, кирлĕ-тĕк тумпа та пулăшаççĕ. Центр ертÿлĕхĕ çирĕплетнĕ тăрăх - ку енĕпе спонсорсем уйрăмах уçă кăмăллă, укçан та пулăшаççĕ, япалапа та. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шкул хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ вĕсем. Чăн та, Калинин районĕнчи йывăр шăпаллă çул çитмен çамрăксене кăна мар, Украинăран куçса килсе Шупашкарта тĕпленнисене те. Çапла пулмалла та, ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан вĕсен шăпишĕн кашниех тăрăшмалла.

Ренада Вениаминовна палăртнă тăрăх - кăçал уçăлнă пукане театрĕнче лартакан спектакльсене ачасен ушкăнĕ пуçаруллă хутшăнать, аслă ăру çыннисемпе пĕрле вĕсем хăйсем калăплакан сăнарсене ĕнентерÿллĕн уçса парассишĕн çине тăраççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Хуркайăксем» агитбригадăри çул çитмен çамрăксем килтен тухса çÿреймен ветерансем патĕнче пулса парнесемпе кăна мар, юрă-ташăпа та савăнтарнă. Ачасем аслă ăру çыннисем патне чунпа туртăнаççĕ, ватăсем - ачасем патнелле.

Шупашкарти 114 тата 125-мĕш ача сачĕсем те комплекслă центрпа чылайранпа туслă çыхăну тытаççĕ, пĕчĕкскерсем ветерансене уяв ячĕпе саламлама килеççĕ, юмахсем тăрăх пĕчĕк инсценировкăсем кăтартаççĕ.

Центрта 3 çул каялла йĕркеленĕ музей та илĕртет лара-тăра пĕлменскерсене. Вăрçă паттăрĕсене, Андриян Николаев космонавта, тăван халăхăн ĕлĕкхи пурнăçне халалланă экспонатсем умĕнче чылайччен чарăнса тăраççĕ, ватăсем ăнлантарса панине тимлĕн итлеççĕ.

Ветерансем «садике» çÿреççĕ

Ренада Федорова çĕршыв шайĕнчи канашлусенчен пĕринчен хăпартланса таврăннă: уйрăм регионта ватăсем валли ятарлă садик йĕркелеме пултарнă-тăк, Чăваш Енре мĕншĕн пулмалла мар? Шухăшланă, канашланă - палăртнине пурнăçланă.

Сентябрь уйăхĕнче Шупашкарта ватăсемпе инвалидсен «ача пахчийĕ» уçăлнă. Вăл асăннă центрта вырнаçнă, хальлĕхе тăватă вырăнлă. Иртнĕ эрнере тепĕр çын килме кăмăл тунă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне вырнаçтарас пирки хĕрĕ пĕлтернĕ.

Садик «воспитанникĕсем» - 80-90 çулсенчисем. Çук, çук, ывăл-хĕрĕшĕн ытлашши мар ашшĕ-амăшĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă вăйпитти ачи-пăчи - кунĕпех ĕçре, ватăсем вара килте тĕмсĕлсе лараççĕ. Унашкаллисенчен хăшпĕрне пăхмашкăн ют çынна тара тытакан та сахал мар. Ятарлă садик уçни чылай ыйтăва уçăмлатма пулăшать. Хăйсене пăхма пултарайман ватăсене çывăх çыннисем социаллă учреждение ирхине леçсе яраççĕ, каç пулттипе илсе каяççĕ.

Садикре социаллă ĕçченсем вĕсен пурнăçне чĕрĕ варкăш кĕртме тăрăшаççĕ, сиплев гимнастикине хутшăнтараççĕ, пĕрле кĕнеке вулаççĕ, сÿтсе яваççĕ, картишĕнче уçăлса çÿреççĕ, кунта тăрăшакансемпе стационарта тĕпленнĕ ватăсем çитĕнтерекен чечек йăранĕсен илемĕпе киленеççĕ. Апатланаççĕ, тĕлĕрсе илмешкĕн вырăн яланах хатĕр.

Федерацин 442-мĕш статйи тăрăх - асăннă пулăшу, паллах, тÿлевлĕ. Анчах çав тери хаклă теме çук, кашнин пенсийĕн тата пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçисен уйрăмлăхĕн 50 проценчĕ чухлĕ кăна саплаштармалла. Кун пек чухне хăйсене пăхайман ватăсем те шанчăклă алăра, вĕсен çывăх çыннисен чунĕсенче те лăпкă...

 

«Ĕçе чунпа парăннă эпир...»

Коллектив пĕчĕк мар: аслă ăру çыннисене пулăшмашкăн куллен 257 çын хутшăнать. Вĕсен çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех: хÿтлĕх илес текен йышлансах пырать.

Çынсемпе ĕçлемешкĕн, уйрăмах ватă çынсене пăхмашкăн, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтермешкĕн, нихăçан та çăмăл пулман. Социаллă учреждени хÿттинчи çынсен хутшăнăвĕсем черченкĕ пулнине пăхмасăр кунта килĕшÿпе татулăх хуçаланать. Пĕрне пĕри çур сăмахранах ăнланаççĕ, пурнăçа хăтлă тăвассишĕн пĕрле тăрăшаççĕ. Специалистсем - ăста та пултаруллă, пысăк опыт пухнă, хăйсен ĕçне чунпа парăннă. Сăмахран, Ренада Федорова социаллă тытăмра 33 çул вăй хурать, çав шутра асăннă коллектива виççĕмĕш çул ертсе пырать. Вăл килнĕренпе учреждени тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ, хăйĕн статусне кăна мар, ячĕ-шывне те ÿстерчĕ.

Шалу пысăк маррине пăхмасăр, чунпа кунтах туртăнаççĕ социаллă ĕçченсем. Вĕсен миссийĕ пархатарлă: йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшасси, хăйсен ырăлăхĕпе унăн чĕринчи шанăç хĕлхемне йăл илтересси.

«Хамăр ĕçе чунпа парăннă эпир, çакă куллен вăй-хал парса тăрать те ĕнтĕ», - тет ертÿçĕ ырă малашлăха шанса.

Валентина СМИРНОВА

Шупашкар хули

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.