Пысăк чыс та, пысăк савăнăç та, чун тасални те

5 Çурла, 2015

Тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса та ăнкарса пĕтереетпĕр-ши эпир, Чăваш Енре пурăнакансем, кăçалхи августăн малтанхи икĕ кунĕнче пирĕн тăрăхра еплерех пысăк пулăм пулса иртнине - татса калаймастăп. Анчах та шанатăп: çав вăхăт çитетех - çулсем иртнĕçемĕн эпир юратнă Чăваш Енĕмĕре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнин пĕлтерĕшне ытларах та ытларах ăнланăпăр.

Малтанах, "Кирилл Патриарх çитес вăхăтра Чăваш Ене килет" тенине илтсен, кăштах иккĕленнĕччĕ те: килетех-ши, палăртса хуни пурнăçланĕ-ши? Ара, Раççейĕмĕр те, православи тĕнчи те калама çук пысăк, Патриархăн таçта та çитмелле, такама та тĕл пулмалла, такама та итлемелле, йăпатмалла, ĕненÿпе юрату, хавхаланупа çутă шанчăк пиллемелле. Тĕнчи те пĕртте лăпкă мар, ав. Кÿршĕри тăванла Украина та çаплах пăтранать те пăлханать. Унта та пирĕн пек çынсемех пурăнаççĕ, вĕсем те пирĕн пекех шанчăкпа Тÿпенелле пăхаççĕ /политикĕсем кăна, шел пулин те, такам хушнине-вĕслетнине итлесе çаплах хуласемпе ялсене аркатаççĕ, юн юхтараççĕ/.

Тав Турра - килчех Чăваш Ене пĕтĕм халăх чунтан юратакан, сума сăвакан Святейший Патриарх! Шăматкун кăнтăр апачĕ хыççăн юхтарса тенĕ пек çунă çумăр та, кассăн-кассăн тулхăрса вĕрекен çил те, ытти-хытти те чăрмантараймарĕ ăна шурă Шупашкара килсе çитме.

Тăнăçлăхпа килĕшÿ, савăнăçпа ăнăçу çук çĕре хăнана каяççĕ-и? Паллах, каймаççĕ! Ятсăр та хисепсĕр ертÿçĕллĕ юхăнса кайнă хуçалăха сумлă хăнасем пит пырса çÿреççĕ-и? Паллах, çÿремеççĕ!

Сăмахăма яланхи пекех тÿррĕн те татса калатăп: Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикине килсе кайни - черетлĕ, ахаль çулçÿрев çеç мар. Ку вăл Мускав Патриархачĕн ертÿлĕхĕ Чăваш Енне, унăн ĕçне-хĕлне, хастарлăхне, тăнăçлăхне пысăка хурса хаклани те. Ку вăл пирĕн "ытла пысăках та мар, ытла пĕчĕкех те мар хуçалăхăмăрăн" ертÿçине Михаил Васильевич Игнатьева чунтан сума сунине уçăмлăн палăртни те /ятсăр та хисепсĕр ертÿçĕ патне сумлă хăнасем пырса çÿремеççĕ терĕмĕр-иç!/

Тĕрĕсех: кун пек чухне пĕтĕмпех шута илеççĕ - вырăнти митрополи ертÿçи мĕн тери сумлă та хисеплине те /тав Турра ку тĕлĕшпе пирĕн Варнава митрополитăмăр Раççейри тата пĕтĕм православи тĕнчинчи ĕçтешĕсен хушшинче чи сумлисенчен пĕри шутланать/, вăл е ку тăрăхра çĕнĕ чиркÿсем уçăлнипе уçăлманнине те, кивĕ чиркÿсене юсанипе юсаманнине те...

... Святейший Кирилл Патриарх Чăваш Енре пулнă чухне, вăл пирĕн тăрăха ятарласа килнĕ сумлă митрополитсемпе, архиепископсемпе, епископсемпе тата ытти пачăшкăсемпе пĕрле кĕлĕсем ирттернĕ чухне эпĕ час-часах Иван Яковлевич Яковлевпа Николай Иванович Ильминские аса илтĕм. Чăн та, еплерех аталаннă пулĕччĕ-ши пирĕн халăхăмăр пире Турă çак икĕ Улăпа ярса паман пулсан, вĕсем пире Христосăн ĕмĕр чĕрĕ Чăнлăхĕпе Юратăвĕ патне тăван чĕлхемĕр пулăшнипе çывхарма май туса памасан? Калама йывăр, питĕ йывăр. Çавăнпа та хисеплĕрен те хисеплĕ, юратнăран та юратнă Патриархăмăр Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе лартнă Çĕнĕ Шупашкарти соборта ирттернĕ кĕлĕре виçĕ хутчен чăваш чĕлхи янăранинчен ним тĕлĕнмелли те çук - çав Литурги пынă вăхăтра кĕлĕ сыпăкĕсене чăвашла черетпе Валерий атте, Гурий атте тата инçетри Улан-Удэрен килнĕ Савватий митрополит вуларĕç. Чăваш чунĕшĕн, чăваш чĕришĕн савăнăç мар-и вара çакă? Паллах, савăнăç, пысăк савăнăç!

... Вăхăт шăвать, вăхăт иртет. Чи хăвăрт вĕçекен метеор та вăхăтран хăвăртрах вĕçеймест. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Ене килсе кайнăранпа та кун хыççăн кун иртет, уйăх хыççăн уйăх иртĕ, çул хыççăн çул... Анчах та çак тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм Чăваш Енре пурăнакансен асĕнчен, пĕтĕм чăваш халăхĕн асĕнчен нихăçан та каяс çук. Ку çеç-и-ха - Святейший Кирилл Патриарх кĕлтуни, ĕненекенсемпе ĕненменнисене Юратупа Телей пиллени пире малашне тата туслăрах пурăнма, тăрăшарах ĕçлеме, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулăшĕ.

Турă Хăвачĕ чăнах та иксĕлми!

Валери ТУРКАЙ

 

ЫЙТĂМ

Вера КУЗЬМИНА, СССР халăх артистки:

- Август уйăхĕн пуçламăшĕ республикăри тĕне ĕненекенсемшĕн калама çук савăнăçлă туйăм парнелерĕ. Çакă Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнипе çыхăннă. Тĕлĕнмелле çак пулăм пирĕн халăх асĕнче чылай вăхăт упранĕ. Ĕненекенсем чунпа тасалнăн туйăнать. Çаплах ĕнтĕ. Святейший Владыка Шупашкарти Пукрав тата Татиана соборĕнче ĕненекенсене вĕрентсе сăмах каланă, çавăн пекех Апостолпа тан Святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта Литурги тунă, Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе тĕп хулара лартакан чиркÿ никĕсне асăну капсули хывса хăварнă. Çак пулăмсемпе Патриарх чăвашсемпе тата та çывăхланчĕ, ĕненекенсенче шанăç, вăй çуратрĕ.

Юрий АРТЕМЬЕВ, профессор, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ:

Совет Союзĕ саланса кайнипе пĕрлех пирĕн çĕршывра хуçа пулса тăнă атеизмла идеологи те пуçĕпех пăчланчĕ. Хама эпĕ чиркÿ йăли-йĕркине çав тери çирĕп пăхăнса, уяса пурăнакан çынсен ушкăнĕнче курмастăп. Апла пулсан та кулленхи пурнăçра чиркÿпе православи тĕнĕн витĕмĕ ÿссе пынине, патшалăх пуçлăхĕсемпе, вăл шутрах пирĕн республикăмăрăн хальхи ертÿçи Михаил Васильевич Игнатьев та, тĕн ертÿçисемпе çураçуллăн, пĕр-пĕрин урине таптамасăр ĕçлесе пынине сăнаса-курса тăни шанчăк кÿрсе хавхалантарать. Куратăп, вĕсене пĕр шухăш-кăмăл пĕрлештерет - çĕршыва, республикăна ăнăçлă аталантарасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси.Çавăнпа та Кирилл Патриарх Атăл тăрăхĕнчи регионсене, вăл шутрах Чăваш Ене те, килсе православи чиркĕвĕн витĕм-вăйăмне тарăнлатас тĕллевпе ĕненекенсемпе куçа-куçăн тăрса калаçни, Аслă Турă чăнлăхне вĕсен чун-чĕрине çÿллĕ шайран хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Этемлĕх цивилизацийĕ мĕн авалтан тĕн культури çинче никĕсленнĕ.

Владимир ГУРЬЕВ, банк ĕçĕн йĕркелÿçи, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕ:

- Патриарх Чăваш Ене килсе кайни - ĕненекенсемшĕн кăна мар, республика ертÿлĕхĕшĕн те, пур тытăмра ĕçлекеншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ĕненекенсем хăйсене ĕненÿ, шанăç, вăй илеççĕ пулсан, республика, предприяти-организаци, ведомствăпа организаци ертÿçисем яваплăха тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Ку та кирлĕ.

Патриарх Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева тав туса çапла каларĕ: "Эсир Чиркÿ пурнăçне пысăк тимлĕх уйăратăр. Чи пĕлтерĕшли - тăван халăх ырлăхĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн ĕçлетĕр..." Çак сăмахсем темрен паха.

Кирилл Святейший Патриарх çавăн пекех Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта собор лартас ĕçре пулăшу кÿнĕ темиçе çынна Вырăс Православи Чиркĕвĕн Таса пурнăçлă Сергий Радонежскин виççĕмĕш степеньлĕ орденне парса хавхалантарчĕ. Çакă ыттисене те витĕм кÿрĕ, пархатарлă ĕçе явăçтарĕ.

Виталий Григорьевич ЕНĔШ, писатель, Пушкăрт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕн Кирилăн çак сăмахĕсем чуна пырса тиврĕç: "...Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енре тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн - Турра тав". Маншăн, çыравçăшăн, çак сăмахсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем Святейший Патриарх кирек хăш халăха та вăл мĕнле тĕне тытса тăнине пăхмасăр хисепленине, ырă суннине уçса параççĕ.

Патриарх визичĕ мана та хавхалантарчĕ. Эпĕ, ыттисем пекех - ĕненекен çын. Хăй вăхăтĕнче тĕн кĕнекисене тăван чĕлхене куçарас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Çавăнпа та çак пулăма чăвашсене хисеп, сăвап туни тесе йышăнатăп.

 

Надежда СМИРНОВА

ыйтса пĕлнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.