«Тĕлĕнтермĕш тăван ен»... Çакна пĕлмен халиччен

13 Çурла, 2015

«Раççейре мар, Чăваш Енре мар, урăх çĕрте çуралнă пулсан...» - текен шухăш ĕмĕрте пĕрре те пулин кашнин пуçнех пырса çапать-тĕр. Хамăр патра кичем пек туйăнать.

Пĕве тĕкĕрĕнче хăйĕн сăнĕпе киленекен йăмра та, чашăл çĕкленнĕ ешĕл курăк та, ял çумĕпех юхса иртекен аслă шыв та савăнтармаççĕ темшĕн. Нимĕнле тĕлĕнтермĕш те çук пек кунта. Кунсерен курса йăлăхнă ĕнтĕ йăлтах...

Çулла кĕркуннепе ылмашăнать, хыççăнах хĕлĕ тĕпĕртетсе çитет. Унăн та кунĕсем шутлă кăна. Ка-йăксен чĕвĕлти сассипе, çепĕç пирвайхи çеçпĕлсемпе, хĕрÿллĕ хĕвел шевлисемпе пĕрле пурнăçа çуркунне вирхĕнсе кĕрет, мĕнпур салхулăхпа ÿркевлĕхе сирсе перет. Çутçанталăк çĕнĕ вăй-халпа тулать. Çак хăват этеме те куçать. Шел те, чылай чухне çын хăй еплерех илем ытамĕнче кун кунланине асăрхамасть. Ытла та хăвăрт хăнăхатпăр-çке мĕн пуррине, вара вăл çырлахтарма пăрахать те урăххи пирки ĕмĕтленме пуçлатпăр. Аякри хÿхĕмрех те, усăллăрах та, чаплăрах та пек. «Çын аллинчи кукăль мăннăн курăнать», - тесе ахальтен каламан-тăр ваттисем.

Акă Александр Михайловăн «Тĕлĕнтермĕш тăван ен» кĕнекинчи Соня та: «Мĕнле кичем вырăнта пурăнатпăр вĕт-ха эпир...» - тет. Хĕрача кĕç-вĕç йĕрсе яма хатĕр. Те ашшĕ-амăшне кÿреннипе, те тăван çĕрĕ çырлахтарманнипе ниепле канăç тупаймасть вăл. Илсе парар-ха унăн сăмахĕсене: «Пирĕн кунта нимĕнле интереслĕ чĕрчун та пурăнмасть. Вĕçенкайăксенчен вара çерçи те кăсăя, курак та чана е кăвакарчăн... Вĕсем те чи ахальлисем çеç, ытти çĕрте мĕнле хитрисем пурăнаççĕ... Пирĕн тăрăхра пысăк шыв та, тусем те, пушхир те, катмар çĕр хăвăлĕ те çук... Нимĕн те çук вĕт-ха пирĕн мухтанмалăх...»

Ахăртнех, Соня шухăшĕпе килĕшекен сирĕн хушăрта та чылай-тăр. Çапах та пĕтĕмлетÿсем тума васкамалла мар. Кăсăклă самантсене эпир пĕлменни, пĕлтерĕшлине курма мехел çитерейменни тăван ен кичем пулни çинчен çирĕплетмеççĕ-ха. Çитĕнекен ăру атте-анне çĕрĕ пирки çапла шухăшлать тĕк - айăпĕ хамăртах. Эппин, ку ыйтăва кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăрман е ăна вуçех айккине пăрса хăварнă. Темĕн тĕрлĕ пĕлÿ те панă ывăл-хĕре: кăткăс задачăсем шутлама та хăнăхтарнă, сăвă хывăмĕн йĕркипе те паллаштарнă. Анчах чи кирлине - çуралнă тăрăха хаклама, юратма - вĕрентеймен. Темле йывăр пулсан та, айăпăмăра йышăнмаллах...

Çакнашкал тарăн шухăша путарчĕ пире Александр Михайловăн тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă «Тĕлĕнтермĕш тăван ен» кĕнеки /редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Татьяна Немцева/. Кĕçĕн çулти ачасем валли çырнăскерне пилĕк калав кĕнĕ: «Тăван çĕршыв - анне», «Упа-упа утаман», «Улăп тăп-рин вăрттăнлăхĕ», «Авалхи тинĕс тĕпĕнче», «Сиплĕ эмел курăкĕ». Кăларăм калăпăшĕпе пысăках мар пулин те, кăсăкли чылай унта.

Сăмах май, кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2014 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Калавсенчи тĕп сăнарсем - Соньăпа ашшĕ. Хĕрача пуçĕнче тĕвĕленнĕ иккĕленÿллĕ шухăша сирме шăпах ашшĕ пулăшать: Чăваш Енри вырăнсемпе паллаштарать, тĕрлĕ чĕрчунпа ÿсентăран çинчен каласа парать. Вĕсемпе пĕрле эпир те çулçÿреве тухма пултаратпăр. Эсир хирĕç мар-и, тантăшăмăрсем? Эппин, пуçтарăнар. Каçал тăрăхĕнче пире упа кĕтет. Вăрман патши ятне тивĕçнĕ чĕрчун çинчен интереслĕ фактсем вуласа пĕлĕпĕр çула май. Улăп тăпри çине те улăхăпăр, унăн вăрттăнлăхне ăнкарма тăрăшăпăр. Кайран вара авалхи тинĕс тĕпне анса пăхăпăр. Ай-ай, мĕн тери хăйне евĕрлĕ «мул» упранать унта! Юлашкинчен, хĕл каçма сиплĕ эмел курăкĕ пухăпăр.

Ĕçĕ, чăннипех те, нумай пирĕн. Апла, вăхăта сая ямасăр библиотекăна васкăр, юратнă вулаканăмăрсем. Чипер! «Тĕлĕнтермĕш тăван ен» кĕнеке страницисенче тĕл пуличчен!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.