Социаллă тÿлев, амăшĕн капиталĕ...
Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин, Федерацин налук тата суд приставĕсен управленийĕсен, «Чăвашреспрофсовет», Суту-илÿпе промышленноç палатин, Социаллă страхованин, «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» регион уйрăмĕсен, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсен, Раççей Перекет банкĕн представилĕсем хутшăннă.
Роза Кондартьева управляющи 2013 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри уйрăмăн иртнĕ çулхи тĕллевĕсем пенсие вăхăтра палăртассипе, ăна валли пухнă укçана тÿлессипе, обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсен взносĕсем тĕлĕшпе малтанласа палăртнă плана пурнăçлассипе, патшалăх пулăшăвĕпе пурне те тивĕçтерессипе тата унăн пахалăхне лайăхлатассипе, Раççей пенси тытăмĕн нумай вăхăтлăх аталанăвĕн Стратегийĕ пирки халăха анлăн ăнлантарса парассипе çыхăннă.
Пĕлтĕр республикăри уйрăмăн тупăшĕ 14,8 процент ÿснĕ, 16,1 млрд тенке çитнĕ е прогноз планĕнчен 0,5 млрд тенкĕ иртнĕ. Пенсипе тата социаллă тÿлевсемпе тивĕçтерессин тăкакĕсем 14,6 процент хăпарса 45,6 млрд тенкĕпе танлашнă.
2013 çулта пенсионерсен йышĕ 4,4 пин çын нумайланса 351,6 пин çынна çитнĕ. Ватлăхри ĕç пенсийĕн вăтам виçи 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 9,6 пин тенкĕ шутланнă е республикăри уйăхри вăтам ĕç укçин 37 проценчĕпе танлашнă тата пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,9 хут иртнĕ.
Харпăр хăй тупăшĕ ĕç пенсийĕсен страховани пайне тÿлемешкĕн 37 процент кăна çитнипе РФ Пенси фондĕнчен хушма укçа 23,2 млрд тенкĕ уйăрнă.
Страхланă 29,2 пин çынна пенси валли пухăннă нухрат шучĕпе тÿлев панă: чылайăшне пĕр хут - вăтамран 9,5 пин, хăшне пенсипе вăхăтлăх тÿлевĕпе пĕрле - уйăхра вăтамран 0,8 пин, ыттине - ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ шучĕпе - уйăхра вăтамран 0,4 пин.
Ĕçлемен пенсионерсен пурлăх шайне ÿстернĕ май федерацин социаллă тÿлевне тивĕçекенсен йышĕнче çулталăк пуçланнăранпа 964 çын чакнă, 26,5 пинĕн юлнă, вĕсем уйăхсерен 1,2 пин тенкĕ илсе тăраççĕ.
109,4 пин çын федераци çăмăллăхçи шутланать, вĕсен уйăхри укçа тÿлевĕ 1,8 пин тенкĕпе танлашать.
Чăваш Республикин 2013 çулхи социаллă программине финансласа социаллă 2 учреждение тĕпрен юсама тата киле пырса пулăшакан уйрăмсен мобильлĕ бригадисем валли автомобиль туянма 2,9 пин тенкĕ уйăрнă.
2013 çулта амăшĕн капиталĕн сертификатне 8,3 пин çемье илнĕ. Ку енĕпе йышăннă саккун вăй илнĕренпе 49 пин сертификат панă. Унăн укçипе хуçаланмашкăн ыйтса 7,2 пин çын заявлени çырнă, ку кăтарту малтанхи çулхинчен 9 процент нумайрах. Чылайăшĕ /95 процент/ пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе усă курасшăн. Ачисене вĕрентес, çав шутра ясли-сада çÿретнĕшĕн тÿлес текенсем - 5 процент. Сертификат хуçисен çуррийĕ унпа 9 млрд тенкĕлĕх усă курнă.
Страховани взносĕсене администрациленине илес тĕк ĕçпе тивĕçтерекенсен обязательнăй пенси страхованийĕ енĕпе пухăннă парăмĕ 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 396,6 млн, обязательнăй медицина страхованийĕ тĕлĕшпе 74,4 млн тенке çитнĕ.
Йышăннă мерăсене пула пĕлтĕр Пенси фондне 2,85 млрд тенкĕ пырса кĕнĕ.
Патшалăх софинансированийĕн программин саккунĕ вăйра тăнă 5 çулта унта 203,7 пин çын кĕнĕ, çав шутра 2013 çулта - 59,5 пин.
Пĕлтĕр 411,4 млн тенкĕлĕх хушма взнос пухăннă е прогноз кăтартăвĕнчен 2,6 хут нумайрах.
Пенси валли пухăннă укçа-тенке инвестицилесси пирки 59 пин заявлени йышăннă /2012 çулхи шайăн 153 проценчĕ/, çав шутра ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕн страховани взносĕн тарифне суйланисенчен - 7,8 пин.
Страхланă çын вилнĕ хыççăн унăн еткерçисенчен 2,5 пин заявлени йышăннă, вĕсене пенси валли пухăннă укçана 22,7 млн тенкĕ тавăрса панă.
Кулленхи ĕçре пенси служби электрон технологийĕпе анлăн усă курать. 2013 çулта пилот проекчĕпе килĕшÿллĕн республика уйрăмĕн Интернет сайтĕнче ĕçпе тивĕçтерекенсемпе предпринимательсем валли «Тÿлевçĕн харпăр хăй пÿлĕмĕ» электрон сервис ĕçе кĕртнĕ.
Электрон мелĕпе алă пусса çыхăну каналĕпе отчет паракан йышланса пырать, Ку хисеп 98,2 процент, вĕсене уйрăм çыннăн кăтартăвĕсен 99,6 проценчĕпе тивĕçтереççĕ.
Электрон макетпа усă курса ватлăхри ĕç пенсийĕсен 95,7 процентне палăртаççĕ.
Асăннă тапхăрта ведомствăсен хушшинчи 23,3 пин запроса электрон мелĕпе йышăннă. Вĕсен пысăк пайĕ отчет парассипе, социаллă тÿлевсемпе тата пенсисемпе, страховани взносĕсемпе, шалупа çыхăннă.
2013 çулта пенси службин уйрăмне 1,9 пин ыйту çитернĕ: 31 проценчĕ - электрон мелĕпе. Клиент службине 633,1 пин çын пынă. Вырăна тухса ирттернĕ 2,9 пин йышăнура 17,9 пин ыйтăва пăхса тухнă. Skуре программăпа усă курса граждансене курав мелĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин Пурлăхĕн Администрацийĕ, влаç органĕсем пулăшнипе, ЧР Общество палати тата Чăвашреспрофсоюз хутшăннипе пенси тытăмĕн нумай вăхăтлăх Стратегине халăх хушшинче анлăн сÿтсе явма пултарнă.
2013 çулта РФ Пенси фончĕн Куславкка районĕнчи управленийĕн администрацин çĕнĕ çуртне хута янă, Элĕк, Патăрьел, Вăрмар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчине тĕпрен юсанă. Тухса çÿреме кансĕр граждансем валли юрăхлă хутлăх йĕркелес тĕллевпе 6 управленире ятарлă хатĕр /ступенькоход/ вырнаçтарнă.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас