Чăваш юрри - чун киленĕçĕ
90 çул каялла килнĕ вăл çакă çутă тĕнчене. Ирех ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнăскерне Мăн Вылă ялĕнче пурăнакан тăванĕ хăй патне илнĕ.
Вăрçă пуçланнă çул Феодосия, хĕре çапла чĕннĕ, 16 тултарнă. Ыттисемпе пĕрлех мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ - колхоз валли вутă хатĕрленĕ, каярахпа завода вырнаçнă. Пулас мăшăрĕпе шăпах асаплă çак çулсенче паллашнă хĕр. Çамрăксем 1953 çулта пĕрлешсе Мăн Вылăрах тĕпленнĕ. Çемьере 5 ача çуралнă. Ĕç ветеренĕ Феодосия Димитриева паян 17 мăнукĕпе тата вĕсен 20 пепкипе савăнать.
Çак кунсенче хисеплĕ хĕрарăм килне сумлă хăнасем пуçтарăнчĕç: 90 çул тултарнă ятпа Феодосия Димитриевăна Элĕк район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Эдуард Николаев, районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай специалист-эксперчĕ Дина Кузьмина, Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов саламларĕç. Хăнасем пушă алăпа пыман - Эдуард Владимирович Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă телеграммипе паллаштарчĕ, ыттисем хĕрарăма парнесемпе савăнтарчĕç.
М.МИХАЙЛОВА.