Пĕлме интереслĕ
23 Утă, 2015
- Пирĕн ÿт-пÿ атомсенчен тăрать. Çав атомсем çăлтăрсем пулса кайнă тапхăрти евĕрлех.
- Нейтрон çăлтăрĕн тĕввине /ядро/ апат кашăкĕ чухлĕ илсессĕн унăн йывăрăшĕ 90 миллиард фунт /43 миллиард кг/ тайнă пулĕччĕ.
- Хĕвел системине пĕчĕклетсе Çĕре пăрçа пысăкăш хăварас-тăк Юпитер пăрçа-Çĕртен 300 метрта вырнаçĕччĕ, Плутон вара Çĕртен - 2,5 çухрăмра, унăн калăпăшĕ бактери пысăкăш юлĕччĕ. Пире чи çывăх çăлтăр Проксима Центавра Çĕртен 16000 çухрăм аякра пулĕччĕ.
- Хĕвел системи хăйĕн планетисемпе, спутникĕсемпе, миллионшар астероичĕсемпе Тĕнчен /вселеннăйăн/ пĕрре триллионнăмĕш пайĕнчен те пĕчĕкрех талккăш йышăнать.
- Космос халĕ те таçталла сарăлса пырать. Вăл пулса кайнă тапхăртанпах сарăлать.
- Çĕртен 100 çухрăм хăпсан космос пуçланать.
Комментари хушас