Тĕп хулара тепĕр цех уçăлчĕ

18 Çурла, 2015

Августăн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Машинăсем тăвакансен урамĕнче автоматизаци рынокĕ валли продукци ăсласа-туса кăларакан "Каскад-ГРУП" наука-производство пĕрлешĕвĕн уявĕ иртрĕ.

Кунта обществăн администраци-производство корпусне уçрĕç. Пухăннисене республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламларĕ, çĕнĕ çуртра пысăкрах çитĕнÿ тума вăй-хал, ăсталăх сунчĕ.

Предприятире 33 çын вăй хурать. Цехра тухăçлă ĕçлеме мĕн кирли пурте пур. Халĕ те совет тапхăрĕнче тунă заводра тăрăшакансем ку корпусра вăй хуракансене ăмсанаççĕ çеç.

М.Игнатьев предприяти тĕллевĕсемпе, общество туса кăларакан автоматсемпе, ĕç условийĕпе паллашрĕ.

С.СЕРЕГИН.

Рубрика: 
Автор: