Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?

22 Çурла, 2015

Мана çак самантра икĕ пулăм пăшăрхантарать. Пĕрремĕшĕ, тĕнчере укçа пуç пулса тăни. Çынсем кĕсьене хулăнлатассишĕн тем тума та хатĕр. Паллах, нухратсăр та пурăнма май çук. Пурпĕрех унăн виçине пĕлмелле. Çĕрме пуянсем, тĕслĕхрен, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла пурлăх пуçтараççĕ. Вăл е ку хатĕр çитмест имĕш вĕсене. Тата тем те пĕр кирлĕ...

Коррупци вăй илсе пырать. Пĕр михĕ çĕрулми вăрлакана малтан явап тыттараççĕ. Патшалăх пурлăхĕпе хăйне кирлĕ пек усă куракана кайран тин асăрхаççĕ е курмаççĕ те. Ăçта çакăнта тĕрĕслĕх?

Укçалли пурнăç хуçи пулса тăрать. Пуçĕнче мĕнле шухăш, чунĕнче мĕнле туйăм пур-ши унăн? Кам пĕлет, тен, хăйĕн ĕмĕрĕнче 3 кĕнеке те вуламан вăл. Унашкал çынпа чун илемĕ пирки калаçма пулать-и?

Иккĕмĕш ыратăвăм халăх, уйрăмах - çамрăксем, кĕнеке вулама пăрахнипе çыхăннă. Çакă мана кăна мар, нумайăшне калаçтарать. Компьютер умне вырнаçса лараççĕ те вăхăт иртнине сисмеççĕ. Унпа юнашар çывăрма та хатĕр вĕсем. Интернет серепи, чăнах, пĕтĕм тĕнчене çавăрса илчĕ.

Кирлĕ информаци тупма та пулăшать-ха вăл. Çапах ытларахăшне сиен кÿрет. Ăна пула пĕр-пĕринпе куçа-куçăн хутшăнма вăхăт çитсе пымасть.

Интернет урлă темĕн тĕрлĕ хайлавпа паллашма пулать теççĕ. Кĕнекене алăпа тытса вуланипе танлаштарма пулать-ши ăна? Эпĕ, тĕслĕхрен, чуна витернĕ самантсене каялла таврăнса тишкеретĕп. Çапла хăнăхнă та - урăхла пултараймастăп. Те аслă ÿсĕмри çын пулнипе - Интернет уçлăхĕнче кĕнеке вуласси килĕшмест мана.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.