- Чăвашла верси
- Русская версия
Эй, тĕнче...Василий САВИНКИН
17 Çурла, 2015
Пĕрлешетпĕр юратса,
Пĕр-пĕрне кăмăлласа.
Ăнланма çур сăмахран
Çăмăл - хыт юратнăран.
Час шăваççĕ кунĕсем,
Сивĕнеççĕ туйăмсем.
Тĕксĕмленчĕ юрату,
Халь хуçа, шел - ырату.
Тăсăлаççĕ алăсем,
Пит çинче халь - "кăваксем".
Арканать йăлтах чăл-пар,
Ах, çемье курать тип шар.
Сив сăмах, чăн, сивĕтет,
Курайманлăх пĕтерет.
Ĕмĕрĕ вара кĕске,
Шутлама пĕлместпĕр-çке.
Арканать çемье кĕçех,
Турă та çăлаймĕ, эх!
Татăлать пĕрин кун-çул,
Мĕн пулса иртет ку чух?
Эй, тĕнчемĕр, çут тĕнче,
Хакламастпăр савнине.
Итлеместпĕр пĕр-пĕрне,
Ваттисем вĕрентнине...
Комментари хушас