Вăрçă хыççăнхи пĕремĕк

8 Çурла, 2015

Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Христина Терентьева 1929 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкассинче çуралнă. 1944 çулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран ăна Октябрьски районĕнчи Малти Пукаш ялне ĕçлеме янă.

Унтанпа 68 çул иртсе кайрĕ, анчах та эпĕ паянхи кунчченех вăл пире мĕнлерех кăмăлпа пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа кĕтсе илнине астăватăп.

Эпир, вăрçă çулĕнчи ачасем, шкула тĕрлĕ çулта çÿреме пуçларăмăр: кам тăххăрта, кам вуннăра. Çавăнпа пирĕн класс пысăкчĕ - 33 ача. Вăл вăхăтра пирĕн тăрăхра çутă та, радио та çукчĕ, тен, çавăнпа-и - вĕрентекенĕн пĕрремĕш калаçăвне питĕ лайăх астăватăп. Каласа хăвармалла: шкула кайичченех эпĕ аппа-пиччерен саспаллисем паллама вĕреннĕччĕ, 100 таран шутлама пĕлеттĕмччĕ. Çакă мана пурнăçра нумай пулăшрĕ. Иккĕмĕш пичче Анатолий эпĕ шкултан килсен манăн вĕренÿпе кăсăклансах тăратчĕ.

Христина Терентьевна мана час-часах тĕслĕх вырăнне хуни те кăмăллăччĕ. Çапла эпир, ахаль хресчен ачисем, пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр пулăшнипе вулама-çырма хăнăхрăмăр.

Вĕрентекен доска çине хитре почеркпа саспаллисем, сăмахсем çыратчĕ, эпир те ун хыççăн илемлĕ авкалама тăрăшаттăмăр... Тарăн çырмасенче пăр та ирĕлсе пĕтместчĕ-ха, эпир вара çарран шкул çумĕнчи сăртра чупаттăмăр, тĕрлĕ вăйă шутласа кăлараттăмăр. Юратнă вĕрентекенĕмĕр те пирĕнтен юлмастчĕ, яланах пĕрлеччĕ. Христина Терентьевна час-часах калаçусем ирттеретчĕ. Ÿссен кам пулма ĕмĕтленнипе интересленетчĕ. Мана вăл темшĕн агроном пулма сĕнетчĕ. Анчах эпĕ пачах урăх професси суйларăм, строитель, промышленноç экономисчĕ пулса тăтăм.

Тăваттăмĕш класра чухнехи аса килчĕ: пĕррехинче, пуш уйăхĕ вĕçленес умĕн, Христина Терентьевна пире физкультура урокĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту пулассине пĕлтерчĕ. Эпир килте тунă йĕлтĕрсене шкула йăтса килтĕмĕр. Христина Терентьевна маршрутпа паллаштарчĕ. 18 арçын ачаран эпĕ тăваттăмĕш кăна пултăм. Кÿреннипе макăрсах ятăм, Вартун Коли мана тĕртсе яни çинчен те каларăм, мĕншĕн тесен 1-3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнисене вĕрентекен темиçешер пĕремĕк шантарнăччĕ-çке. Çакна шута илсе Христина Терентьевна ман пата пычĕ те: "Ан макăр, Альберт, санăн аван пулĕ малашне, хальхинче вара чăнах та тăрăшнăшăн сана пурпĕрех икĕ пĕремĕк паратăп", - терĕ.

Вăрçă хыççăнхи ку икĕ пĕремĕк маншăн питĕ хаклă кучченеç пулнă.

Çавăнтан пуçласа вара йĕлтĕрпе тăрăшсах ăмăртма пуçларăм. Октябрьскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра - 3-мĕш, Сĕнтĕрвăрринчи строительство техникумĕнче ăс пухнă чухне - 2-мĕш, хĕсметре тăнă вăхăтра 1-мĕш разряд илтĕм.

Халĕ те çулсерен иртекен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртăва хутшăнатăп. Юлашки виçĕ çулта кашнинчех аслă çултисен хушшинчи пĕрремĕш вырăн йышăнма май пулчĕ.

Христина Терентьевна тăрăшнипе эпир пурнăçра тĕрĕс çул суйларăмăр. Илемлĕ литературăпа, спортпа туслашрăмăр, обществăшăн, производствăшăн юрăхлă çын пулса тăтмăр.

Пĕр класра вĕреннисемпе тĕл пулсан пĕрремĕш вĕрентекене ăшшăн аса илетпĕр. Пирĕнтен ĕçчен те тÿрĕ çынсем çитĕнни - унăн тивĕçĕ.

Вăл хăйĕн кăмăллă мăшăрĕпе Александр Никитинпа пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем халĕ пурте тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.

Христина Терентьевăн мăшăрĕ 1975 çулта йывăр чирлесе вилчĕ. Ун хыççăн вăл шкултан кайнă, совхозра хăмла ÿстерсе пуçтаракансен бригадинче тăрăшса ĕçлеме тытăннă.

Хисеплĕ ят та нумай унăн. 1964 çулта вăл "Ача амăшĕ героиня", 2006 çулта "Ĕç ветеранĕ" ятсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿ юбилей медалĕсемпе чысланă.

Альберт КОЛЬЦОВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.