Вырăнти влаç - халăхшăн
Çĕмĕрле районĕнчи Магарин ял тăрăхĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Шел, территорири ялсем пĕр-пĕринчен аяккарах вырнаçнă тата унта пурăнакансен йышĕ сахал.
Сăмахран, Триер ялĕнче хĕл кунĕсенче çитмĕл çул урлă каçнă Нина Карпенская пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕпе 5 ывăл çуратса ÿстернĕ хастар хĕрарăм çак тăрăха питĕ кăмăллать. Ывăлĕсем хулана пурăнма чĕнсен те каймасть. Ĕне-выльăх усрать, хĕллехи вăрăм каçсенче ал ĕçĕпе йăпанать. «Ĕçлекен çыннăн ахаль ларма вăхăт çуках» тет вăл. Ачисем канмалли кунсенче килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ. Пĕчченлĕхрен Нина аппана телевизорпа радиоприемник хăтараççĕ. Паллах, вырăнти влаç та ватăна манмасть. Хĕлле автоçула юртан тасатсах тăраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова хăйĕн ĕç кунне Нина Александровнăпа çыхăнса илнинчен пуçлать. Ял маттурĕ хальлĕхе хастар-ха, анчах пĕччен çын чирлеме те пултарать. Çак шухăш канăç памасть пуçлăха.
Полярная Звездара пропискăра - 30 çын, анчах тĕпленсе пурăнакансем кунта та сахал.
Ял тăрăхĕнчи 10 ялта - 700 ытла çын. Иртнĕ çул 7 ача çуралнă, 10 çын пурнăçран уйрăлнă. Бюджетран кашни çын пуçне уйăракан укçапа пĕтĕм ĕçе йĕркелеме çăмăлах мар. Кунта çак йывăрлăха çĕнтерме май шыраççĕ, вырăнти бюджетăн тупăш пайне ÿстерме тăрăшаççĕ.
Магарин ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем кăткăс ыйтусене пĕрле татса параççĕ. Сăмахран: территорире 5 çăва, пĕтĕмпе 16 га йышăнать. Картана юсаççĕ, çÿп-çапран тасатаççĕ. Иртнĕ çул Магарин ялĕн çăви çинче Н.Сурин староста ертсе пынипе пытаракансене çумăртан, сивĕрен хÿтĕленме çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Унта пурте хастар хутшăннă. Ю.Михайлов, А.Мураткин, О.Андреева, М.Мадюшина, Н.Михайлова, В.Ильина, Б.Матвеев, З.Мазюкова, А.Кондратьева, М.Аксакова спонсорсем хăйсен тÿпине хывнă.
Кăçалхи çуркунне ейÿ тапхăрĕнче Петропавловскинчи урамсене, хăш-пĕр çурта шыв илме тытăннă. Халăха каçса çÿреме ниме мелĕпе васкавлă кĕпер тунă. Саланчăк поселокĕнчи урамсенчи çул-йĕре йĕркене кĕртессипе те ĕçлеме тытăннă.
Хуларан ку тăрăха пурăнма куçса килекен те çук мар. Вĕсем ялта тĕпленсе пурăнма тĕллев тытнă. Сăмахран: Андрей Павлов çемйипе куçса килнĕ. Хăй хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă, мăшăрĕ – почтальонка. Выльăх-чĕрлĕх усрама палăртаççĕ. Людмила Егорова пуçлăх пĕлтернĕ тăрăх - уйрăм çынсем 221 ĕне, 227 сысна, ик çĕр ытла сурăх, чăх-чĕп тата хур-кăвакал пайтах усраççĕ. Шел те, ку тăрăхра ветеринар çукки чăрмавлă. Хальлĕхе Çĕмĕрлери ветстанцийĕн пулăшăвĕпе тÿлевлĕ усă кураççĕ.
«Кивĕ çурт» программăпа Саланчăкра иртнĕ çул 3 хваттерлĕ çурт çĕкленĕ, кăçал 5 хваттерлĕ çурт туса пĕтермелле. 2012 çулта пĕр тăлăха хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Поселокра çĕнĕ ФАП хута кайрĕ.
Вырăнти влаç ертÿлĕхне кулленхи ĕçре 9 депутат пулăшать. Наталья Михайловна уйрăмах хастар. Кирек мĕнле мероприяти ирттернĕ çĕрте те пуçарулăх кăтартать. Саланчăкри художество пултарулăх коллективĕн маттур членĕ те. Икĕ ачине пĕчченех çитĕнтерет. Икĕ ĕне, вăкăр-пăру тата хур-кăвакал усрать. Ÿркенменскер ыттисене те тĕслĕх кăтартать. Егоркино ялĕнчи Николай Федоров тавралăха тирпей-илем кÿрессипе хастар. «Территорири ялсен инфратытăмне аталантарассипе ĕçлемелли пайтах-ха», - тет пуçлăх.
Çулталăкăн кирек хăш тапхăрне илсен те Магарин таврашĕнче çăтмахри пек илемлĕ. Йĕри-тавра - вăрман, тĕрлĕ кайăк сасси кăмăла çĕклет.
Юлия Мареева.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас