Укçана шыраса илнĕ

25 Çурла, 2015

Вăрмар районĕн сучĕ Тăвай районĕн прокурорĕн «Красная Чувашия» ЯХПКран преступлени туса кÿнĕ 166 пин ытла тенкĕлĕх сиене республика бюджечĕ валли шыраса илме тăратнă тавăçа тивĕçтерчĕ.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - 2009 çулхи декабрьте хуçалăх ертÿçи суя кăтартусем кĕртнĕ документсемпе усă курса çынсене ĕçе вырнаçтармалли программăпа районăн ĕçлев центрĕнчен укçа илнĕ. 166 пин ытла тенке çынсене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма, общество ĕçĕсене пурнăçлакансене тÿлеме уйăрнă. Следстви вара хуçалăх ĕçченĕсене ĕçрен йышлăн хăтарас хăрушлăх пулманнине уçăмлатнă. ЯХПК ертÿçи укçапа урăх тĕллевпе усă курнă.

Суд хуçалăх ертÿçине В.Мо­исеева ултавшăн айăпласа икĕ çул та ултă уйăхлăха условнăй майпа айăпласа ирĕклĕхсĕр хăварнă. Производство кооперативĕ бюджета кÿнĕ сиене следстви пынă чухне те, суд вăхăтĕнче те саплаштарманнине кура прокуратурăн суда ыйтупа тухма тиврĕ. Суд пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕ, хуçалăхран укçана шыраса илнĕ.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Рубрика: