Тaрна кунĕ

24 Авăн, 2015

Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăрна кунне паллă тăваççĕ. Тăрна - питĕ авалхи кайăк. Вĕсен малтанхи тĕсĕсем 40-60 млн çул каяллах пулнă теççĕ ăсчахсем. Тăрнасен тĕп килĕ - Çурçĕр Америка, унтан вĕсем Азине, каярах Африкăна, Австралине сарăлнă. Хальхи вăхăтра тăрнасем Антарктидăпа Кăнтăр Америкăсăр пуçне пур çĕрте те тĕл пулаççĕ. Хĕл каçма Иран тата Инди çĕршывĕсене вĕçеççĕ. Пурĕ тăрнасен 15 тĕсне /вид/ палăртнă. Вĕсенчен 7 тĕсĕ Раççейре тĕл пулать. Хăшпĕр тĕсне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

Тăрнасен пурнăçĕ шыв-шурпа çыхăннă. Пирĕн çĕршывра пурăнакан Стерх - Шурă тăрнана Пĕтĕм тĕнчен тата Раççейĕн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ. Шурă тăрна Коми Республикинче, Архангельск облаçĕнче, Якутин çурçĕр хĕвелтухăç районĕсенче тĕпленсе чĕпĕ кăларать. Хĕл каçмалли вырăнĕсем - Индипе Иран.

Чăваш Республикинче пурăнакансем - сăрă тăрнасем. Вĕсене Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Пĕлтĕр Сăр тăрăхĕнче тăрнасен 400 мăшăрĕ çу каçма килнине палăртаççĕ орнитологсем. Ку - лайăх туртăм. Сăр тăрăхĕнчи вăрман чăтлăхĕсем, шурлăхсем тăрнана чĕпĕ кăларса çитĕнтерме меллĕ. Юнашарах аслă уй-хирсем пулни çак кайăксене кăнтăра вĕçиччен тулăх апатпа тĕрекленме май парать. Чĕпĕсем ÿссе çитĕнсен тăрнасем пысăк йыша пуçтарăнаççĕ, вĕçсе çунатсене çирĕплетеççĕ. Юлашки çулсенче палăртнă тăрăх, кăнтăра вĕçес умĕн тăрнасем апатланма Чулхула облаçĕн уй-хирĕсене каяççĕ. Каçхине Сăр тăрăхне таврăнаççĕ. Сентябрь уйăхĕнче орнитологсем тăрнасене шутлаççĕ: хушăннине е сахалланнине палăртаççĕ. Шăпах тăрнасене шута илнĕ кунпа çыхăнтарнă та Пĕтĕм тĕнчери тăрнасен кунне.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.