Пирĕшти пуль эсĕ, Кирилл...
Çуллахи илемлĕ вăхăт кама килĕшмĕ-ши? Кашниех çак самантра яла туртăнать.
Уçă сывлăш, пахчара ĕçлени, шыва кĕме кайни - хăйне евĕр савăнăç.
Канаш хулинче пурăнакан Сергейпа Татьяна Яковлевсем те яланах ял пурнăçне кăмăлланă. Çавна май час-час тăван тăрăхне васканă. Кăçал та яланхиллех ачисемпе Канаш районĕнчи Шаккăлта çу кунĕсене ирттерес тĕллевлĕ пулнă.
Ялта йăлтах аван темелле, анчах ĕç çукки, сахалли е çитсе пыманни кашниех ура хурать. Çемье вара укçа-тенкĕсĕр ниепле те пурăнаймĕ. Тĕпренчĕксене тăхăнтартмалла, апатлантармалла. Çавăнпа Яковлевсем те кашни ир, ачисене киле хăварса, ĕçе вас-канă. Кил хуçи Канашра, унăн мăшăрĕ Комсомольски салинче вăй хунă.
Июль уйăхĕн 11-мĕшĕ. Шăматкун. Яковлевсем тутлăн çывăракан ачисене юратса пăхнă та яланхиллех ĕçе васканă.
...Чи кĕçĕнни, тăваттăри Кирилл, куçĕсене сăтăркаласа картише тухнă. Ашшĕпе амăшне шыракаласа ун-кун пăхкаланă. Çывăх çыннисем килĕнчен тухса кайнине ăнланса илнĕ вăл. Сасартăк сарай тăрринчен сĕрĕм йăсăрланнине асăрханă. Кĕçех таврана çунăк шăрши сарăлнине туйнă. «Кун пеккине эпĕ сенкер экранпа курнăччĕ пĕррехинче... Пушар!» - тесе хыпаланса çывăракан пĕртăванĕсене вăратма васканă...
Çулăм вăйлах алхасма тытăннă, сарай çинчен пÿрт еннелле кармашма тытăннă. Сехĕрленнĕ кÿршĕ-аршă пушар хуралне пулăшу ыйтса шăнкăравланă. Çăлавçăсем çул çинче чухне ял халăхĕ çулăм вăйне чакарас тесе витрепе шыв йăтнă. «Хĕрлĕ автана» çĕрпе те сапнă. Сасартăк тахăшĕ: «Хуçалăхра газ баллонĕсем пур!» - тесе кăшкăрнă.
Кĕçех пушар хуралĕнче ĕçлекенсем çитнĕ, тăхтамасăр пушарпа кĕрешме тытăннă. Пурте пĕрле кар тăнăран çулăма парăнтараççех.
...Паян пĕчĕк çăлавçăна пурте: "Пирĕшти пулĕ эсĕ, Кирилл... Пĕртăванусене инкекрен хăтартăн", - теççĕ.
Инкек сăлтавĕ - электропралук юсавсăрлăхĕ. Шел паллах, Яковлевсем хуралтăсемсĕр юлнă. Анчах та ачи-пăчи чĕрĕ те сывви - телей! Тăваттăри Кирилл тавçăрулăхне пула тата вăл çухалса кайманран пĕртăвансем инкекрен çăлăннă.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене вут-кăварпа электричество хăрушсăрлăхĕ пирки эсир «Тетте» журналта /2015 çул, /6/ «Электричество безопасности» конкурс йĕркипе паллаштарса унта хутшăнтарма пултаратăр.
Çапах та, пурнăçран хакли çук. Сыхланакана яланах Турă сыхлать теççĕ, çавăнпа та сыхă та асăрхануллă пуласчĕ.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Комментари хушас